Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шӑхасан

Шӑхасан
Шӑхасан ялӗ пуҫланса кайни пирки тӗрлӗрен калаҫҫӗ. Пӗрисем каланӑ тӑрӑх, ку ӗҫ Иван Грознӑй Хусана пӑхӑнтарнӑ хыҫҫӑн пулнӑ. Ун чух ку таврара шурлӑхлӑ-вӑрманлӑ вырӑнсем ҫеҫ пулнӑ. Ҫапла Хусан ханлӑхӗнчен куҫса тарса килнӗ чӑвашсенчен вара Шӑхасан пуҫланса кайнӑ.
Теприсем каланӑ тӑрӑх, ӗҫ урӑхларах пулнӑ. Шӑхасан ячӗ икӗ тутар сӑмахӗнчен – Шхи тата Асан текен мӑсӑльман ҫыннисен ячӗсенчен пуҫланнӑ. Ҫак ҫухаша ҫапла ӗнентереҫҫӗ. Хальхи Шӑхасантан пӗр ҫирӗм пилӗк ҫухрӑмра. Сиккасси пур. Вырӑсла ӑна Тобурданово теҫҫӗ. Вӑл шӑпах Хусана пӑхӑнтарнӑ хыҫҫӑн Тобор ятлӑ турхан пурӑннӑ вырӑн шутланать. Турханпа пӗрлӗ мӑсӑльман тӗнӗн ҫыннисем те, ханӑн ҫыннисем те пулнӑ. Вӗсем хушшинче Шхипе Асан та пулнӑ пулать. Турханӑн тепӗр вырӑнӗ шӑпах ҫак Шӑхасан тӗлӗнче пулнӑ. Вара Сиккассинчен куҫса килкенсем ку яла Шхи – Азан теме пуҫланӑ. Ҫавӑнпа Шӑхасан пулса кайнӑ.

1867-1873 ҫҫ. ҫырса илнӗ. – ЧПГӐИ ӐА, I, 197, 5572


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Andrey_Algeshkin тӳрлетнӗ, информацие 2017-03-24 09:02:00 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7862 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем