Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хурӑнлӑ ҫул тӑрӑх

Пӗлетпӗр-и эпир хамӑр тӑрӑха, ача чухне ҫара уран чупнӑ ҫырма-ҫатра, пулла ҫӳрекен ҫывӑхри кӳлӗ ятне, унӑн историне? Ҫук пулӗ.

Нумаях пулмасть райхаҫат редакцине ӗҫ ветеранӗ, Красноармейски ялӗнче пурӑнакан А. В. Валентинов «Арестантсен ҫулӗ» (Хурӑнлӑ ҫул) пирки пысӑк статья илсе килчӗ. Унпа паянхи номертен вулакана паллаштарма тытӑнатпӑр.

Халӑхра ҫак ҫула епле ят паман-ши — Кӗтерин ҫулӗ, Хурӑнлӑ ҫул, Арестантсен ҫулӗ, Почта ҫулӗ, Ҫар ҫулӗ, Тимӗр тӑлӑллӑ ҫул (Кандальная), Аслӑ Ҫӗпӗр ҫулӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, ҫулӑн кашни ятӗнчех тӗрӗслӗх упранать.

ХVIII ӗмӗрте, тӗрӗсрех 1733 ҫулта, Раҫҫей патшалӑхӗ туллин аталаннӑ тапхӑрта, унччен маларах ҫӗкленӗ ҫул никӗсӗ ҫинче Сенат Аслӑ Ҫӗпӗр ҫулне тума Указ кӑларать. Унпа килӗшӳллӗн унӑн Санкт-Петербургран тытӑнса Мускав — Муром — Хусан — Пермь — Екатеринбург — Тюмень — Тобольск — Иркутск хулисем ҫумӗпе выртмалла пулнӑ. Чи малтан ку вӑл Вырӑс патшалӑхӗ хӗвел тухӑҫнелле «куҫса пынипе», 1472 ҫулта Раҫҫей Пермьпа, 1489 ҫулта Вяткӑпа, 1552 ҫулта Хусанпа пӗрлешнипе, малашне Ҫӗпӗрӗн мӑнаҫлӑ ҫӗрӗсене тытса илнипе тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ.

Ҫул тӑвассин тепӗр тапхӑрӗ II Кӗтерин патша 1775 ҫулхи ноябрӗн 7-мӗшӗнче кӑларнӑ Указӗпе килӗшӳллӗн Раҫҫейре кӗпӗрнесем йӗркелессипе пулса пынӑ.

Аслӑ Ҫӗпӗр ҫулне туса пӗтерсе ӑна йӗркене кӗртессине ХIХ ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче вӗҫленӗ. Арестантсен ҫулне тӗплӗн юсаса ҫӗнетнӗ, вӑл малтанхинчен чылай вӑрӑмрах пулнӑ, ҫул Омск, Томск, Красноярск тата Иркутск хулисем ҫывӑхӗпе, Монголи урлӑ выртнӑ, Пекина кӑшт ҫеҫ ҫитеймен.

Малтан аслӑ ҫул ҫинче, юхан шывсем, вӑрмансем урлӑ, кӗперсем ҫывӑхӗпе вӗҫсӗр-хӗрсӗр ҫухрӑм юписем (верстовые столбы) ларнӑ (Сибирский тракт. Историческая справка). Каярах II Кӗтерин патша хушӑвӗпе аслӑ ҫул айккипе икӗ ретпе хурӑнсем ларттарнӑ. Йывӑҫсем хушши 4 аршӑн (1 аршӑн 2, 84 метр), урӑхла каласан, 10 метра яхӑн пулнӑ. Шурӑ хурӑнсем вӑрӑм ҫула тухнисене ҫил-тӑманта е лапка-лапка юр ҫунӑ вӑхӑтра ҫултан аташса кайма паман, ӑна юр хӳсе каяссинчен хӳтӗленӗ. Ҫакӑ паллӑ: хурӑнсем хӑйсен ӳсӗмӗнче питех те нумай нӳрӗк ыйтаҫҫӗ, ҫавна май ҫу кунӗсенче ҫак ҫул яланах типӗ тӑнӑ, тусан вӗҫнӗ. Аслӑ Ҫӗпӗр ҫулӗпе 30 хӑлаҫ (хальхи виҫепе — 2, 134 м) сарлакӑш ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрнӑ. Вӗсенчен ҫӳреме юрӑхлӑ ҫул валли — 10 хӑлаҫ, шыв юхтармалли канав валли 5 хӑлаҫ. Аслӑ ҫул ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ ялсенчи кашни хресчен хуҫалӑхне ҫул тӑршшӗпе 30—50 хурӑн лартса ҫитӗнтерме хушса хӑварнӑ пулнӑ. Ҫул ҫинчи пӗтӗмӗшле лару-тӑрӑва вара «общинӑн» пӑхса тӑма тивнӗ.

1817 ҫулта I Александр патша ятарлӑ Указ йышӑннӑ. Унпа килӗшӳллӗн ҫул тӑрӑх вырнаҫнӑ почта станцийӗсенче каҫхи арестантсем, ҫар командисем валли ятарлӑ пунктсем йӗркелеме хушнӑ пулнӑ. Почта станцийӗпе ятарлӑ пунктсем хушши, ҫӗре кура, 20—30 ҫухрӑм пулнӑ. Почта станцийӗсенче тасалӑх тата типтерлӗх хуҫаланнӑ, вӗсенче сахалтан та 10—16 лаша тытмалла пулнӑ, хӑшӗ-пӗрисенче вара унтан та нумайрах. Аслӑ ҫул тӑрӑх ҫӳрекен почта экипажӗсен хӑвӑртлӑхне те палӑртнӑ. Унӑн ҫуллапа хӗлле сехетре 10 ҫухрӑмпа, кӗркуннепе ҫуркунне сехетре 8 ҫухрӑмпа танлашмалла пулнӑ. Регламента пӑхӑнмасан вара ҫакна тӗрӗслекенӗн ятарласа уйӑрнӑ ҫӑхав кӗнекинче палӑртма тивнӗ. Иртен-ҫӳренсем (проезжающие) кашни станцирех сӗт, ҫӑмарта, ҫӑкӑр, пӗҫернӗ аш туянма пултарнӑ, сӑмаварпа усӑ курнӑ.

Пирӗн район территорийӗпе Аслӑ Ҫӗпӗр ҫулӗ (Мускав — Муром — Хусан) Дворик — Кӳлҫырма — Чатукасси — Ванюшкасси (Красноармейски районӗ) — Патӑрьел — Староселка (Ҫӗрпӳ районӗ) ялӗсем ҫывӑхӗпе иртнӗ. Чатукасси ялӗ ҫывӑхӗнче вара асӑннӑ ҫул юпленсе кайнӑ, Чатукасси — Ункӑҫум ҫулӗ, Чатукасси — Танӑш — Ванюшкасси ҫулӗпе Патӑрьел ялӗ патӗнче пӗрлешнӗ.

Аслӑ Ҫӗпӗр ҫулӗ пирӗн район территорийӗнче ХХ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсемччен упранса юлнӑччӗ. Эпир, Чатукасси тӑрӑхӗнчи ялсенче вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тата ун хыҫҫӑн ҫуралнӑ ачасем, ӗнесене хурӑнлӑ ҫул тӑрӑх пӑхса ҫӳреттӗмӗр, унти канав тӑрӑх чупаттӑмӑр. Танӑшпа Чатукасси ялӗсем ҫывӑхӗнче тата «Геройпа» «Богатырь» (Ҫӗрпӳ районӗ) хуҫалӑхсен чиккинче виле пытармалли 2-шер тӗме (курган) (ҫӳллӗшӗ 2, 5, диаметрӗ 6—8 метр) сыхланса юлнӑччӗ. Вӑл вӑхӑтра тата асӑннӑ ҫулпа Ункӑҫумри крахмал заводне чӗр тавар леҫме те, продукци турттарса тухма та усӑ курнӑ.

Историрен ҫакӑ паллӑ: Аслӑ Ҫӗпӗр ҫулӗпе пиншер те пиншер арестленӗ ҫын, ҫарсем, Е. Пугачевӑн пӑлхав ҫӗкленӗ ҫыннисем, I Александр император, вырӑссен аслӑ поэчӗ А. С. Пушкин (Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Чӑнкасси (Кугеево) ялӗн ҫыннисемпе тӗл пулни), ыттисем утса иртнӗ.

Асӑннӑ ҫул Аслӑ Ҫӗпӗр ҫулне тӑвиччен чылай малтанах пулнӑ. Вӑтам ӗмӗрсенче вӑл Атӑл ҫи Пӑлхар патшалӑхӗнчен Мурома, Суздале, Владимира, Мускава ҫитиччен выртнӑ. Атӑл ҫи Пӑлхар патшалӑхӗ 922 ҫулта йӗркеленнӗ те тутар-монголсем ҫӗмӗрсе тӑкиччен, 1236 ҫулччен, тытӑнса тӑнӑ (Р. Г. Фахрутдинов, Г. И.Тафаев, Н. М. Карамзин). Пирвайхи хут пӑлхарсем Атӑл тӑрӑхӗнче VIII ӗмӗрте курӑннӑ, ун чухне вӗсем тулли мар йӑх ҫыннисем, сапаланчӑк ушкӑнсем кӑна пулнӑ. Вӑхӑт иртнӗ май пӑлхарсем хальхи Тутар, Пушкӑрт, Чӑваш тата Удмуртпа Мари Эл Республикисен пӗр пайне, Саратовпа Ульяновск облаҫӗсен территорийӗсене йышӑннӑ. Хӗвеланӑҫ чикки вара Сӑр юханшывӗ пулнӑ (В. Дмитриев. Чувашия. Этническая эпоха).

Х ӗмӗрте Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн ханӗ (патши) хазарсене хирӗҫ (вӗсен пуҫлӑхӗсем иудаизма ӗненнӗ) тӑма ҫар пулӑшӑвӗ шыраса хӑйсем патне Багдадри посольствӑна йыхравлать, официаллӑ майпа ҫӗр-шывра патшалӑх тӗнӗ — ислам — йышӑнни ҫинчен пӗлтерет, эмир титулне йышӑнать. Анчах та суварсен (сӑварсен) йӑхӗ — паянхи чӑвашсем — ислам тӗнне йышӑнма килӗшмеҫҫӗ. 960-мӗш ҫулсенче Хазар каганачӗ салансан Атӑл ҫи Пӑлхар патшалӑхӗ никама пӑхӑнманлӑх ҫӗнсе илнӗ. Х ӗмӗр вӗҫӗнче — ХI ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫӗр-шыва хӳтӗлеме тата суту-илӗве аталантарма ҫарпа административлӑ пунктсем йӗркеленӗ. Суварсене (сӑварсене), ислам тӗнне йышӑнманскерсене, ҫӗр-шывӑн чикӗ хӗррине хӗссе кӑларнӑ. ХI ӗмӗрте вара Атӑл ҫи Пӑлхар патшалӑхӗ пур енлӗн аталанса кайнӑ, кунта ҫӗнӗрен ҫӗнӗ хуласемпе ялсем ӳсе-ӳсе ларнӑ, ял хуҫалӑхӗ тепӗр шая ҫӗкленнӗ, ҫурт-йӗр, ҫулсем чылай тунӑ. Чи пӗлтерӗшли вара Бильяр — Хусан — Муром ҫул пулнӑ, вӑл хальхи Чӑваш Ен урлӑ иртнӗ. Унӑн никӗсӗ ҫинче вара ХVIII ӗмӗрте Аслӑ Ҫӗпӗр ҫулне тунӑ. Унпа хӑй вӑхӑтӗнче туллин усӑ курнӑ.

ХI ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ Руҫпе ҫар хирӗҫӗвӗсем пуҫланнӑ (Н.М. Карамзин. История Государства Российского). Акӑ мӗн ҫыраҫҫӗ историксем ун пирки:

  • 1088 ҫулта Атӑл ҫи Пӑлхар патшалӑхӗ вӑхӑтлӑха Муром хулине ҫӗнсе илнӗ;
  • 1107 ҫулта вара Суздаль хулине ҫавӑрса илнӗ;
  • 1120 ҫулта Ю. Долгорукий Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ ҫине ҫар похочӗ йӗркеленӗ;
  • 1164 ҫулта А. Боголюбский Муромский кнеҫпе пӗрле ҫӳлерех асӑннӑ патшалӑхпа ҫапӑҫнӑ;
  • 1184 ҫулта Всеволод Большое Гнездо Атӑл ҫи Пӑлхар патшалӑхӗ ҫине тапӑннӑ;
  • 1217—1219 ҫулсенче Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗр-шывӗ Унжупа Устюга ярса илнӗ;
  • 1221 ҫулта Городец хулинче Владимирски княжествӑпа Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ хушшинче 12 ҫуллӑх мирлӗ килӗшӳ тунӑ.

Анчах ҫак килӗшӳ нумайлӑха пыман, 1229 ҫулта Яик (Урал) юханшывӗ ҫинче Батый хан (патша) ертсе пыракан тутар-монгол ҫарӗсем Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн ҫарӗсене ҫапса ҫӗмӗрнӗ (Н. М. Карамзин. История Государства Российского). 1236—1239 ҫулсенче тутар-монголсем асӑннӑ ҫӗр-шыва пӗтӗмпех хӑйсен аллине ярса илнӗ. 1240 ҫулта икӗ восстани хыҫҫӑн вӑл Ылтӑн Орда йышне кӗнӗ-ха, анчах та пӑлханусем ҫав-ҫавах палӑрнӑ, ку уйрӑмах Атӑлӑн туллӑ-сӑртлӑ ҫыранӗнче (хальхи Чӑваш Енпе Мари Эл Республикин Горномарийски районӗ) сисӗннӗ.

Тутар-монголсем Мускав княжествине пӑхӑнтарма кайнӑ чухне унти ҫарсен пӗр пайӗ Хусан-Муром (хальхи Чул хула еннелле) кивӗ ҫула суйласа илнӗ. Пирӗн ентеш Ю. А. Львов тавра пӗлӳҫӗ Чатукасси ялӗ ҫывӑхӗнче шӑпах тутар-монголсен тапхӑрӗнчи укҫана тупнӑ.

Тутар-монголсем чылай вырӑс княжествисене пӑхӑнтарнӑ хыҫҫӑн вӗсене тытса тӑрасси ҫине ытлашши тимлӗх уйӑрман, 1370 ҫултан тытӑнса тӗп ӗҫе налук (ясак) пухас ҫӗре янӑ. Вырӑс ҫарӗ Атӑл ҫи Пӑлхар ҫӗр-шывӗ ҫине тапӑнассине ҫӗнӗрен чӗртсе янӑ. Ҫакӑн евӗр походсем 1376, 1379, 1391, 1396, 1409 ҫулсенче пулнӑ (Н. М. Карамзин. История Государства Российского).

Истори кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, Бибарс кнеҫ ертсе пыракан ҫар отрячӗ хальхи Чатукасси ялӗн территорийӗнче те йӗркеленнӗ. Авалхи документсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Атӑл ҫи Пӑлхар ҫӗр-шывӗ ислам тӗнне йышӑннӑ вӑхӑтра Чатукасси ялӗ йӗркеленнӗ. Ислам тӗнне йышӑнман сувар (сӑвар) йӑхӗнчи темиҫе ҫемьене пурӑнакан вырӑнтан хӑваланӑ, вӗсем ҫӗр-шывӑн чикӗ хӗррине, Аслӑ ҫул (Атӑлҫи Пӑлхар — Муром) юпленнӗ вырӑна килсе вырнаҫнӑ, 1114 ҫул тӗлнелле Чатукасси ялне пуҫарса янӑ. Ял ячӗ «Чатак» — икӗ ҫул пӗрлешнӗ вырӑн, ҫул тӑваткалӗ, «кас» — ял, урам — сӑмахсенчен пулса кайнӑ. (В. В. Радлов. Словарь древнетюркских слов). Каярах вырӑнти халӑх ӑна пӗрпеклетсе «Чаток», «Чатук» тенӗ. Паян та вырӑнти ҫынсенчен «Ӑҫта каятӑн?» тесен, вӗсем «Чатока», «Чатука» тесе хуравлаҫҫӗ.

60—80 яхӑн яхӑн салтакран тӑракан Бибарс кнеҫӑн отрячӗ Чатукасси тӑрӑхӗнче 1180 ҫулсем патнелле вырнаҫнӑ. Тӗрӗссипе, Атӑл ҫи Пӑлхар ҫӗр-шывӗнче Бибарс кнеҫсен йӑхӗ патшалӑх йӗркеленнӗ тата Хусан ханстви (патшалӑхӗ) пӗтичченхи тапхӑрта тытӑнса тӑнӑ. Акӑ мӗн ҫырнӑ вӗсем пирки ХV ӗмӗрте тухнӑ «Зафар наме вилайет Казань» кӗнекере: «Бибарс — бек города, хаким Булгарского вилайета, зеница ока султанов, жемчужина раковины величия и могущества, отпиратель дверей сокровищниц ханских, принадлежащих к роду эмиров». В. Дмитриев профессор, историк-этнограф вара ҫапла ҫырать: «В ноябре 1551 года Хан Шах-Али раскрыл заговор Бибарса князя, Кадыша богатыря, Карамыш улана и других задумавших отстранить его от престола и пригласить хана с Ногайской стороны. Все они были казнены. Имя Бибарс означает — князь, сильный как Барс: Би — князь, повелитель, господин. Барс — символ государства Волжской Булгарии».

Каярах «Бибарс» сӑмах ял ятӗнче ҫырӑннӑ: «Бибарсово-Чадукасы». Вӑл 1918 ҫулчченех сыхланса юлнӑ пулнӑ (Чӑваш Енӗн истори архивӗ). 1917 ҫулхи революци хыҫҫӑн «Бибарс» сӑмах ял ятӗнчен ҫухалнӑ, «вӑл ӗлӗкхи режима (тытӑма) аса илтерет» тенӗ. Яла «Чатукасси» тесе калама пуҫланӑ.

Вӑтам ӗмӗрсенче Бибарсово-Чатукасси ялӗ ӳссе сарӑлнӑ. Аслӑ ҫул тӑрӑх иртекен йышлӑ ҫарсене апат-ҫимӗҫ продукчӗсемпе тивӗҫтермелле пулнӑ, ҫавна май усӑ курман ҫӗрсене пусҫаврӑнӑшне кӗртмелле, выльӑх-чӗрлӗх йышне ӳстермелле пулнӑ. Ҫак тапхӑрта Бибарсово-Чатукассинчен темиҫе ҫемье уйрӑлнӑ та ҫывӑхри юхан шыв патне кайса тӗпленнӗ. Унтах ҫар отрячӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, пулӑшаканӗ вырнаҫнӑ. Яла Эткенево-Пулайкасси тесе ят панӑ. Ку вӑл Хусан Ханстви вӑхӑтӗнче, 1416 ҫул патнелле, пулнӑ. Ял ячӗ икӗ сӑмахран тӑнӑ: «эткен» — пысӑк пӳрне, пулӑшакан; «полай» — ҫилтен хӳтӗлесси. Ялӑн тулли ячӗ 1918 ҫулччен тытӑнса тӑнӑ (Чӑваш Енӗн истори архивӗ).

Маларах Бибарсово-Чатукасси ялӗ ҫывӑхӗнчи тӳпемре ӑна ҫурҫӗр-хӗвел тухӑҫ ҫилӗсенчен хӳтӗлеме вӑрман тӑрӑхӗ пулнӑ.

1600—1650 ҫулсенче Бибарсово — Чатукасси ялӗнченех тепӗр икӗ ял пуҫӑнса кайнӑ. Пӗри 1918 ҫулта — «Шинерпоси» — Шӑнарпуҫ, тепӗр ялӗ «Бибарсово околодок Шинеры». 1918 ҫултан вӑл Шӑнар ялӗ (Чӑваш Енӗн истори архивӗ).

Асӑннӑ ялсем, вӗсен шутӗнче Бибарсово-Чатукасси те, Аслӑ Ҫӗпӗр ҫулне пула туллин аталанса пынӑ. Акӑ, 1834—1850 ҫулсенче Бибарсово-Чатукасси ялӗ вулӑс центрӗ пулнӑ. Каярахпа Ҫӗрпӳ районӗнчи Чупай вулӑсӗн йышне кӗнӗ. 1918 ҫул хыҫҫӑн «Бибарсово» сӑмаха асӑнма пӑрахнӑ. Халӗ Чатукасси ял тӑрӑхӗн центрӗ шутланать вӑл. Чатукасси ҫак тапхӑрта темӗнле хура-шур та курнӑ. Ҫавсене шута илсе, ял пуҫланнӑранпа 900 ҫул ҫитнӗ май, ялӑн малтанхи ятне «Бибарсово-Чатукассине» тавӑрсан питех те аван пулӗччӗ. Пурте пӗр ӗмӗт-шухӑшлӑ пулсан, ҫакӑ пурнӑҫа кӗрессе питех те шанас килет.

В.Александров
«Ял пурнӑҫӗ», 2012, 42-44№


 
Категорисем: Хурӑнлӑ ҫул
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-05-30 19:00:30 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7465 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем