Туҫа.
Пирӗн таврара пӗр пуян ҫӗр улпучӗн, Айтар ятлӑ ҫыннӑн, 7 ывӑл пулнӑ. Вӗсем ӳссе ҫитсен тӗрлӗ вырӑна саланнӑ, ҫӗр ӗҫӗпе пурӑнма пуҫласан ялсем йӗркелесе янӑ. Ҫак ялсене халӗ Туҫа сӑмах хушса калаҫҫӗ. Ҫак ялсем пӗр-пӗринчен 10-15 ҫухрӑмра, хӑшӗсем 2-3 ҫухрӑмра лараҫҫӗ. Халӑхӗ пӗр-пӗринпе халӗ те хутшӑнать. Пирӗн тӑрӑхра 7 Туҫа ялӗ терӗмӗр, акӑ вӗсем ҫаксем: Ӗмпӗрт Туҫа- д. Имбюрти, Упнер Туҫа-д. Опнеры, Чӑраш Туҫа- д. Вторые Тойзи, Чечейкасси Туҫа-д. Первые Тойси, Хурамал Туҫа-д. Хорамалы, Кӗлейкасси Туҫа- д.Килейкасы, Ҫирӗккасси Туҫа- с.Тойси.
1980 ҫ. ЧР Ҫӗрпӳ р-чи Чечейкассинче
Н.Я. Сачковран Г.Л. Никифоров
ҫырса илнӗ. Юмрат пуххи.