Чăн пулни
Ванюк Турра та, усала та ĕненмен. Пĕр-пĕр тĕшмĕшле япала çинчен каласа парсан кулса çеç ирттернĕ вăл халиччен. Хăçан та пулсан çак серепене лекетĕп тесе ĕмĕрне те шутламан.
Кӳршĕ ялти пуçанăшĕ сысна пусма чĕнсен Ванюк турткаланса тăмарĕ. Ирхине выльăх-чĕрлĕхне пăхнă хыççăн ĕçне кайса курăнам терĕ кăна. Ялта электрикре ĕçлет вăл. Кашни кунах ĕç тупăнсах пымасть, кăшт-кăшт пăхкаласа илет те каçченех пушă. Енчен те пĕр-пĕр инкек сиксе тухмасан. Тьфу-тьфу! ун пек ан пултăрах.
Паян та ĕçре аванах-ха. Çавăнпа кӳршĕ ялти пуçанăшĕ патне пĕр шухăшсăрах тухса утрĕ. Пуçанăшĕсен ялне кĕриччен масар вырнаçнă. Тинтерех çунă юра таптаса çул тунă. Апла çĕнĕ виле пулнă. Темшĕн Ванюк илтмен тата кун çинчен. Çамрăклăхра нумай чупнă ку яла. Масар çумĕпе иртнĕ чухнехи хăратмăшсем пирки калатчĕç çамрăксем. Ĕненмен вĕсене Ванюк. Чиперех çитрĕ пуçанăшсем патне. Йыснăшне курсан килтисем питех те хĕпĕртерĕç. Ара, пусмалли сыснасем виççĕ тан, пĕччен ĕçлеме кансĕртерех, çавăнпа пуринчен ытла пуçанăшĕ савăнчĕ.
Сивĕ аванах хуçаланать кăçал. Пĕр сыснине тирпейлесе пĕтернĕ çĕре Кулине (Ванюк арăмĕн йăмăкĕ) килте юхтарнине те ăшăтса хунă. Çапла чиперех тирпейлерĕç икĕ арçын сыснасене. Кун каç еннелле те сулăнчĕ. Раштав уйăхĕ çапла вĕт: кунĕ кĕске, çĕрĕ вăрăм. Кулине какай шӳрпи те хатĕрленĕ. Техĕмлĕ яшкана çине-çине сыпрĕ Ванюк. Кун каçипе ĕçленĕрен çемçелнĕ шăмшакĕ ĕшенни иртсе кайтăр терĕ. Çитме çăмăл пултăр тесе эрехне те нумай ĕçмерĕ вăл. Кил хуçисене тав туса килне кайма пуçтарăнчĕ. Пуçанăшĕ ял вĕçне çити ăсатасшăнчĕ — килĕшмерĕ Ванюк: ара, ӳсĕр мар вĕт, çул пĕлет.
Çапла аванах ялтан тухрĕ. Хайхи масар тĕлне çитсен пуçне ялтах! çĕклерĕ. Умра тем вăрăмăш çын тăрать. Тимлесе пăхрĕ те — çын мар, юпа пулса тăчĕ. Пĕлĕтрен пуçласа çĕр таранах. Хытăрах утма пикенчĕ арçын. Умри юпа та унран юлмарĕ, малтах пычĕ. Чупса çитме тăрăшрĕ ун патне Ванюк, юпи унпа пĕрлех чупрĕ. Шиклĕх пусрĕ арçынна. Ара, çулта аташтараканни мар-ши ку?
Эй, Турă, çырлах тесе те, намăс сăмахсемпе те вăрçса пăхрĕ ăна Ванюк. Юпа унран юлмарĕ, малтах пычĕ. Хальхинче тем тĕрлĕ шухăш та пуçа пырса кĕчĕ. Пĕрре шикленчĕ, тепре кулса та илчĕ вăл. Çаплах юпа умран каймарĕ. Çутăсем те курăнакан пулчĕç. Яла кĕрсен инçех пурăнмаççĕ вĕсем. Урамсем тĕксĕм. Юпасем çинчи çутăсене те çутман. Ара, паян ĕçре пулман вĕт-ха вăл. Васкасах утрĕ, ăшша пиçнĕрен фуфайкин тӳмисене те вĕçертрĕ. Юпа та унпа пĕрлех ял урамне кĕчĕ, унран юлмарĕ. Çаплипех килне çитсе кĕчĕ. Пӳртне кĕрсе тăрсан çĕлĕкĕ айĕнчен куç çинелле çакăнса тăракан çиппе курах кайрĕ. «Апăрша!» — тесе кăшкăрса ячĕ вăл. Апата ларнă çемье карах ун еннелле çаврăнса пăхрĕ.
Ванюк хăйĕнпе пулса иртнĕ мыскарана каласа парсан пурте ахăлтатса кулса ячĕç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...