Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ятсем каласа параҫҫӗ

Тӑван тавралӑх тени ял ҫыннишӗн — хӑй пурӑнакан ял, урам, тӑкӑрлӑк, таврари ҫырма-ҫатра, уй-хир, ҫул-йӗр, шыв-шур т. ыт. те. Вӗсем, тавралӑх паллисем, пурӑнакансен асӗнче, халӑх сӑмахлӑхӗнче. Хӑшӗ-пӗрин ячӗ тӗрлӗ документпа литература произведенийӗсене кӗрсе юлнӑ. Уйрӑм ятсем манӑҫа тухаҫҫӗ, улшӑнаҫҫӗ… Ҫапах та хамӑр ҫуралса ӳснӗ тӑрӑхри паллӑ вырӑнсен шӑпи кирек мӗнле килсе тухсан та яланах кӑсӑклӑ. Кашни паллӑн, кашни ятӑн — хӑйӗн расна кун-ҫулӗ… Паян эпир вулакана ентеш-таврапӗлӳҫӗ хӑйӗн «пӗчӗк ҫӗршывӗ» пирки сӑнарланӑ топонимикӑпа фольклор очеркӗн сыпӑкӗпе паллашма сӗнетпӗр.

Йывӑр ӗҫ хыҫҫӑн е шӑрӑх кунсенче чунран киленсе юханшывра е кӳлӗре кам кӑна ишсе савӑнман-ши? Хӗве тухичченех лӑпкӑ юханшыв умне ҫитсе ларнӑ, чунӗпе пулӑҫӑн асамлӑ тӗнчине путнӑ ҫынран телейлӗреххи урӑх ҫук-тӑр.

Пирӗн таврара икӗ юханшыв — Йӑршу тата Ҫавал. 25 ҫухрӑм кукӑр-макӑр тӑсӑлса Йӑршу хӑйӗн аслӑ пиччӗшӗн — Ҫавалӑн — ытамне лекет. Ҫакӑнта Мӑн Ҫавалпа уйрӑлми пӗрлешсе анлӑ Атӑла юхса кӗрет.

Йӑршу талайне (характерне) пӗлес тесен ӑна ҫӳллӗ вырӑна хӑпарса куҫламалла кӑна — хӑйӗн ятне тӳрре кӑларнӑнах ҫип пек ҫинҫе вӑл, авкаланса юхать. 1917 ҫулччен ҫак шыв ҫинче арман нумай пулнӑ. Ватӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх — 20 яхӑн. Иван Ундрияновӑн арманӗ уйрӑмах палӑрса тӑнӑ.

Юханшывӑн ҫак вырӑнӗнче Микиш кукри текен шыв ҫулӗ пур. Ӑна кура кунти улӑха та ҫапла ят панӑ. Кун пек вырӑна Чулкасси вӑрманӗнчен анатарах ансан тепре тӗл пулатӑн — Кулавӑр кукринче шыв хыттӑн шавласа вак чулсем ҫийӗн чупать.

Таврара кӳлӗсем ҫук та — пысӑкрах пӗвесене кунта кӳлӗ теҫҫӗ. Ҫакӑн пек пӗвесенчен пӗри — Типнерте улмуҫҫи сачӗ пулнӑ лаптӑкра. Ваттисем ӑна — Макҫӑм кӳлли, ҫамрӑкраххисем Сад кӳлли теҫҫӗ. Кунтах — Типнер кӳлли текен пӗве. Вӗсенче халӗ те пулӑ тытма пулать-ха, анчах пӑхса тӑманнине кура вӗсем юшкӑнлансах пыраҫҫӗ. Чулкассинче те пур ҫакнашкал «кӳлӗ». 1930 ҫулта ял ҫыннисем Тарӑн ҫырмана ятарласа картласан самаях пысӑк пӗве пулса тӑнӑ. Ӳркенмен ял халӑхӗ, пӗве тавра йывӑҫсем лартса тухнӑ, шыва пулӑсем янӑ. Пӗве айӗнче тапса тӑракан ҫӑлкуҫ шыва уҫӑлтарса янӑ. Ялти ачасемшӗн ҫеҫ мар, вӑй питтисемпе шур сухалсемшӗн те кану вырӑнӗ пулса тӑнӑ вӑл. Шел те, пӑхса тӑманнипе юлашки ҫулсенче унӑн илемӗ самаях чакрӗ. Йывӑҫсенчен чылайӑшӗ хӑрчӗ, пӗве ӑшӑхланса, тасамарланса ларчӗ, хухрӗ. Таврари ытти чылай ялти пекех, типнерсемпе чулкассисен улӑхӗсемпе ҫаранӗсем те Ҫавал тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ. Тӑватӑ кӳлӗ кунта: Вил Ҫавал, Ель, Вил Ҫавал Кукри тата Килнӗшур. Кӳлӗсен ячӗсем вӗсем пирки хӑйсемех каласа параҫҫӗ. Тавралла ҫӳллӗ хӑвасем ӳсеҫҫӗ, ҫӑра хӑмӑш ҫитӗнет, пулӑсем пур. Вырӑнӗ илемлӗ. Шывра — сарӑ, кӑвак, шурӑ, кӗрен чечексем. Пилӗк-ултӑ ҫул каялла ҫак тӑрӑхра пулнӑ май хам халиччен курман, ҫав тери хитре чечеке асӑрхарӑм. Ҫулҫисем ытармалла мар кӑн-кӑвак, янкӑр тӳпе евӗр сенкер кӑвак… Кӑҫал Ҫавалту вӑрманне ҫак кӳлӗсен патӗнчен иртсе каякансенчен ыйтрӑм та: «Ҫук, курман», — терӗҫ. Чӑннипех ҫухалчӗ-шим, пӗтрӗ-шим ҫут ҫанталӑкӑн ҫак тӗлӗнтермӗшӗ?

Хамӑр ялти Тарӑн ҫырмари ҫӑлкуҫа курсан ирӗксӗрех К. Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэминчи ҫак йӗркесем аса килеҫҫӗ:

Шӑнкӑртатса шыв юхать

Ҫӳллӗ валак пуҫӗнче.

Кӗмӗл пекех ялтӑрать

Шывӗ хӗвел ҫутинче.

Унччен, ялта лаша вити пулнӑ чухне, янаварсене шӑварма ҫакӑнта час-часах илсе килнӗрен Кӗтӗквар урамӗнчи ҫынсем ку ҫӑла хушӑран Ут ҫӑлӗ теҫҫӗ. Ҫак ҫырмара «Ҫерке пичче кулати» текен пусӑ та пурччӗ. Ялти инкесем анса хӑпарма хӗнрен кунта ҫӳресех каймасчӗҫ пулин те пусӑ тунӑ ҫыннӑн ятне халӑхра халӗ те ырӑпа асӑнаҫҫӗ.

Киремет ҫырминче ӗлӗк Хура ҫӑл тата Киремет ҫӑлӗ пулнӑ. Пӗрремӗшне шывӗ хытӑ пулнӑран ҫапла ят панӑ иккен. Киремет ҫӑлӗ вара икӗ ытам сарлакӑш йӑмра айӗнчен тапса тӑнӑ. Турӑ ҫӑлӗсем тесе халӑх вӗсене тӑтӑшах тасатнӑ. Кайран тӗрлӗ сӑлтава пула ҫӑлра шыв типнӗ. Чиркӳ Типнертен Шемшере куҫнине хӑшӗсем ҫакӑнпа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Улӑх-ҫаран та чылай пирӗн тӑрӑхра. Вӗсем пурте юханшывпа е пӗр-пӗр ҫӑлкуҫпа, хӑшӗ-пӗри шурлӑхпа тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсенчен нӳрӗк илеҫҫӗ. Йӗршывӑн ҫӳлерех асӑннӑ айлӑмӗнче ӗлӗк тата икӗ улӑх пулнӑ — Михаҫ кукри тата Михешур.

Ҫавал тӑрӑхӗнчи улӑхсене илес пулсан кунта Чулкассипе Типнер ҫыннисен пӗр улӑх-ҫарансӑр пуҫнӑ Чӑшкасси тата Майра кукрисем, Хӗрлӗ Ҫыр текен утӑ ҫулакан лаптӑксем пурччӗ. Истори тӗлӗшӗнчен Майра кукри улӑхӗ уйрӑмах интереслӗ. Малтанах ку вырӑнта чикан майрисем пурӑннӑ теҫҫӗ. Утӑ ытларах туса илес тӗллевпе Чулкасси ҫыннисем ҫак вырӑна вӗсенчен туртса илме шухӑшлаҫҫӗ. Вун-вун ҫыхӑ вут пуҫҫи чӗртсе, кӑшкӑрса, тӗрлӗрен шӑв-шав кӑларса, чикансене хӑваласа яраҫҫӗ. Ҫапла халап ҫӳрет халӑхра ҫак пысӑк мар, ҫурма хӑваллӑ ҫаран лаптӑкне епле ҫавӑрса илни ҫинчен.

Николай Пахмат
«Тӑван Ен», 2011, чӳк, 3


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-02-18 16:42:25 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4994 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем