Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -16.0 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Халӑх юратакан сӑвӑҫ

Пушкӑрт Республикинчи Пелепей тӑрӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсем те, республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче кун кунлакан ентешсем те Мӗтри Мишши сӑвӑҫ ятне лайӑх пӗлеҫҫӗ. «Урал сасси» хаҫатра унӑн сӑввисем час-часах пичетленеҫҫӗ-ҫке. Килӗшеҫҫӗ вӗсем вулакана. Ҫакна ҫирӗплетсех калама пултаратӑп, мӗншӗн тесен асӑннӑ автор хайлавӗсене ырланине хамӑн пӗлӗшӗмсенчен те пӗрре мар илтнӗ. Кам-ха вӑл Мӗтри Мишши? Ӑҫта ҫуралса ӳснӗ, кам пулса ӗҫленӗ? Сӑвӑ ҫырма хӑҫан пуҫланӑ?
Михаил Дмитриевич Михайлов (Мӗтри Мишши) 1935 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗнче Ермекей тӑрӑхӗнчи Кӑратмас ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн ачалӑхӗ хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсенче иртнӗ. Пӗчӗклех хресчен ӗҫӗн тути- масине пӗлсе ӳснӗ.
1954 ҫулта ҫамрӑк Мишша ялти вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ. Каярах вара Абдулинӑри чукун ҫул ӗҫченӗсене хатӗрлекен училищӗне вӗренме кӗнӗ. 1956-1958 ҫулсенче Приютовӑпа Абдулинӑра чукун ҫул рабочийӗнче вӑй хунӑ. Шкаповӑра нефть кӑларма пуҫласан харсӑр каччӑ «Баштехснабнефть» треста ӗҫлеме вырнаҫать. Кунта вӑл мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех вӑй хунӑ. Тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлеме тивнӗ унӑн: нефть кӑларнӑ вырӑнта, грузчикра тата ытти те.
Сӑвӑ ҫырас ӑсталӑх унӑн чунӗнче мӗн пӗчӗкрен тӗвӗленнӗ. Каярах вара ҫав туйӑм хӗрӳ ӗҫре тӗрекленсе, вӑй илсе пынӑ. Ахальтен-и Мӗтри Мишшин сӑввисенчи чӗлхе ҫивӗч те витӗмлӗ, уҫӑ чӗлхе — халӑх чӗлхи.
Сӑвӑҫӑн пӗрремӗш хайлавӗсем Пишпӳлекре тухса тӑнӑ «Колхозри ӗҫ» (халӗ «Ҫутӑ ҫул») хаҫатра пичетленнӗ. Пӗлетпӗр ӗнтӗ, унӑн хальхи ӗҫӗсем пичетӗн тӗрлӗ кӑларӑмӗнче, ҫав шутра Шупашкарти хаҫат-журналта та, пичетленсех тӑраҫҫӗ.
Мӗтри Мишши сӑвӑҫ — «Шур Атӑл» литпӗрлешӳ членӗ, 1999 ҫулта «Хавхалану ҫӑлкуҫӗ» поэзи фестивалӗн виҫҫӗмӗш премине тивӗҫнӗ. Унӑн сӑввисене вулакансем лайӑх хак панине кӑтартакан паллӑ ӗнтӗ ку. Илсе пӑхӑр-ха унӑн «Кӗсле ту ҫине хӑпартӑм» сӑввине:

Вилӗмсӗр чӑваш поэчӗ —
Ухсай Яккӑвӗ — пиччем,
чӗрӗлсе тӑрасчӗ эсӗ,
пире сансӑр пит кичем...

— тесе ҫырать вӑл. Асӑннӑ сӑвӑра поэт аслӑ та мухтавлӑ Ухсай Яккӑвне чун-чӗререн юратса хисеплени питӗ лайӑх сӑнарланнӑ. Пултаруллӑ та хастар чунлӑ Михаил Дмитриевича малалла та ҫапла ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме хавхаланупа иксӗлми вӑй-хал сунас килет.
Унӑн сӑввисем уйрӑм кӗнекепе пичетленсе тухасса шанса тӑратпӑр.
Петр Прокопьев.
Пушкӑрт Республики, Пелепей хули
«Хыпар», 2010, ака, 2


 
Категорисем: Мӗтри Мишши
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-05-11 14:06:17 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1736 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org