Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.0 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Фёдорова Любовь Михайловна

Любовь Михайловна Федорова — чӑваш сӑвӑҫи, 1952 ҫулхи мартӑн 20-мӗшӗнче Елчӗк районӗнче Энтепе ялӗнче ҫуралнӑ.

Ят-сумӗ

  • Эмине ячӗллӗ преми лауреачӗ;
  • 1992-мӗш ҫулта вулакансен преми лауреачӗ;
  • Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӳ ӗҫӗн хисеплӗ ӗҫченӗ;
  • Раҫҫей Федерацийӗн писателӗсен Союзӗн членӗ;
  • Ӗҫ ветеранӗ;
  • 1-мӗш категориллӗ вӗрентекен;

Пурнӑҫӗ

Ҫичӗ ҫула ҫитсен тӑван ялти 8 ҫул вӗренмелли шкула вӗренме кайнӑ. 7 класра чухне хӑйӗн пӗрремӗш сӑввине ҫырнӑ. Энтепе шкулӗнчен вӗренсе тухсан Патӑрьел районӗнчи Патӑрьел ялӗнчи 1-мӗш номерлӗ вӑтам шкулта пӗлӳ илет, унтан вӗренсе тухсан Шупашкар хулинчи ял хуҫалӑх институтне вӗренме кӗрет. Тӑван чӗлхене юратнӑран кунтан И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме куҫать. 1971 ҫулта вара поэзире чӑнласах тимлеме пуҫлать. Ӗҫӗсем республикӑра тухса тӑракан тӗрлӗ хаҫат-журналта пичетленсе тухаҫҫӗ. А. Блок, С. Есенин, П. Хусанкай сӑввисене тишкерет, сӑвӑ техникине сӑнать, вӗсенчен вӗренсе пырать, поэзинче хӑйӗн сассине тупать. Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Тӗмерти тулли мар вӑтам шкулта, Аслӑ Пӑла Тимешри вӑтам шкулта, Энтепери тулли мар вӑтам шкулта, Шупашкар хулинчи 23-мӗш номерлӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта, «Пике» журналта ҫырусен пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Халӗ Шупашкарти 1-мӗш гимназире чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентет.

Ӗҫӗсем

Унӑн ултӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ:

  • 1996-мӗш ҫулта "Ҫӳл тӳпере ҫич ҫӑлтӑр";
  • 2000-мӗш ҫулта "Ҫичӗ хӗлӗхлӗ тӗнче";
  • 2004-мӗш ҫулта "Пӗлӳ ҫӑкӑр ыйтмасть";
  • 2014-мӗш ҫулта "Ӗмӗр вӗрен";
  • 2015-мӗш ҫулта "Анне пехилӗ";
  • 2015-мӗш ҫулта "Утакана - ҫил хирӗҫ".


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

ninelleo тӳрлетнӗ, информацие 2016-03-20 22:14:11 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1290 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org