Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.0 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхине тӗпченин кӗске историйӗ (СЛПЧЧС)

Л.П. Сергеевӑн «Чӑваш чӗлхи» справочникӗн пайӗ

Раҫҫей тӗпчевҫисем

ХVIII—XIX ӗмӗрсем

1. Вениамин Пуцек-Григорович (1706-1782)
Чӑваш чӗлхин пӗрремӗш грамматикине ("Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка". СПб, 1769) ҫырас ӗҫе ертсе пыраканӗ. Кӗнекере морфологии хӑшпӗр ыйтӑвӗсене тӗпченӗ. Кашни пуплев пайӗ вӗҫӗнче чӑвашла-вырӑсла словарь пур.
2. Дамаскин (Руднев Дмитрий Семӗнович) (1737 — 1795)
11115 сӑмахлӑ пилӗк чӗлхеллӗ словаре ("Словарь языков разных народов, в Нижегородской, епархии обитающих, именно: россиян, татар, чувашей, мордвы и черемис...") ҫырса хатӗрлес ӗҫе ертсе пынӑ (1784 — 1785). Словарь пичетленсе тухман, алҫырӑвӗ халлӗн упранать: пӗри — Чулхула область архивӗнче, тепри, таса куҫарса ҫырни, — Питӗрти М.Е.Салтыков-Щедрин ячӗпе хисепленекен библиотекӑра.
3. Виктор Петрович Вишневский (1804 — 1885)
Чӑваш чӗлхин иккӗмӗш грамматикин ("Начертание правил чувашского языка и словарь, составленные для духовных училищ Казанской епархии". Казань, 1836) авторӗ. Кӗнекере фонетикӑпа морфологие тишкернӗ. Вӗҫӗнче чӑвашла-вырӑсла словарь панӑ.
4. Николай Иванович Ильминский (1822 — 1891)
Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне тума хавхалантараканӗ тата пулӑшаканӗ. "О фонетических отношениях между чувашским и тюркскими языками" (1865) статйинче чӑваш чӗлхинчи хӑшпӗр сасӑсем ытти тӗрӗк чӗлхисенчи сасӑсене тӳр килнине ҫырса кӑтартнӑ.
5. Николай Иванович Золотницкий (1829 — 1880)
Чӑваш фонетикине тӗпчесе ҫырнӑ икӗ статйинче ("Заметки для ознакомления с чувашским наречием. Вып.1. Отдел звуковой". Казань, 1871; "Особенности чувашского языка, зависящие от изменения и выпуска согласных гортанных звуков". Казань, 1877) чӑваш сӑмахӗсенчи сасӑсем хытӑлӑхпа ҫемҫелӗх тӗлӗшӗнчен килӗшсе тӑнине, хупӑ сасӑсем янӑраканнисем тата янӑраманнисем пулнине, хупӑ сасӑсем ытти тӗрӗк чӗлхисенчи хӑш сасӑсене тӳр килнине ҫырса кӑтартнӑ. 1875 ҫулта тӗпчевҫӗн "Корневой чувашско-русский словарь, сравненный с языками и наречиями разных народов тюркского, финского и других племен" ятлӑ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ку вӑл — хӑйне евӗрлӗ пирвайхи этимологи словарӗ. Ун ҫумне чӗлхепе этнографи ыйтӑвӗсене ҫутатакан 20 ытла очерк хушса панӑ.
6. Александр Иванович Добролюбов (? — ? )
Чӑваш чӗлхин фонетикипе морфологине тишкерсе ҫырнӑ вӗренӳ пособийӗн ("Ознакомление с фонетикой и формами чувашского! языка посредством разбора и переводов оригинальных чувашским статей". Казань, 1879) авторӗ. Пособие Н.И.Золотницкий редакциленӗ.
7. Никанор Алексеевич Лебедев (1862 — ? )
Чӑваш чӗлхин пичетленсе тухнӑ виҫҫӗмӗш грамматикин ("Пособие к изучению чувашского языка". Казань, 1894) авторӗ. Пособире сӑмах пулӑвне, ят самахсен вӗҫленӗвне, глагол сӑпатланӑвне ҫырса кӑтартнӑ, хыҫсӑмахсене асӑннӑ. Тури чӑвашсен калаҫӑвӗнче -са (-се) аффикслӑ деепричасти анатри диалектри -нӑ( -нӗ) аффикс причастисене тӳр килнине асӑрханӑ.
8. Иван Яковлевич Яковлев (1848 — 1930)
Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелесе яраканӗ. Малтанхи чӑвашла букварьсен авторӗ. Букварь умсӑмахӗнче ("Предуведомление") чӑваш чӗлхин орфоэпи, орфографй тата лексики нормисем мӗнле пулмаллине ҫырса кӑтартнӑ.

XX ӗмӗр

1. Николай Иванович Ашмарин (1870 — 1933), профессор, СССР Наукӑсен Академийӗн член-корреспонденчӗ.
Чӑваш чӗлхий историкӗ, фонетикипе морфологине тата синтаксисне тӗпченӗ. 17 томлӑ чӑваш словарӗн авторӗ. Чӑваш диалектологин тӗпчевне пуҫараканӗ. Вӑлах чӑваш тата тӗрӗк чӗлхисенчи евӗрлев сӑмахӗсене тӗпчес ӗҫе никӗслекенӗ пулса тӑрать.

Пичетленсе тухнӑ:<<1. Материалы для исследования чувашского языка. Часть 1. Учение о звуках (фонетика); часть 2. Учение о формах (морфология). Казань, 1898.
2. Опыт исследования чувашского синтаксиса. Часть 1. Казань, 1903; часть 2. Симбирск, 1923.
3. Словарь чувашского языка. Вып. I — XVII. Казань — Чебоксары, 1928 — 1950.
4. Болгары и чуваши. Казань, 1902.
5. О морфологических категориях подражаний в чувашском языке. Казань, 1928.
6. Заметки о чувашской диалектологии.// Материалы по чувашской диалектологии. Вып. I. Чебоксары., 1960, с. 65 — 79.

2. Николай Васильевич Никольский (1878 — 1961), истори наукисен докторӗ, профессор, XVIII ӗмӗрти чӑваш ҫырулӑхӗн палӑкӗсене тӗпчекенӗ. Лексикографи ыйтӑвӗсемпе те ӗҫленӗ.>> Пичетленсе тухнӑ:<<1. Конспект по грамматике чувашского языка. Казань, 1909; 2-е изд. 1910.
2. Русско-чувашский словарь. Казань, 1910.
3. Краткий чувашско-русский словарь. Казань, 1919.>> Ал ҫырӑвӗсем:<<1. Чӑвашла-вырӑсла словарь. (1903—1914).
2. Вырӑсла-латинла-чӑвашла словарь. (1926). Икӗ алҫырӑвӗ те ЧНТИ архивӗнче упранать.

3. Василий Георгиевич Егоров (1880 — 1974), филологи наукисен докторӗ, профессор
Чӑваш чӗлхин пӗтӗмӗшле ыйтӑвӗсене, чӗлхе историне, фонетикипе лексикине, морфологине тӗпченӗ. Словарьсем, учебниксем ҫырса кӑларнӑ.>> Пичетленсе тухнӑ:<<1. Введение в изучение чувашского языка. Москва, 1930.
2. Современный чувашский литературный язык в сравнительно-историческом освещении. Чебоксары, 1054; 2-е изд., 1971.
3. Чӑвашла-вырӑсла словарь. Шупашкар, 1935; 2-мӗш кӑларам, 1954.
4. Этимологический словарь чувашского языка. Чебоксары, 1964.
5. Русско-Чувашский словарь. Чебоксары, 1960; 2-е изд., 1972.
6. Библиографический указатель литературы по чувашскому языку. Чебоксары, 1931.

4. Тимофей Матвеевич Матвеев (1884 — 1943)
Диалектологи тӗпчевӗсене пуҫарса яраканӗ. Шкул учебникӗсен авторӗ (Ф.Т. Тимофеевпа пӗрле). Н.И.Ашмарин словарӗн наука редакторӗ (VI — IX кӑларӑмсем). Вырӑсла-чӑвашла (1931) словарь авторӗсенчен пӗри тата редакторӗ.>> Пичетленсе тухнӑ:<<1. Грамматика чувашского языка. Симбирск, 1919.
2. Краткий обзор чувашских диалектов. // Яфетический сборник, VI. Москва, 1930. Каярах ку ӗҫ "Материалы по чувашской диалектологии. Вып. 1" кӗнекере тепӗр хут пичетленнӗ. Шупашкар, 1960, с. 8 — 64.
3. Некоторые особенности чувашских числительных.// Вопросы чувашского языка, литературы и искусства. Чебоксары, 1966, с. 3 — 14.

5. Федор Тимофеевич Тимофеев (Тимухха Хӗветӗрӗ) (1887 —1941)
Чӑваш чӗлхин орфографине, чӗлхе ӑслӑлӑхӗн термиеӗсене йӗркелекенӗсенчен пӗри. 1 — 4,5 — 7-мӗш классенче вӗренмелли чӑваш чӗлхи учебникӗсен авторӗ (Т.М. Матвеевпа пӗрле). Чӑваш чӗлхин фонетикине, морфологийӗпе синтаксисне тӗпченӗ. Куҫару ӗҫӗпе те нумай ӗҫленӗ.
Чӑваш чӗлхине тӗпчекенӗсем валли ятарласа "Чӑваш чӗлхийӗн грамматики" пичетлесе кӑларнӑ (Шупашкар, 1924). Каярахпа ку кӗнекене хушса-тӳрлетсе иккӗмӗш хут пичетленӗ (Шупашкар, 1928). Чӑваш чӗлхин наука грамматикине хатӗрленӗ (1937). Алҫырӑвӗ халлӗн ЧНТИ архивӗнче упранать.

6. Семён Петрович Горский (1897 — 1975), филологи наукисен докторӗ, профессор.
Чӑваш чӗлхин синтаксисӗпе пунктуацине, орфографине, литература чӗлхин историне тӗпченӗ. Шкулта вӗренмелли синтаксис учебникӗн авторӗ.>> Пичетленсе тухнӑ:<<1. Очерки по истории чувашского литературного языка дооктябрьского периода. Чебоксары, 1959.
2. Хальхи чӑваш литература чӗлхин синтаксисӗ. Шупашкар, 1970.
3. Чӑваш чӗлхинчи чарӑну паллисем лартас йӗрке. Шупашкар, 1971.
7. Наум Андреевич Андреев (1891 — 1984 )
Чӑваш чӗлхии лексикологийӗпе фразеологине, стилистикине, морфологине тӗпченӗ. Чӑвашла терминсем, словарьсем тӑвас ӗҫе активлӑ хутшаннӑ. Вырӑсларан чӑвашла нумай куҫарнӑ.>> Пичетленсе тухнӑ:<<1. Чӑваш чӗлхин лексикологийӗ. Шупашкар, 1961.
2. Чӑваш чӗлхин стилистики. (Очерксем). Пӗрремӗш пайӗ. Шупашкар, 1958.
3. Чӑваш чӗлхин стилистики. (Очерксем). Иккӗмӗш пайӗ. Морфологи. Шупашкар, 1964.
4. Чӑваш чӗлхин стилистики. (Очерксем). Виҫҫӗмӗш пайӗ. Синтаксис. Шупашкар, 1966.
5. Русско-чувашский словарь общественно-политических терминов. Чебоксары, 1960.

8. Алексей Иванович Иванов (1898 — 1983)
Чӑваш чӗлхин историне, морфологине, орфографи ыйтӑвӗсене тӗпченӗ. Орфографи словарьне хатӗрленӗ (1963). Вӑтам шкулта вӗренмелли чӑваш чӗлхи учебникӗн (фонетикӑпа морфологи) авторӗсенчен пӗри.>> Пичетленнӗ статьясем:<<1. К вопросу о падежах в чувашском языке в связи с изучением специфики его.// Уч. записки ЧНИИ. Вып.-8. Чебоксары, 1953, с. 167 — 192.
2. Несколько слов об образовании форм спряжения в чувашском языке.// Уч. записки ЧНИИ. Вып. 16. Чебоксары, 1958, с. 158— 176.
3. Склонение и его роль в чувашском языке. // Уч. записки ЧНИИ. Вып. 34. Филология. Чебоксары, 1967, с. 67 — 99; вып. 39. Чебоксары, 1969, с. 106 — 126.
4. Об относительной хронологии некоторых аффиксов и грамматических форм чувашского языка.// Уч. записки ЧНИИ: Вып. 49. Филология. Чебоксары, 1970, с. 61 — 90.
5. Чувашский язык в урало-алтайской семье языков.// Чувашский язык, литература и фольклор. Сборник статей. Вып. 1. Чебоксары, 1972, с. 3 — 53,

Хальхи чӑваш чӗлхеҫисем

1. Иван Андреевич Андреев (1928 ҫ.), филологи наукисендокторе, профессор.
Чӑваш чӗлхин морфологийӗпе синтаксисне, орфографийӗпе пунктуацине тӗпчекенӗ, аслӑ шкулпа вӑтам шкул учебникӗсемпе программисен тата методика кӑтартӑвӗсен авторӗ. Терминологипе диалектологи тата антропонимика ыйтӑвӗсене те тӗпченӗ. Чӑвашла-вырӑсла (1961, 1982), вырӑсла-чӑвашла (1971) словарьсен авторӗсенчен пӗри.>> Пичетленсе тухнӑ:<<1. Причастие в чувашском языке. Чебоксары, 1961.
2. Чӑваш орфографийӗн ҫӗнӗ правилисем. Шупашкар, 1963.
3. Чувашский язык. //Языки народов СССР. Том второй. Тюркские языки. Москва, 1966, с. 43 — 65.
4. Чӑваш синтаксисӗн ыйтӑвӗсем. I пайӗ. Шупашкар, 1973; II пайӗ. Шупашкар, 1975.
5. Ҫын ячӗсем. Шупашкар, 1983.
6. Чӑваш пунктуацийӗ. Вӗренӳ пособийӗ. Шупашкар, 1989.
7. Чӑваш пунктуацийӗ: иртни, хальхи, пуласси. Шупашкар, 1990.
8. Учебник чувашского языка для русских. Чебоксары, 1992.

2. Анатолий Ермолаевич Горшков (1931 ҫ.), филологи наукисен кандидачӗ, доцент
Чӑваш чӗлхин лексикологийӗпе орфоэпине, пуплев культурин ыйтӑвӗсене тӗпчекенӗ. Чӑвашла-вырӑсла словарь (1982) авторӗсенчен пӗри. >> Пичетленсе тухнӑ:<<1. Чӑваш чӗлхи лексикин аталанӑвӗ. (Совет тапхӑрӗ). Шупашкар, 1960.
2. Роль русского языка в развитии и обогащении чувашской лексики. Чебоксары, 1963.
3. Мӗнле каласан тӗрӗс? Словарь-справочник, Шупашкар, 1973.
4. Орфоэпи // Хальхи чӑваш чӗлхин фонетики, графики тата орфографийӗ. Шупашкар, 1978, с. 151 —164.
5. Сӑмах пултӑр уҫӑмлӑ, шухӑш пултӑр витӗмлӗ. Шупашкар, 1981.
6. Орфоэпия // Современный чувашский литературный язык, Т. 1. Чебоксары, 1990, с. 85 — 96.

3. Юрий Михайлович Виноградов (1946 ҫ.), филологи наукисен кандидачӗ, доцент
Чӑваш чӗлхин синтаксисӗпе пунктуацине, графикипе орфографине тӗпчекенӗ. Вӑтам шкул учебникӗсемпе вӗренӳ пособийӗсен авторӗ.>> Пичетленсе тухнӑ:<<1. Графикӑпа орфографи // Хальхи чӑваш чӗлхин фонетики, графики тата орфографийӗ. Шупашкар, 1978, с. 116 — 150.
2. Графика и орфография // Современный чувашский литературный язык. Т. 1. Чебоксары, 1990, с. 225 — 238.

4. Николай Иванович Егоров (1949 ҫ.), филологи наукисен докторе, профессор
Чӑваш чӗлхи историйӗпе этимологине, топонимикипе антропонимикине тӗпчекенӗ. Аслӑ шкул программисен авторе.>> Пичетленсе тухнӑ:<<1. Историческое развитие чувашской лексики // Современный чувашский литературный язык. Т. 1. Чебоксары, 1990, с. 128—145.
2. Опыт этимологизации чувашских терминов родства и свойства (ЧНТИ тӗпчев ӗҫӗсен кӑларӑмӗсем. 1979, 1981 — 1985).
3. Оногуры, савиры, булгары, угры и их взаимоотношение в первой половине I тысячелетия н.э. (ЧНТИ тӗпчев ӗҫӗсен кӑларӑмӗсем. 1987 - 1988).
4. Историческое развитие общетюркского а первого слога в булгаро-чувашском языке (ЧНТИ тӗпчев ӗҫӗеен кӑларӑмӗсем. 1983, 1985, 1986).
5. Чӑваш календарӗ. "Ялав" журнал, 1989.
6. Чувашские праздники и обряды. Чебоксары, 1992.

5. Александра Семеновна Канюкова (1919 ҫ.), филологи наукисен кандидачӗ, доцент
Чӑваш чӗлхин диалектологине, пуплев культурин ыйтӑвӗсене тӗпченӗ.>> Пичетленсе тухнӑ:<<1. Чувашская диалектология. (Краткие очерки). Чебоксары, 1965.
2. Чӑвашла тӗрӗс те илемлӗ калаҫар. Иккӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар, 1968; Виҫҫӗмӗш кӑларӑм, 1975.
3. Чӑваш диалектологийӗн хрестоматийӗ. Филолог-студентсемпе учительсем валли хатӗрленӗ вӗренӳ пособийӗ. Шупашкар, 1970.

6. Геннадий Емельянович Корнилов (1936 ҫ.), филологи наукисен докторӗ, профессор
Чӑваш чӗлхин историйӗпе этимологине, диалектологийӗпе топонимика тӗнчевӗсен авторӗ. Фонетика ыйтӑвӗсене те тӗпченӗ. Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971) авторӗсенчен пӗри.>> Пичетленсе тухнӑ:<<1. Евразийские лексические параллели. К уточнению объема и характера булгаро-чувашско-венгерских лексических параллелей. Чебоксары, 1973.
2. Имитативы в чувашском языке. Чебоксары, 1984.
3. Пробные статьи этимологического "Словаря собственных имен Поволжья и сопредельных территорий" // Диалекты и топонимия Поволжья. Вып.2. Чебоксары, 1973, с. 3 — 29; вып. 3. 1975, с. 123 — 152; вып. 4. 1976, с. 64 — 83.

7. Виталий Иванович Котлеев (1939 — 1989), филологи наукисен кандидачӗ, доцент
Чӑваш чӗлхин сасӑ тытӑмне фонологи енчен пуҫласа тӗпчекенӗ. Аслӑ шкул учебникӗпе программин авторӗ. Диалектологи ыйтавӗсемпе те интересленнӗ, чӑвашла-вырӑсла словарь (1982) авторӗсенчен пӗри.>> Пичетленсе тухнӑ:<<1. Чӑваш чӗлхин сасӑ тытӑмӗ. Фонологи очеркӗ. Шупашкар, 1981.
2. Фонетика // Хальхи чӑваш чӗлхин фонетики, графики тата орфографийӗ. Шупашкар, 1978, с. 3 — 115,
3. Чӑваш чӗлхи. Учебник. Пединститут студенчӗсем валли. Шупашкар, 1988; 2-мӗш кӑларӑм. Шупашкар, 1993 (Л.П. Сергеевпа пӗрле).
4. Фонетика // Современный чувашский литературный язык. Т. 1. Чебоксары, 1990, с. 13 — 84.

8. Иван Павлович Павлов (1928 ҫ.), филологи наукисен кандидачӗ, доцент.
Чӑваш чӗлхин морфологийӗпе синтаксисне, морфоиологийӗпе орфографине тӗпчекенӗ, аслӑ шкулпа вӑтам шкул учебникӗсемпе кӑтарту пособийӗсен авторӗ. Чӑвашла-вырӑсла (1961, 1982), вырӑсла-чӑвашла словарьсен (1951,1971) авторӗсенчен пӗри.>> Пичетленсе тухнӑ:<<1. Н.И.Золотницкий пурнӑҫӗпе ӗҫӗсем. Шупашкар, 1958.
2. Хальхи чӑваш литература чӗлхи. Морфологи. Шупашкар, 1965.
3. Краткий очерк морфонологии современного чувашского языка // Чувашский язык, литература и фольклор. Сборник статей ЧНИИ. Вып. 4. Чебоксары, 1974, с. 3 — 44; Чувашский язык и литература. Труды ЧНИИ. Вып. 53. Чебоксары, 1975, с. 3 — 18.

9. Николай Петрович Петров (1929 ҫ.), филологи наукисен докторӗ, профессор
Чӑваш литература чӗлхин историйӗпе стилистикине, терминологийӗпе лексикографине тӗпчекенӗ, аслӑ шкулпа вӑтам шкул учебникӗсемпе вӗренӳ пособийӗсен авторӗ. Диалектологи ыйтӑвӗсемпе те интересленпӗ. Чӑвашла-вырӑсла (1961, 1982) тата вырӑсла-чӑвашла словарьсен (1971) авторӗсенчен пери.>> Пичетленсе тухнӑ:<<1. Чӑваш ҫырулӑхӗ. (Ҫӗнӗ ҫырулӑх пуҫланни 100 ҫул ҫитнӗ май). Шупашкар, 1971.
2. Чӑваш литература чӗлхин историйӗ. Яковлевчченхи тапхӑр. Вӗренӳ пособийӗ. Шупашкар, 1978.
3. Чувашская терминология. Учебн. пособие. Чебоксары, 1979.
4. Чувашский язык в советскую эпоху. Развитие социальных функций и литературных норм. Чебоксары, 1980.
5. Развитие фонетики и норм произношения чувашского литературного языка в советскую эпоху. Учебное пособие. Чебоксары, 1982.
6. Нормализация чувашского литературного языка. Учебное пособие. Чебоксары, 1988.

10. Виталий Иванович Сергеев (1941 ҫ.), филологи наукисен докторӗ, профессор
Чӑваш чӗлхи морфологийӗпе лексикологине тӗпчекенӗ, аслӑ шкул учебникӗсемпе вӗренӳ пособийӗсен авторӗ. Чӑвашла-вырӑсла словарь (1982) авторӗсенчен пӗри.>> Пичетленсе тухнӑ:<<1.Чӑваш чӗлхинчи япала ячӗ. Вӗренӳ пособийӗ. Шупашкар,
1990.
2. Развитие лексической семантики чувашского языка. (Основные тенденции). Чебоксары, 1991.
3. Хальхи чӑваш чӗлхи. Морфологи. Вӗренӳ кенеки. Шупашкар, 1992.
4. Хальхи чӑваш чӗлхин лексикологийӗ. Шупашкар, 1978. (Ку кӗнекери 10 статьяна В.И.Сергеев ҫырнӑ).

11. Леонид Павлович Сергеев (1929 ҫ.), филологи наукисен докторӗ, профессор
Чӑваш чӗлхии диалектологийӗпе топонимикине, морфологийӗпе лексикологине тӗпчекенӗ, аслӑ шкулпа вӑтам тата пуҫламӑш шкул учебникӗсемпе программисен, кӑтарту пособийӗсемпе дидактика материалӗсен, методика кӑтартӑвӗсен авторӗ. Вырӑсла-чӑвашла (1971), тӳнтер (1985) словарьсен авторӗсенчен пӗри. Диалектологипе орфографи словарӗсен авторӗ.>> Пичетленсе тухнӑ:<<1. Чӑваш чӗлхин вырӑнти калаҫӑвӗсем. Шупашкар, 1969.
2. Чӑваш сӑмахӗ. VII — X классенче факультативра вӗренмелли кӗнеке. Шупашкар, 1978.
3. Грамматика вӑййисем. Шупашкар, 1982.
4. Чӑваш чӗлхи. Учебник. Пединститут студенчӗсем валли. 1-мӗш кӑларӑм. Шупашкар, 1988; 2-мӗш кӑларӑм. Шупашкар, 1993. (В.И.Котлеевпа пӗрле).
5. Кивӗ чӑваш ҫырулӑхӗ. Вӗренӳ пособийӗ. Шупашкар, 1988.
6. Чӑваш чӗлхи методикин ыйтӑвӗсем. Шупашкар, 1989.
7. Грамматика вӑййисем. I—IV классем валли. Шупашкар, 1991. (В.Е.Ефимовпа пӗрле).
8. Чувашский язык. Учебное пособие для студентов, изучающих чувашский язык. Чебоксары, 1991. (Г.В.Лукояновпа пӗрле).
9. Чӑваш диалектологийӗ. Вӗренӳ пособийӗ. Шупашкар, 1992.

12. Михаил Иванович Скворцов (1933 ҫ.), филологи наукисен докторӗ, профессор
Чӑваш чӗлхий историйӗпе этимологине, лексикологийӗпе лексикографине тӗпчекенӗ, аслӑ шкул вӗренӳ пособийӗсен, нумай программӑсен авторӗ. Чӑвашла-вырӑсла (1982) тата вырӑсла-чӑвашла (1971) словарьсен авторӗсенчен пӗри. Шкул ачисем валли ятарласа пичетлесе кӑларнӑ чӑвашла-вырӑсла, вырӑсла-чӑвашла словарьсен, калаҫу кӗнекисен авторӗ.>> Пичетленсе тухнӑ:<<1. К вопросу о принципах составления русско-национальных словарей// Уч. записки ЧНИИ. Вып. 26. 1963.
2. Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем// Уч. записки ЧНИИ. Вып. 89. 1979.
3. Инструкция и пробные статьи "Этимологического словаря чувашского языка". Чебоксары, 1980.
4. Вырӑсла-чӑвашла куҫару теорийӗпе практики. Шупашкар, 1984.
5. Чӑваш лексикографийӗ. Шупашкар, 1985.
6. К основам общей концепции изучения чувашского языка и культуры // Вопросы изучения чувашского языка и литературы. Чебоксары, 1993.

13. Михаил Романович Федотов (1919 ҫ.), филологи наукисен докторӗ, профессор
Чӑваш чӗлхин историйӗпе этимологине, морфологине, чӑваш чӗлхин урал-алтай чӗлхисен йышӗнчи вырӑнӗпе пӗлтерӗшне тӗпчекенӗ. Аслӑ шкул учебникӗсемпе вӗренӳ пособийӗсен тата программӑсен авторӗ.
Нимӗҫ чӗлхине чӑваш шкулӗсенче вӗрентмелли методика пособийӗсен авторӗ.>> Пичетленсе тухнӑ:<<1. Средства выражения модальности в чувашском языке. Чебоксары, 1963.
2. Исторические связи чувашского языка с языками угро-финнов Поволжья и Перми. Чебоксары, 1965.
3. Исторические связи чувашского языка с волжскими и пермскими финно-угорскими языками. Чебоксары, 1968.
4. История чувашского языка. I. Звуки. Чебоксары. 1971.
5. Древнетюркский язык. Учебное пособие по сравнительному изучению языка орхоно-енисейских памятников. Чебоксары, 1973.
6. Сравнительная грамматика тюркских языков. Учебное пособие.Чебоксары, 1975.
7. Чувашский язык в семье алтайских языков. I. Чебоксары, 1980; II. 1983; III. 1986.
8. Чӑваш чӗлхин историйӗ. 1-мӗш пайӗ. Сасӑсем. 2-мӗш каларӑм. Вӗренӳ пособийӗ. Шупашкар, 1979.
9. Исследователи чувашского языка. Чебоксары, 1987.
10. Чувашско-марийские языковые взаимосвязи. Изд-во Саратовского университета. Саранский филиал. 1990.

14. Раиса Ионовна Цаплина (1920 — 1990), филологи наукисеи кандидачӗ, доцент
Чӑваш чӗлхин диалектологине тӗпчекенӗ, тӑван чӗлхене чӑваш шкулӗсенче вӗрентмелли методика пособийӗсен авторӗ. Чӑваш чӗлхине пуҫламӑш шкулта вӗрентмелли фонохрестомати, чӑвашла-вырӑсла (1961, 1982) словарьсен авторӗсенчен йӗри. >> Пичетленсе тухнӑ:<<1. Обучение орфографии чувашского языка в диалектных условиях. Чебоксары, 1966.
2. Оканье в чувашском языке // Родной и русский язык в национальной школе. Москва, 1962, с. 40 — 67.

16. Мефодий Федорович Чернов (1930 ҫ.), филологи наукисен докторӗ, профессор
Чӑваш чӗлхин фразеологийӗпе лексикологине, синтаксисӗпе пунктуацине, лексикографине тӗпчекенӗ, фразеологи словарӗсен авторӗ. Аслӑ шкул вӗренӳ пособийӗсен авторӗ.>> Пичетленсе тухнӑ:<<1. Обособленные члены предложения в современном чувашском языке. Чебоксары, 1963.
2. Фразеология современного чувашского языка. Чебоксары, 1985.
3. Современный чувашский язык. Слово, фразеологизм и свободное сочетание слов. Чебоксары, 1988.
4. Чувашские словари. Учебное пособие для студентов. Чебоксары, 1992.
5. Лексика. Фразеология // Современный чувашский литературный язык. Т. 1. Чебоксары, 1990, с. 97 — 224.

II. Ют ҫӗршыв тӗпчевҫисем

1. Филипп Иоганн Страленберг (1676 — 1747), швед тӗпчевҫи 1730 ҫ. хӑйӗн "Северная и восточная части Европы и Азии..." кӗнекинче пирвайхи хут 28 чӑваш сӑмахне пичетленӗ.
2. Герард Фридрих Миллер (1705 — 1783), нимӗҫ тӗпчевҫи 1791 ҫ. Питӗрте пичетленсе тухнӑ "Описание живущих в Казанской губернии языческих народов, яко-то: черемис, чуваш и вотяков..." кӗнекен хушма пайӗнчи ҫичӗ чӗлхеллӗ словарӗнче 300 яхан чӑваш сӑмахне пичетленӗ. Маларах ку кӗнеке нимӗҫле пичетленсе тухнӑ (1758 — 1759 ҫҫ.), унта та чӑваш сӑмахӗсене нимӗҫ саспаллийӗсемпе ҫырса панӑ. Тӗпчевҫӗ чӑваш сӑмахӗсен пуҫламӑшне в протеза (вӑрман — урман) кӗрсе ларнине асӑрханӑ.
3. Вильгельм Шотт (1807 — 1899), нимӗҫ тӗпчевҫи
"De Lingua tschuwaschorum" (Чӑваш чӗлхи), 1842, кӗнеке авторӗ. Ку вӑл — пӗрремӗш наука грамматикин (фонетикӑпа морфологи) кӗске очеркӗ. Тӗпчевҫӗ чӑваш чӗлхинчи ротацизмпа зетацизма (терминӗсене асӑнмасӑр) пуҫласа асӑрханӑ.
4. Антал Регули (1819 — 1858), венгр тӗпчевҫи
Тури чӑвашсем хушшинче чӗлхе, этнографи, фольклор материалӗсене чылай пухнӑ. Ку ӗҫре ӑна С.М. Михайлов пулӑшнӑ.
5. Йожеф Буденц (1836 — 1892), венгр тӗпчевҫи
"Чӑваш чӗлхи очеркӗсем" (1862 — 1863) — чӑваш чӗлхи морфологине тӗпчесе ҫырнӑ пирвайхи наука грамматики. Антал Регули пухнӑ материалпа усӑ курса хатӗрленӗ.
6. Август Э. Альквист (1826 — 1889), финн тӗпчевҫи
Тури тата анатри чӑвашсем хушшинче фольклор материалӗ пухнӑ. Хӑйӗн статйисенче морфологи ыйтӑвӗсене тишкернӗ. Вырӑсла-чӑвашла тата чӑвашла-шведла словарьсем хатӗрленӗ (алҫырӑвӗсем Хельсинки архивӗнче упранаҫҫӗ).
7. Густав Ион Рамстедт (1873 — 1950), финн тӗпчевҫи
Алтай чӗлхисене танлаштаруллӑ-историллӗ меслетпе тӗпчес ӗҫе пуҫараканӗ. Чӑваш чӗлхинчи ламбдаизмпа ротацизм ыйтӑвне тӗпчесе ӗнентерӳллӗ ӑнлантарса панӑ. Чӑваш чӗлхин ытти чӗлхесем хушшинчи вырӑнне палӑртнӑ.
8. Золтан Гомбоц (1877 — 1935), венгр тӗпчевҫи
Чӑваш чӗлхипе хытӑ интересленнӗ: венгр чӗлхинчи авалхи пӑлхар (чӑваш) сӑмахӗсене тӗпченӗ (1912), чӑвашла-венгрла словарь ҫырнӑ (1906), чӑваш чӗлхинчи хальхи-пулас вӑхӑт формин аталанӑвне уҫса панӑ (1924).
9. Арво Мартти Октавиан Рясянен (1893 — 1976), финн тӗпчевҫи
Уралпа алтай, тӗрӗк чӗлхисене, ҫав шутрах чӑваш чӗлхине те тӗпченӗ. Тӗрӗк чӗлхисенчи ротацизмпа зетацизм, ламбдаизмпа сигматизм пулӑмӗсен аталанӑвне ӑнлантарса панӑ.
1920 ҫ. мари чӗлхинчи чӑваш сӑмахӗсене ятарласа тӗпчесе ҫырнӑ ӗҫӗ пичетленсе тухнӑ. Тӗпчевҫӗн "Опыт этимологического словаря тюркских языков" кӗнеки (1969) тӗрӗк тӗнчинче пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
>>Л.П. Сергеевӑн «Чӑваш чӗлхи» справочникӗн пайӗ>>


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-05-27 23:27:16 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 9158 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org