Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Эльмен айӑпӗ (П. Ялгир)

Петӗр Ялгирӑн «Ман ялав — чӑвашлӑх» кӗнекинчен илнӗ.

Чӑвашсемшӗн тӑрӑшнӑ пекрех
Вӑл хӑйне ялан кӑтартнӑ.
"Автономи тӑвӑпӑр" тесех
Хӑть ӑҫта сӑмах ҫаптарнӑ.

Етӗрне чӑвашӗ пулнӑран
Тӑрӑшнӑ хӑй вирьялсемшӗн.
Чӗмпӗре столица тӑвасран
Ҫав тери хӑранӑ мӗскӗн.

Савандеев — Анатсен асли —
Элмене пит шиклентернӗ.
Чӗмпӗре туман чӑваш хули,
Ленин сӗннине сивленӗ.

Илнӗ кӗпӗрне хулисене:
Пушкӑрт Ӗпхӗве ал панӑ,
Тутар тытнӑ Хусан элемне, —
Уншӑн савӑнса ташланӑ.

Пире лекнӗ уес хули ҫех.
Эпӗр пит нумай ҫухатнӑ.
Чӑвашсен ҫурри куҫкӗретех
Пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ.

Вырӑса е тутара тухса
Хӑш чӑваш пире шар кӳнӗ.
Элмене хӑть халӗ ылханса
Лӑплантӑр-и чӑваш чунӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-04-16 11:28:08 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3456 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем