Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Чӑваш Республикин Аслӑ Совет Президиуме Чӑваш чӗлхин кунне туса хурасси ҫинчен йышӑннӑ постановлени (СЛПЧЧС)

Л.П. Сергеевӑн «Чӑваш чӗлхи» справочникӗн пайӗ

ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИН АСЛӐ СОВЕТ ПРЕЗИДИУМӖ
ЧӐВАШ ЧӖЛХИН КУННЕ ТУСА ХУРАССИ ҪИНЧЕН
ЙЫШӐННӐ ПОСТАНОВЛЕНИ

Чӑваш республикин Аслӑ Совечӗн Президиумӗ ҫапла йышӑнать:

1. Чӑваш чӗлхин кунне туса хурас, ӑна чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ, чӑвашсен ҫӗнӗ ҫырулӑхне йӗркелесе янӑ И.Я. Яковлев ҫуралнӑ кун — ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче паллӑ тӑвас.

2. Чӑваш Республикин Халӑха вӗрентес ӗҫ, наукӑпа аслӑ шкул министерствин, Культура министерствин чӑваш ҫырулӑхне халалланӑ мероприятисен ярӑмне палӑртмалла. Ҫак тӗллевпе шкул ҫулне ҫитмен ачасен учрежденийӗсенче, шкулсенче, училищӗсенче, аслӑ тата специальноҫпа вӑтам пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче, культура учрежденийӗсенче, театр-концерт предприятийӗсенче концертсемпе спектакльсем, массӑллӑ культура мероприятийӗсем, кӗнеке выставкисем, поэзи ирӗсем, тематика каҫӗсем, вулакансен конференцийӗсем, литературӑпа искусство деятелӗсемпе тӗлпулусем тата ытти мероприятисем ирттерессине йӗркелемелле.

3. Чӑваш патшалӑх телевиденипе радиовещани компанийӗн, хаҫатсемпе журналсен редакцийӗсен Чӑваш чӗлхин кунне уявланине анлӑн ҫутатмалла.

Чӑваш Республикин Аслӑ Совет
Председателей Пӗрремӗш заместителӗ
Б.ЯКОВЛЕВ

Шупашкар хули,
1992 ҫулхи апрелей 9-мӗшӗ

Л.П. Сергеевӑн «Чӑваш чӗлхи» справочникӗн пайӗ


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2023-11-01 21:07:35 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3016 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем