Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Яманак

Яманак

Ҫулсем иртнӗ хыҫҫӑн Яман сӑртне Яманӑн ватса-ҫӗмӗрсе хӑварнӑ ҫӳртне юсаттарса Пуҫтах пырса вырнаҫать. Нумай вӑхӑт иртмест яман анкарти карти тытса ҫавӑрнӑ вырӑна тӗрӗслесе ҫӳрет. Яман анкарти хыҫне ҫынсем ҫуртсем ҫавӑрса пурӑнма тытӑннӑ. Унӑн ҫӗр сахаланса юлнӑ, ӑна ҫӗр нумай кирлӗ пулнӑ. Ҫавна май вӑл анкарти хыҫӗнче пурӑнакан ҫынсене пӗрисене Исанка, Отман ушкӑнӗсене хӑвса ярать. Хӑй килӗ тавра Шетмӗ хӗррипе тӑват ҫӗр чалӑш, Шетмӗ хӗрринчен ҫурҫӗрелле улт ҫӗр чалӑш вӑрман хӑртса тунӑ чи лайӑх ҫӗрсене ҫавӑрса илсе карта тытса ҫавӑрса лартать. Исанка, Отман ушкӑнӗнчи хресченсене тытса вӑрман кӑклатарса вӑрман хӑрттарать. Хресченсем хӑйсем валли вӑрман хӑртса тунӑ ҫӗрӗсене каса-каса илет. Пуҫтахӑн ҫӗр кунӗн-ҫерӗн тенӗ пек аслӑланса, сарӑлса пырать. Пуҫтах Лыскав, Ҫӗрпӳ хулисенче купецсемпе, помещиксемпе ҫыхӑну тытма пуҫӑнать. Вӑл кунтан тырӑ тӑратать, унтан купецсем урлӑ хресченсене валли кирлӗ япаласем илсе килет. Ҫак Пуҫтах хӑй ҫумӗнче вӑрман кӑкласа хӑртакан биржа организацилет. Хӑй ҫумӗнче, ҫывӑхӗнче пурӑнакан ҫынсем сахал, биржӑна килсе ӗҫлекенсем ҫук пирки Пуҫтах хайхи Яманак ҫӗршывӗнче ҫырма, вар, сӑрт-ту хӗррисенче пурӑнакансене шыраса тупса хӑй патне чӗнсе илсе биржӑна ӗҫлеме илет. Унта ӗҫлеме пынӑ ҫынсене Яманак ялӗ вырӑнне вырнаҫма чӗнсе Яманак ялӗ мӗнле вырнаҫмаллине пӗлтерет. Яман вилсен Яманӑн кил вырӑнӗ ҫывӑхнелле ҫырма-ҫатрасенчен ҫынсем пуҫтарӑнса ял евӗрлӗ ларма тытӑннаҫҫӗ. Ҫапла вара Шетмӗ шыв тӑрӑхӗн хӗвел анӑҫ пайне Исанка старик чӑн малтан пырса ларнӑран Исанка ушкӑнӗ халӗ Кайрикас тесе калаҫҫӗ хӗвел тухӑҫ пайне Отман ушкӑнӗ, халӗ Тури урам, Малтикас урамӗ тесе калаҫҫӗ.


Чр Красноармейски тӑрӑхӗнче
И. Патмар ҫырса илнӗ.

Яманак

Яман вӑтӑр пилӗк ҫула ҫитнӗ ҫӗре унӑн ячӗ таврари ялсене сарӑлса ҫитнӗ. Унтан кашкартан хӑранӑ пек хӑранӑ. Вӑл хӑйӗн шайпике таврари ҫынсене, хуҫалӑхсене кӗретӗн ҫаратнӑ, ним шеллемесӗр вӗлернӗ.
Пӗрре кӗретӗн вӑрӑран килнӗ чух Сиквар лупашкинче Яман питӗ илемлӗ, хитре, ҫамрӑк хӗре курнӑ. Ҫамрӑк, хитре хӗр ватӑ Ямана питӗ кӑмӑла кайнипе вӑл авланма шухӑшланӑ. Вӑрӑран килсен тепӗр куннех Яман хӑйӗн ҫывӑх юлташӗпе Сиквара хӗр пӑхма, хӗрӗн ашшӗ-амӑшӗпе калаҫма кайнӑ. Анчах лере хӗрӗн ашшӗпе амӑшӗ таҫта хӑнана кайнӑ. Килте ҫамрӑк хӗрпе кӳршӗ пӗчек хӗр ачи кӑна пулнӑ. Хӗре курсан Яман ытараймасӑр ашшӗ-амӑшне пӑхмасӑрах вӑрласа килет. Кӳршӗ хӗр ачине: «Хӗре Яман вӑрласа кайрӗ, хӑйӗн арӑмӗ тума тесе кала ашшӗ-амӑшне, нумай тӑмастпӑр, ҫураҫма килетпӗр»,- тенӗ.
Хӗрӗн ашшӗпе амӑшӗ килне ҫитеҫҫӗ, килте хӗр ҫук. Кӳршӗ хӗрӗ Яман хӗрӗ вӑрласа кайни ҫинчен пӗлтересен хӗрӗн ашшӗ виҫесӗр ҫилленсе каять, мӗншӗн тесен унӑн хӗрӗпе калаҫнӑ, ыран каҫхине хӗре илме туй килмелле. Калаҫнӑ хӗре Яман вӑрланӑ. Мӑшкӑл тунӑ. Хӗрен ашшӗ туй килмелле мари ҫинчен пӗлтереймен, тепӗр кун туй халӑхӗ кӗрлесе ҫитсе кӗнӗ, хӗре Яман вӑрлани ҫинчен туй халӑхӗ пӗлсен Ямана вӗлерме сӑмах тӑваҫҫӗ те пытанса кунӗн-ҫӗрӗн Яман хӗре ҫураҫма килессе кӗтеҫҫӗ.
Нумай вӑхӑт иртмен, Яманпа хӗрӗ ашшӗ патне ҫураҫма пырса кӗреҫҫӗ. Хӗрӗн ашшӗ нихӑҫан нимӗскер пулман пек кӗтсе илет те ӑна ӗҫтерме-ҫитерме тытӑнать. Яман ӳсӗрӗлсех ҫитсен хӗрпе малтан калаҫнӑ ачи ӑна хӗҫпе касса вӗлерет.
Яманӑн шайки Ямана хӗрне ҫураҫма кайнӑ хыҫҫӑн пӗр кун, ик кун кӗтет, анчах Яманпа хӗр ҫук. Ямана кӗтсе илейменнипе Яманӑн пӗтӗм шайки вӗсем хыҫҫӑн каять. Хӗрӗн ашшӗ Яман шайки килнине курсан урам алӑкне хирӗҫ тухса илсе кӗрет. Яманпа хӗрӗ кӳрше, хӑнана кайнӑ тесе пӗлтернӗ хыҫҫӑн пӗтӗм шайкӑна эрех-сӑрапа хӑналама тытӑнать. Яманӑн шайки хӗпӗртсе ӗҫет те ӳсӗрӗлсе ҫитсен кашнине пӗрерӗн-пӗрерӗнех вӗлерсе пӗтереҫҫӗ. Яман шайкине пӗтернипе пӗрлех хӗрӗн ашшӗ, ҫураҫнӑ ачи Яман ҫуртне кайса мӗнпур пек пуянлӑхне тиесе, ҫуртне-йӗрне ватса, йӑтӑнтарса каялла каяҫҫӗ. Ҫапла вара Яманпа туслӑ пулнӑ хуҫалӑхсем хальхи Яманак ял вырӑнӗнче пилӗк-ултӑ тум тӑрса юлаҫҫӗ.
Яман вилнӗ хыпар часах таврари вырӑнсене сарӑлнӑ. Вӑл вилни нумайӑшне савӑнтарнӑ, теприсене хуйхӑрттарнӑ.
Яман пурӑннӑ вырӑн, хальхи Яманак вырӑнӗ, нумайӑшӗсен кӑмӑлне кайнӑ. Эрех пек тӑрӑ шыв шӑнкӑртатса юхнӑ, икӗ хӗррипе симӗс улӑх. Шыв хӗррипе хӑях, хӑмӑш, хӑва ӳснӗ. Шыв ҫинче кайӑк кӑвакалӗсем, хур кайӑксем шыва кӗнӗ, шывран пулӑ тытса тухнӑ. Шывӑн икӗ хӗррипе ӗмӗрхи симӗс вӑрман кишласа ӳснӗ.
Хура тӑван уйӗнчи Йӑпӑр хурами патӗнчен Йӑпӑр старик, Матеха таврашӗ куҫса килнӗ. Саманей уйӗнчен Куратни, Миччен, Кив Ҫуртран, Карабки, Баярин таврашӗсем куҫса килнӗ. Яманак ялӗ аслӑлана пуҫланӑ.
Яманак сӑртӗнчи Яманӑн кил-ҫурчӗ япӑхса выртнӑ. Унӑн ҫурчӗ патне пыракан пулман.

1997 ҫ. ЧР Красноармейски р-чи
Яманакра И.Патмар ҫырса илнӗ.-
ЧПГӐИ ӐА, II, 141, 312, 21-24 с.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Alexey тӳрлетнӗ, информацие 2017-03-24 09:29:05 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7357 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем