Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.0 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Юрӑ пултӑр... хитре (Юхма Мишши)

"Кайри-мала" кӑларӑма итлерӗм те шухӑша кайрам.
Нумаях пулмасть эпир юлташпа Хусана кайнӑччӗ. Тем тӗрлӗ тӗл пулу иртрӗ. Каялла килме тухрӑмӑр. Ман юлташ питӗ йӑрӑ ҫын. Тахӑш вӑхӑтра тутар юрӑҫисен кассетисене илсе тултарнӑ.
— Тутар юррисене итлер-ха, — тет вӑл. Ҫул тӑрӑх итлесе пыратпӑр. Ҫулӗ лайӑх.
Машини чупать.
— Ах тур, шухӑша яракан юрӑсем, — тет ман юлташ. — Анчах сӑмахӗсене пӗтӗмпех ӑнланмастӑп. Мӗн ҫинчен унта?
Юрӑ сӑмахӗсене куҫара-куҫара патӑм.
— Кур-ха, кӗвви кӑна мар, сюжечӗ те пур.
Юрӑ хыҫҫӑн юрӑ итлетпӗр. Сӑмахӗсене куҫарса пыратӑп.
— Чӑн-чӑн юрӑсем, — тет юлташ. — Пурте шухӑша яраҫҫӗ.
Тутар юррисене итлесе пӗтертӗмӗр.
— Атя-ха, чӑваш юррисене итлесе пӑхар, — терӗ юлташ. — Ман кунта кассета нумай.
Акӑ чӑваш юррисене итлеме тытӑнтӑмӑр. Ытларах вӗсем мӗн ҫинчен иккенне тимлетпӗр. Юрату та юрату. "Эп сана юратрӑм. Эсӗ юратмарӑн...", "Эпӗ сана кӗтрӗм. Эс мана кӗтмерӗн", "Эпӗ килтӗм, эс килмерӗн..." Е урӑхла: "Эсӗ килтӗн, эпӗ килӗштермерӗм".
Нимӗнле сюжет та, нимӗнле илем те, нимӗнле танлаштару е метафора таврашӗ те ҫук.
«Мӗншӗн лайӑх сӑвӑ ҫыракансем ҫук-ха?», — тетпӗр. Тӗлӗннипе кассета ҫине ҫырнисене вулатпӑр. Кӗвви те, сӑвви те, юрлаканӗ те пӗр ҫын. Тепӗр кассета ҫине пӑхатпӑр. Каллех кӗвви те, сӑвви те пӗр ҫыннӑнах.
— Тутарсен апла мар-ҫке! — тӗлӗнет юлташӑм. — Акӑ кур, сӑввине пӗр сын ҫырнӑ, композиторӗ урӑх ҫын. Юрлаканӗ вара пачах урӑххи!.. Пирӗн мӗншӗн апла мар? Поэтсем ҫук-и вара? Е композиторсем вилсе пӗтнӗ-и? Камран пуҫланнӑ ҫапла сӑввисене те, кӗввисене те юрӑҫ хӑй ҫырасси?..
Чӑнах та, камран пуҫланнӑ ҫак пӑсӑк пулам? Юрӑсене лайӑхлатас пулсан савӑнмалли кӑначчӗ-ха вӑл. Анчах савӑнмалли кунта сахал. Кӗвви те пӑнтӑр-пӑнтӑр. Сӑмахӗсенче те нимӗнле шухӑш та ҫук.
Ҫакӑн пирки ЧР Композиторсен ассоциацийӗнче калаҫса пӑхрӑм.
— Ку чӑн-чӑн инкек ӗнтӗ, — терӗ ассоциаци ертӳҫи Н.А.Зимин. — Эпир те ҫакӑн ҫинчен юрӑҫсене калатпӑр. Анчах итлемеҫҫӗ. Кӗвви те, сӑвви те хӑйсен пулсан чапа тухатпӑр теҫҫӗ пулмалла. Тӗрӗссипе вара юрӑ культурине пӗтерсе пыратпӑр.
Кашни ӗҫе ҫав ӗҫӗн ӑстисем тумалла. Акӑ пӗр арҫын-юрӑҫ юрланине итлетӗп те вӑл тӑван чӗлхе тӗшшине пӗлменнинчен тӗлӗнетӗп.

* * *

Ӑшӑ сӑмах вӑл чӗрене ыраттармасть, савнин ӑшӑ сӑмахӗ вӑл сиплет, савӑнтарать, ҫунат хушса тӳпене ҫӗклет. Ҫакӑн пек сӑмах пӗлтерӗшне ӑнланмасӑр, мӗн асне килчӗ ҫавна каласа, куштанланса юрланӑ тӗслӗх тем чухлӗ.
Унсӑр пуҫне чылай юрӑҫ пирӗн наци культурине, тӑван халӑх еткерне пачах та пӗлменни питӗ кулянтарать. Акӑ пӗр юрӑҫ-хӗр таҫта аякка кайса ҫӳренӗ чухне "Кайӑк хур" юрра итленӗ иккен те ӑна пачах ҫӗнӗ хайлав тет.
Аслӑ кӳллӗн шывӗ тарӑн,
Кайӑк хур ишет.
Хӑйӗн хурлӑхлӑ юррине
Хурланса юрлать.

Ку вӑл халӑхра XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче питӗ анлӑн сарӑлнӑ юрӑ-ҫке-ха. Хӑвна юрӑҫ тетӗн пулсассӑн ҫакӑн пек тӗслӗхсене пӗлмеллех ӗнтӗ.
Пӗррехинче эпир, темиҫе литератор, ятарласа пӗр юрра итлесе унта миҫе сӑмах иккенне шутларӑмӑр. Пурӗ 11 сӑмах. Юрри вара вӑрӑм. Сӑмах тупайманнипе-тӗр — хӑйне поэт та, композитор та, юрӑҫ та текен чӑваш пики вӗҫӗмсӗр пӗр сӑмахах тем тӗрлӗ те ҫавӑрттарать. Чӑннипе вара ним ӑнланма ҫук, ним шухӑшсӑр юрӑ пулса тӑнӑ.
Пурнӑҫ "Эп сана юратрӑм, эс мана савмарӑн" е "Эсӗ мана саврӑн, эп сана савмарӑм" е тата "Кӗтрӗм эп сана, эсӗ ҫук" сӑмахсен тыткӑнӗнче кӑна пулса пыраймасть. Акӑ авалтан упранса юлнӑ ытарайми юрӑсене илсе пӑхар-ха. Вӗсенче юрату та, пурнӑҫ та, кӗрешӳ те пур.
Хӗрсем утӑ ҫулма тухса каяҫҫӗ,
Умӗсене шурӑ саппун ҫыхаҫҫӗ...

Кам кӑна пӗлмест пуле Эминен ҫак юррине! Пурӗ 3 куплет, урӑхла каласан — 12 йӗрке. Унта эпир ӗлӗкхи саманари пӗтӗм пурнӑҫа тӗкӗр ҫинчи пек куратпӑр. Халӑх пусмӑра хирӗҫ кӗрешӗве ҫӗкленнӗ. Хӗр-пикен савнийӗ ҫак кӗрешӳҫӗсен йышӗнче пулнӑ. Халӗ вӑл ҫук ӗнтӗ, пуҫ янӑ. Хӗр чӗри ҫурӑлас пек ыратать. Вӑл вара пусмӑрҫӑсене ылханать.
Е тата "Кӗмӗл кӗпер" юрра илер:
Асатса яр, савни, ӑсатса яр,
Кӗмӗл кӗпер урлӑ каҫарса яр...

Вӑрӑмах мар ҫак юрӑра XIII ӗмӗрти пирӗн пӑлхар-чӑваш халӑхӗн пӗтӗм пурнӑҫӗ тӗкӗр ҫинчи пектӗрленнӗ.
Е тата "Тӑлӑх хӗрарӑм юрри" хайлава сӑнар:
Ҫуркуннехи аслӑ вӑрман симӗс тум уртать,
Ашӑ ҫиле вӗрнипеле ҫӗмӗрт хумханать.
Аслӑ вӑрман, ай, варринче, куккук авӑтать,
Ҫак куккук сассине итлесе сар хӗр макӑрать.

Сар хӗр хӑй савнине ҫак вырӑнта вӑрҫӑ хирне ӑсатнӑ. Пуҫ хурас пулсассӑн та каччӑ ҫак вырӑна куккук пулса килӗп ҫуркунне тесе сӑмах панӑ. Кӗтет те кӗтет мӗскӗн хӗрарӑм хӑйӗн савнине:
Халӗ ӗнтӗ чылай вӑхӑт иртрӗ унтанпа,
Иртнӗ вӑрҫӑ суранӗсем юлчӗҫ манӑҫа.
Пур-пӗрех эпӗ кӗтетӗп хамӑн кайӑка, -
Ҫулсерен килсе ҫӳретӗп ҫакӑ уҫланка.

Пысӑк мар юрӑра - пӗтӗм самана палли.
"Уй варринче", "Ӑмӑрткайӑк", "Ачӑлташпа мачӑлташ" тата ытти юрра итлесен те эпир савӑнатпӑр та, хурланатпӑр та, шухӑша та каятпӑр. Юрӑ ҫавӑн пек пулмалла та. Кашни юрӑ ҫын чун-чӗринче мӗнле те пулин туйӑм ҫуратмалла.
Е Валентин Урташ, Иван Ивник, Александр Алка, Александр Артемьев, Николай Сандров тата ыттисен сӑмахӗпе ҫырнӑ юрӑсене илер. Мӗн тери пысӑк шухӑш вӗсенче. Кашни сӑмахӗ хитре те, янӑравлӑ та, ҫавӑнпа юррисем те асра юлаҫҫӗ.
Укӑлча умӗнче — шурӑ хурӑн,
Укӑлча умӗнче — сирӗн кил.
Хурӑнсем айӗнче — савнӑ вырӑн,
Тусӑм, эсӗ тусна, тусна аса ил...

Ҫакӑн пек хитре те янӑравлӑ сӑмахсемпе ҫырнӑ юрӑ тӳрех, ӗмӗрлӗхех асра юлать.
Е тата, пирӗн паллӑ композиторсем Герман Лебедев, Филипп Лукин, Григорий Хирбю, Юрий Кулаков, Юрий Жуков, Евгений Федоров ҫырнӑ юрӑсем епле хитре янӑраҫҫӗ. Вӗсен кашни кӗвви чуна тыткӑнлать. Ҫавӑн пек юрӑ ытларах итлес килет пирӗн.
Ҫакна эпӗ мӗншӗн ҫыратӑп-ха?
Чаплӑ поэт та, ӑста композитор та, янкӑс саслӑ юрӑҫ та пулас тени аван-ха вӑл, ун пек юрӑҫӑсем ӗлӗкех пулнӑ. Вӗсенчен пӗри — Чӑваш сар кайӑкӗ Эмине. Анчах ҫак ӑсталӑха кашни юрлаканах паман. Тата ӗлӗк самани те урӑх пулнӑ. Аталаннӑ литература та, Писательсен союзӗ те, композиторсен пӗрлешӗвӗ те пулман. Ҫавӑнпа чӑнласах та Турӑ панӑ пур енлӗ талантлӑ ҫын ҫеҫ халӑхра палӑрма пултарнӑ. Пирӗн юрӑҫсен ҫакна ӑнланмалла. Унсӑрӑн чаплӑ поэт та, ӑста композитор та, янкӑс саслӑ юрӑҫ та пулас тени пирӗн юрлакансене культура анинчен уйӑрма, йӑнӑш ҫул ҫине илсе тухма, пӗчченлӗх тӗнчине тӑратма пултарать. Вырӑсла ӑна "самоизоляци" теҫҫӗ. Ман шутпа, юрласа чапа тухас текенсен чи малтан хӑйсен вӑйне кирлӗ пек виҫмелле: юрӑ ӑсти-и вӑл е композитор-и, е поэт-и? Композитор та мар, поэт та мар, ытарайми саслӑ юрӑҫ пулсассӑн чӑн-чӑн поэтсемпе, чӑн-чӑн композиторсемпе туслашмалла, вӗсемпе пӗрле ӗҫлемелле.
Пирӗн ӑста поэт нумай. Талантлӑ композиторсем те ҫук мар. Вӗсемпе туслӑ пулса, пӗр килӗшӳллӗ пӗрлешу туса ӗҫлемелле мар-и пирӗн кӗмӗл саслӑ юрӑҫсен? Ан тив, вӗсем юрлакан юррӑн кӗвви те, сӑвви те хитре пултӑр. Пӗр сӑмахпа, пӗр-пӗр концертра е радио-телекуравпа янӑракан юрӑ хитре пултӑр, ӑна юрлаканӑн ытарайми сасси кӑна мар, вӑл юрлакан хайлавӑн сӑмахӗсем те, кӗвви те итлекен чӑваш ҫыннине савӑнтарччӑр, шухӑша яччӑр, пӑлхантарччӑр, чун-чӗрене хускатчӑр, ырӑ ӗҫсем тума чӗнччӗр.
Юхма Мишши,
Чӑваш халӑх писателӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-10 00:12:59 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8079 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org