Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чебанов Анатолий Сафронович

Чебанов Анатолий Сафронович — чӑваш драматургӗ. 1937 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Чӑнлӑ Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. 2011 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

Ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ (1991). Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1997).

Пурнӑҫӗ

Вӑтам шкул хыҫҫӑн ял хуҫалӑх механикне вӗреннӗ. Ҫурҫӗр Казахстанра ҫерем ҫӗрсем уҫнӑ. А. Чебановӑн каярахри пурнӑҫӗн паллӑрах тапхӑрӗсем: институт, ҫар хӗсмечӗ, колхозӑн аслӑ зоотехникӗ, ял хуҫалӑх продукчӗсен пахалӑхне тӗрӗслекен инспектор.

Пултарулӑхӗ

А.Чебанов ҫамрӑклах клуб сценине хапӑл тунӑ. Пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ чухнех вӑл А.Кӑлканӑн «Анисса» драминче вылянӑ, каярахпа хӑй те пьесӑсем ҫырма пикеннӗ. Ку таранччен драматург 60 ытла пьеса ҫырса куракансемпе вулакансем патне ҫитернӗ.

«Праски инке хӗр парать», «Праски кинеми мӑнукне авлантарать» камитсене халӑх уйрӑмах юратать. Анатолий Чебанов ҫырнӑ пӗр пайлӑ пьесӑсем «Укӑлча умӗнче», «Ниме», «Вӗлтрен кайӑкӗ», «Хӑтасем», «Шӑпа панӑ телей» Чӑваш ен телевиденийӗпе кӑтартма тивӗҫлӗ пулчӗҫ.

Ҫыравҫӑ сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсем те пысӑк хисепреччӗ — ун сӑмахӗсемпе чӑваш композиторӗсем Ф.Лукин, Ю.Григорьев, Юрий Кудаков, Ю.Жуков, Анатолий Никитин, С.Толстов, П.Романов, В.Дмитриев, Г.Алексеев, Н.Заводскова, А. Галкин чылай юрӑсем ҫырнӑ.

1994 ҫулта Чӗмпӗр кӗнеке издательстви «Праски инке хӗр парать» ятпа унӑн пьесисен пуххине кӑларнӑ. 1997 ҫулта Шупашкарта «Драмӑсемпе комедисем» ятпа кӑларнӑ кӗнекере те унӑн пьесисем пур. «Тӑван Атӑл», «Ялав», «Шевле ҫути», «Атӑл юрри» журналсенче те пултаруллӑ драматургӑн хайлавӗсем тӑтӑшах пичетленеҫҫӗ.

Вуламалли

Каҫӑсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-06-21 14:54:38 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7549 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем