Чăваш! Чăваш!..
Чăваш! Чăваш!..
Чăваш! Чăваш!..
Сан ыйхăллă уюсене,
Сан лăпкă кăмăллă, ачаш,
Йăваш-айван ялусене
Савмашкăн манăн халăм çук.
Чăваш тĕнчи çывхарнă чух
Чăвашăн чунĕ йăваш-ши?
Анаслă ыйăхăн ăшши —
Вырăнлă-ши?.. Вырăнлă-ши!..
Тăван чăваш хăюллине,
Вăл вăйлине курасчĕ ман.
Чăваш!..
Çĕклен те çунатлан!
Куçна тĕлле хĕвел çине.
.......................................
Чăвашăн ăсĕ — хурăç пул,
Пăр кас, — ак çирĕп чул —
Ăспа чул кас та вут кăлар!
Чăвашăн ăсĕ! Вут-кăвар,
Хĕртсе хĕретнĕ хурăç пуп!
Чăваш! Чăваш!..
Чăваш!.. Чăваш!..
Çил-çивĕч ухă йĕппилле
Пĕр чашкăрса вĕçсе тĕлле, —
Çут тĕнчене тĕлле — йĕпле.
Чăваш чĕри! Хăюлăх вучаххи
Пулса тăр! Ылтăн шăратан
Хуран пек чашкăрса вĕре.
Чăваш чĕлхи, чăваш чĕлхи,
Хĕвел кăварĕпе вутлан.
Çĕкле часрах тăван çĕре.
Чăваш чĕлхи, çĕлен сăххи,
Хаяр аçа çаппин уххи
Пулса кĕр çĕнĕ ĕмĕре.
Çил-тăвăл килнĕ вăхăтра
Йăр-яр çут çиçĕмĕн ури
Сиксе çӳрет пĕлĕт хушшипе. —
Çапла тăван çĕршывăмра
Хăюллă пурнăç тымарри
Хăюллă пурнăç таппипе
Пĕр чарăнмасăр таптăр-и!
Влад Маскай (2019-05-17 16:03:51):
Çеçпĕлĕмĕр чухлĕ илемлĕ сăмахпа кунашкал хĕрсе кайса халăхăмăра, пире пурне те, ăслăрах та, вăйлăрах та пулассишĕн кăварлă чĕрипе чĕнсе калани, çавăн чухлех сулмаклăн, чан! пек, янрани питех аса килсе тăмаççĕ тесшĕн эпĕ. Трубина Марфин "Ĕçĕр, ĕçĕр!"-не юнашар лартăттăм! Мĕншĕн тесен, Марфа аппа та Михаил Çеçпĕле тарăннăн ăнланнă! Мĕн чарать пире? Мĕн пĕтерет пире? 1-мĕшĕ - ĕçкĕ! 2-мĕшĕ - пĕр-пĕрне тăрăнни, ыр сунманни! 3-мĕшĕ - халсăрлăх чирĕпе чирлени! 4-мĕше - йывăрлăхсене парăнни, вĕсене сирме ăс-хал çитменни! 5-мĕшĕ - чухăнлăх!
Влад Маскай (2019-05-17 16:19:04):
Татах та хушса калам-ха, шухăш хĕрнĕ вăхăтра.
Ак çăкăн пек сăвăсене пăхмасăр калама вĕрентмелле шкулсенче! Кокурссенче кокурссене Михаил Çеçпĕл сăввисемсĕр пачах ирттермелле мар!!! Яков Гаврилович Ухсай та хăйĕн Верентекенне ăнланнă. Ун шухăшĕпе, "сăвăсем, çуркунне çĕмĕртсем çĕçке çурни çинчен кăна пулмалла мар",- тенĕ вăл. Эпĕ университетсенче ректор пулнă пулсан, студент çак сăвва та пăхмасăр калаймасть пулсан, диплом ун аллине тыттармăттăм... Пăхмасăр калассине-вулассине чи кирлĕ методсен йышне кĕртĕттĕм!
Влад Маскай (2019-07-05 01:24:12):
Каçарăр, тăвансем! Тархасшăн: "Конкурсенче конкурсене Михаил Çеспĕл саввисемсĕр пачах ирттермелле мар!!!",- тесе вуласамăр.