Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хветӗр Уяр

Хветӗр Уяр (Афанасьев Федор Ермилович), — чӑваш ҫырӑвҫи. 1914 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Самар облаҫӗнчи Исаклӑ районне кӗрекен Сухари Матакра ҫуралнӑ. Ҫыравҫӑ 2000 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вилнӗ.

Хветӗр Уяр 1953 ҫултанпа СССР ҪП-ӗнче. Чӑваш Енӗн культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1984), Чӑваш халӑх ҫыравҫи (1990).

Пурнӑҫӗ

Самарта икӗ сыпӑклӑ чӑваш шкулӗнче, Хабаровск педтехникумӗнче, Благовещенск пединститутӗнче вӗреннӗ. 1936 ҫулта Шупашкара куҫса килнӗ. Учительте ӗҫленӗ. Каярахпа радиокомитетра литература енӗпе ӗҫленӗ. Кӗнеке палатин директорӗнче тӑрӑшнӑ. "Капкӑн" журнал редакцинче, кӗнеке кӑларӑвӗнче вӑй хунӑ. Калав, очерк ҫырма 1930 ҫулта пуҫланӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, фронтри паттӑрлӑхшӑн III степеньлӗ Мухтав орденӗпе медальсемпе хисепленӗ. Литературӑри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн ӑна "Чӑваш Енӗн культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" (1984), Чӑваш халӑх ҫыравҫи (1990) хисеплӗ ятсем панӑ. Уяр ӑста тӑлмачӑ та. Вӑл А.П. Чехов, Н.Гарин-Михайловский илемлӗ ӗҫӗсене чӑвашла куҫарнӑ.

Мӑшӑрӗ — Шорникова Елена Васильевна. Унпа пӗрле вӑл икӗ хӗр пӑхса ӳстернӗ.

Ӗҫӗсем

Вӑтӑр ытла кӗнеке ҫырнӑ. Чи палли, паллах, "Шурча таврашӗнчи" роман. Тата паллӑрах кӗнекисем:

  • "Сукмак" (1941),
  • "Ҫулсем-йӗрсем" (1943),
  • "Шурча таврашӗнче" (1952, 1984) — икӗ кӗнекерен тӑракан роман: «Таната», «Таркӑн»,
  • "Виҫӗ кун, виҫӗ каҫ" (1965),
  • "Телейлӗ Палюк" (1971),
  • "Писательпе тӗл пулни" (1972),
  • "Сӑмах мехелӗ" (1980),
  • "Кӗрхи ҫумӑр" (1984);

вырӑсла:

  • "Тенета" (1955, 1981),
  • "Дороги дальние и близкие" (1987),
  • "Одно слово" (1987).

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Хветӗр Уяр
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-10-10 22:47:17 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 15981 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем