Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шӑпа каҫалӑкӗ

Чӑвашсен паллӑ прозаикӗ, поэчӗ, драматургӗ, куҫаруҫи тата артисчӗ Иван Вашки (Иван Никифорович Никифоров) Шупашкарта пурӑнать. Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вӑл 95 ҫул тултарчӗ.

Юбилей умӗн килне шӑнкӑравларӑм. Телефон кӗпҫине ывӑлӗ Владимир Иванович тытрӗ. Ашшӗнчен «Тантӑш» хаҫат валли интервью илес кӑмӑллине пӗлтерсен ҫапла каларӗ: «Килӗр. Аттен тӑнӗ питӗ ҫирӗп. Пурне те лайӑх астӑвать. Куллен ир-ирех 4 сехетре тӑрать. Тӳрех ӗҫе пикенет. Ҫырать. Сӗтелӗ ҫинче пичет машинки ларать, ручка выртать. Иккӗшӗнпе те усӑ курать. Хӑйӗн кун йӗркине ҫирӗп пӑхӑнать. Ҫакӑ ӑна пулӑшать те ӗнтӗ. Алҫырӑвӗсене хаҫат-журнал редакцийӗсене хам кайса паратӑп. Хӑй те тухса ҫӳрет: лавккана ҫӑкӑр туянма, ҫӳп-ҫап тӑкма, уҫӑлма. Юлашки ҫулсенче хӑлхи витӗрех мар, ҫавӑнпа мӗн кирлине хут ҫырса ыйтатпӑр».

Палӑртнӑ кун хамӑн ыйтусене Иван Никифоровича ҫитерсе патӑм. Хирӗҫлемерӗ, хутсене илсе юлчӗ, 2-3 кунран пур ыйтӑва та хуравлама шантарчӗ. Ӗлкӗртрӗ те. Сумлӑ ҫыннӑмӑр 95 ҫул тултарнӑ кун тепӗр хут пултӑм ун патӗнче.

— Музыкҫа тухма пултарнӑн та туйӑнать. Хуть те мӗнле юрра ӗнӗрлесе кӑтарт кӑна, ҫавӑнтах кӗвве кӗме пултарнӑ-ҫке ача чухнех ҫамрӑк купӑсҫӑ Иван Никифоров. Купӑсӗ вӑл сирӗн килтех пулнӑ-и?

— Купӑс историйӗ пирки пӑртак калам. Вӑл атте шӑллӗн пулнӑ. Мӗкӗте ятлӑскер купӑс калама ӑста пулнине ача чухне ялти ватӑсенчен илтнӗ эпӗ. Вӑл Хусанти учительсен семинаринче вӗреннӗ пулнӑ. Ҫавӑнтанах граждан вӑрҫине кайнӑ. Вӑл ӑҫта пуҫ хуни халиччен те паллӑ мар. Атте тӗрлӗ вырӑна ҫырса пӑхнӑ — ниҫтан та ӗнентерекен хурав илеймен. Вӑл Трубина Мархвипе ҫывӑх пулни ҫинчен аттерен илтнӗччӗ. Пӗррехинче Трубинаран: «Эсир ман атте шӑллӗне Мӗкӗтене астӑватӑр пуль, мӗнле ҫынччӗ вӑл?» — тесе ыйтрӑм. Хисеплӗ учительница ун кӑмӑлне ырласа асӑннӑччӗ калаҫура. Хыпарсӑр ҫухалнишӗн пит шеллетӗп паллах, пичче чӗррӗн таврӑннӑ пулсан манӑн пурнӑҫӑм урӑх йӗрпе шума тивӗҫлӗччӗ. Вӑл мана Хусанти музыка шкулне вырнаҫтаратчех, яланах пулӑшнӑ пулӗччӗ.

— Пурнӑҫӑрти телейлӗ тапхӑрсенчен пӗри вӑл хӑвӑр районти Елчӗкри колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗнче вӗренни. Мӗнпе палӑрса юлчӗ вӑл?

— Елчӗкри колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗнче заведующи Дуев учительччӗ. Вӑл Куснар шкулӗнче те пире истори вӗрентнӗ. Спектакльсенче те вылятчӗ. Елчӗкри шкулта манпа Чепухов студент пит туслӑччӗ. Нишер ялӗнченччӗ вӑл. Хӑйсен килне мана темиҫе хут та илсе кайнӑ, унтах ҫӗр вырттарнӑ. Чухӑн килччӗ. Амӑшне кӑна ас тӑватӑп. Ашшӗ ҫукчӗ. Чӑмӑрла пӗҫернӗ ҫӗр улмине йӳҫӗтнӗ купӑстапа сӗтел хушшинче ҫинӗ чух тусӑм яланах Ломоносов ҫинчен мӗн-мӗн вуланине каласа пама пит юрататчӗ.

Чепухов кайран Чулхулари университетра вӗренчӗ. Кайран Шупашкарта парти обкомӗнче лекторсен ушкӑнне ертсе пычӗ, унтан тата Тӗпчев институтӗнче ӗҫлерӗ. Манӑн «Салют хыҫҫӑн» пьесӑна Чӑваш театрӗнче лартма хатӗрлесе ҫитерсен премьерӑна йышӑнма пынисенчен пӗри Чепухов пулнӑччӗ.

— Шупашкарта Чӑваш патшалӑх музыкӑпа театр техникумӗнче ӑс пухни, унти юлташсем ӗмӗр манӑҫмаҫҫӗ пулӗ. Мӗнпе уйрӑмах хаклӑ ҫав ҫулсем? Ҫамрӑксен театрне йӗркелесе яни – мӗнешкел пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм!

— Техникумри театр уйрӑмӗнче пире, студентсене, вӗрентнӗ Фейертаг, Фигнер, Праудин режиссерсен ӑслӑ сӑмахӗсем, вӗсем пирӗншӗн шутсӑр тӑрӑшса тимленисем нихҫан та ман асран ҫухалмӗҫ. ТЮЗра эпир Ефим Никитин, Анна Маштанова, Геннадий Иванов, Александр Каттай, Леонид Пушкай тата эпӗ, репетицисенче пӗрле тӗпӗртетнисем халь те куҫ умӗнче тӑраҫҫӗ. Виҫӗ сӑвӑҫ — Пушкай, Каттай, Вашки — пӗр общежитире пурӑнаттӑмӑр. Хайлавсене пӗр-пӗринпе тишкерни, вула-вула кӑтартни яланах пулнӑ. Пушкайпа иксӗмӗр пӗрле ҫырнӑ сӑвӑ та «Пионер сасси» хаҫатра пичетленнӗччӗ.

— Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнни пирки те пӗлтерсемӗрччӗ. Мӗнле хайлавсем пур Сирӗн ҫав хаяр вӑрҫӑ пирки?

— «Советская Чувашия» хаҫатра пичетленӗ «Гремели залпы в ритме Гимна» текен интервьюра манӑн вӑрҫӑ ҫулӗсем епле иртнине лайӑх кӑтартнӑ. Вырӑнлӑ пулмӗ пичетре ҫавсене тепӗр хут каласа пани. Ку ыйтупа манӑн «Чун ҫути» кӗнекери калавсене, «Шурӑ акӑш» романа асӑнса илни те ҫитет. Вӗсенче ҫапӑҫусене сӑнарласси хам курни, тӳснисене куҫ умне тӑратмасӑр пулман.

— Хӑвӑр ҫемье, ача-пӑча, мӑшӑр мӗнле пурӑнни пирки те илтес килет вулаканӑн.

— Мӑшӑрӑм Олимпиада Фирсовна Серегина пединститутра ют чӗлхесен факультетӗнче деканра ӗҫленӗскер 1993 ҫулта йывӑр чире пула вилчӗ. Аслӑ ывӑлӑмӑн Олегӑн ҫемйи Питӗр хулинче пурӑнать. Хӑй — унти пӗр предприятире цех начальникӗ. Аслӑ мӑнукӑм таможня академийӗнчен вӗренсе тухнӑ, таможньӑра ӗҫлет; йӑмӑкӗ Санкт-Петербургри кино тата телевидени университетне пӗтернӗ, халӗ — монтаж режиссерӗ. Кӗҫӗн ывӑлӑмӑн Володьӑн ҫемйи — манпа пӗрле. Володя пӗр предприятире — инженер, арӑмӗ — врач. Кунти аслӑ мӑнукӑм гимназире 6-мӗш класра вӗренет. Кӗҫӗнни виҫҫӗре ҫеҫ-ха.

— Мӗн ҫыратӑр хальхи вӑхӑтра, малашнехи ӗмӗтсем еплерех?

— «Мехел» повесть пирки. Ку произведенин пӗрремӗш кӗнеки пӗлтӗрхи «Тӑван Атӑл» альманахӑн ноябрьпе декабрьти номерсенче пичетленчӗ. Повесть ак мӗнле сӑмахсемпе пуҫланать: «Шупашкарти Воробьевсен урамӗпе иртнӗ чух куҫ умӗнче асаилӳ тӗрленчӗкӗсем черетлене-черетлене шӑваҫҫӗ. Нихҫан манӑҫми хаклӑран та хаклӑ асаилӳсем», — тенӗ унта. Хайлавӑн тӗп персонажӗ — Геннадий Воробьев. Унпа пӗр вӑхӑтра музыкӑпа театр техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ эпӗ. Техникумра ҫак ҫамрӑк композиторӑн, пианистӑн тӗлӗнмелле таланчӗ ҫиҫсе тӑни ман куҫ умӗнче пулнӑ. 1939 ҫулта ҫав 21 ҫулхи яш ытла та вӑхӑтсӑр, сарӑмсӑр куҫ хупсан ун ҫинчен эп ҫырнӑ некролог «Ҫамрӑк большевик» хаҫатра пичетленнӗччӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн тӑрук ман шухӑша Геннадий Воробьев сӑнарӗ таврӑнса килчӗ. Ун пурнӑҫӗ ҫинчен мӗн те пулин ҫырма тӗллев тытрӑм. Ҫамрӑк композиторӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ пулӑмсене шыраса никама шарламасӑр материалсем пухма хуллен-хуллен пуҫларӑм. Анчах ҫырас хистев тапрансан, ку темӑна ҫӗклеме пултарайӑп-ши тени шиклентерчӗ. Шутлӑр-ха хӑвӑр: чӑваш ачин музыкӑра айланасси ултӑ ҫула ҫеҫ тӑсӑлнӑ пулин те вӑл 70 произведени ҫырса ҫут тӗнчене кӑларнӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ — пысӑк произведени. Ҫамрӑк композитор хайлавӗсен пахалӑхӗ калама ҫук пӗлтерӗшлине палӑртнӑ Мускав профессорӗсем (пӗтӗм тӗнчипех паллӑ ятсем). Ҫавсен сӑмахӗсене вуласа пӑхни те Геннадие музыкӑри генисен ретне кӗртет.

Пухӑннӑ материалсенчи пулӑмсене лайӑхрах ӑнланасшӑн пулнипе повеҫе ҫырасси вӑраха пычӗ. Халь иккӗмӗш кӗнекипе ӗҫлетӗп-ха.

— Иван Никифорович, кашнин нумай-нумай ҫул пурӑнас килет. Хӑвӑр вӑрттӑнлӑха уҫса парсамӑрччӗ.

— Сывлӑхӑм тӗлӗшпе 2-мӗш группӑри инвалид эп. Инфаркт чирӗпе больницӑра 17 кун выртнӑ хыҫҫӑн хама япӑхрах туятӑп.

— Эрех ӗҫместӗр пуль? Пирус туртнӑ-и?

— Ҫук, ӗҫместӗп. Ҫавӑнпа пурӑнатӑп та. Манӑн тантӑшсем тахҫанах вилсе пӗтрӗҫ. Унччен хӑнасене кайсан ӗҫкеленӗ-ха. 1952 ҫултанпа ҫӑвара пӗр сыпкӑм сӑра та яман, ҫав ҫул ӗҫме пӑрахрӑм.

Вӑрҫӑра юлташсемпе пӗрле пирус турткаланӑ. Унтан таврӑннӑранпа пӗрре те туртман.

— «Тантӑш» хаҫат вулаканӗсене мӗн сунатӑр?

— «Тантӑш» хаҫат вулаканӗсене ӑнӑҫлӑх, ҫирӗп сывлӑх сунатӑп. Кризис илсе килнӗ инкексене тӳсӗмлӗн чӑтса ирттерӗр!

— Иван Никифорович, Сире сумлӑ юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр. Ырлӑх-сывлӑх сунатпӑр.

— Тавтапуҫ.

Ыттине кил-йышран ыйтса пӗлтӗм. Хваттершӗн те хӑех кайса тӳлет Иван Никифорович. Кирлӗ апат-ҫимӗҫе тӗп пасарта туянать. Ирсерен физзарядка тӑвасси йӑлара ун. Телевизор пӑхнӑ чухне илтменни чӑрмантарать те ӗнтӗ, ҫапах та аптрамасть. Артистра ӗҫлени тута хусканӑвне пӑхса мӗн каланине ӑнкарма май парать.

К.В.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗн ӑслӑлӑх аслӑ сотрудникӗ
Галина Еливанова калаҫнӑ.


 
Категорисем: Иван Вашки
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-11-07 10:53:25 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2961 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем