Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хурӑн айӗнче (Волгин В.)

Шурӑ хурӑн, эс тӑратӑн
Сарпике пек ман умра.
Лӑпкӑн-лӑпкӑн хумханатӑн, —
Вӑрӑм пӳлӗ те кӑтра.

Пӗчӗк чух илсе килсеччӗ
Сана эпӗ вӑрмантан.
Эс чеченччӗ те имшерччӗ,
Ун чух хам та эп айван.

Илемлентӗн, пысӑклантӑн,
Сана ҫук халь паллама.
Тараватлӑн йыхӑратӑн
Сулхӑнна ларса канма.

Ӗнтӗ эп те ҫитӗнетӗп,
Сывӑ ӳсрӗм ҫултан-ҫул,
Ҫитес ҫул ак пӗтеретӗп
Эпӗ, тусӑм, вӑтам шкул.

Ман ачалӑх иртсе кайрӗ,
Час кӗреп арҫын шутне.
Юрату та ҫулӑмларӗ
Манӑн ҫамрӑк чӗрене.

Ҫамрӑк тусӑм, шурӑ хурӑн,
Эсӗ пӗчӗккӗ чухне
Сан ҫинчен хывсаттӑм юрӑ,
Юрласаттӑм ҫуркунне.

Хамӑн савнӑ хӗр юрлатчӗ
Ҫав юрра хӑшпӗр чухне.
Ҫӗклететчӗ, ҫунтаратчӗ
Сассипе поэт чунне.

Ӑна эпӗ юрататтӑм
Мӗнпур чун-чӗремӗмпе.
Яланах ҫунатланаттӑм
Шанчӑкпа та ӗмӗтпе.

1953

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-07 00:01:17 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3560 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем