
Василий Дмитриевич Дмитриев (Мӗтри Ваҫлейӗ) 1906 ҫулхи ҫу уйӑхӑн 10-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Ҫирӗклӗре ҫуралнӑ. Шупашкар районӗнчи Ишекри вӑтам шкулта тата Шупашкарти педагогика техникумӗнче, Коммунизмла воспитани академийӗнче, Мускав университечӗ ҫумӗнчи аспирантурӑра, Ленинградри медицинӑн наукӑпа тӗпчев институтӗнче вӗреннӗ. Шкулта ачасене пӗлӳ панӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. 1947–1966 ҫулсенче Ленинградри ӑслӑлӑх учрежденийӗсемпе аслӑ шкулсенче вӑй хунӑ. 1950 ҫулта биологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑнӑ.
Ҫыравҫӑ литература ӗҫне XX ӗмӗрӗн 20-мӗш ҫулӗсенче пуҫӑннӑ. Ачасем валли «Пирӗн сас» (1931) сӑвӑ кӗнеки пичетлесе кӑларнӑ.
Мӗтри Ваҫлейӗ 1980 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вилнӗ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Get more leads for your chuvash...
Every day, websites like chuvash....
Wanting to amplify your website r...
Your website, chuvash...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...