Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тани Юн

Юн Тани (чӑн хушамачӗ Максимова-Кошкинская, ҫуралӑ чухне Бурашникова Татьяна Степановна ята панӑ), — чӑваш актриси. 1903 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Етӗрне уесӗнчи (халӗ Чӑваш Енӗн Етӗрне районӗ) Чурпай ялӗнче ҫуралнӑ. 1977 ҫулхи юпа уйӑхӗн 6 Шупашкарта вилнӗ.

Пурнӑҫӗ

Революци вӑхӑтӗчен вӑл Пӗрҫырлан пуҫламӑш шкулӗнче, кайран Большесундырский икӗ класлӑ шкулта вӗреннӗ. Етӗрнере иккӗмӗш ступене вӗренсе петернӗ хыҫҫӑн вӑл 1921 ҫулта мускаври ҫар-спорт шкулне вӗренме кӗнӗ. 1922 ҫулта ӑна физкультура инструкторӗ пулма Шупашкара яраҫҫӗ. Кунта вӑл тӗрлӗ ӗҫре ӗсленӗ.
1924 ҫулта Чӑваш драма теартӗнчи А. И. Слабодский ертсе пынӑ студие вӗренсе пӗтернӗ. Чӑваш тата Вырӑс драма театрӗсенче вылянӑ. Кунта ӑна Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пулас мӑшӑрӗ асӑрханӑ.
1937-1940 ҫулсенче репрессине лекнӗ. 1937 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 29 Чӑваш АССР прокурорӗ Татьянӑна арислеме хушнӑ. Юпа уйӑхӗн 1 вара ӑна тӗрмене хупнӑ. Пӗр уйӑх иртсен, 1937 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, ӑна ыйтусем пама пуҫланӑ. Иккӗмӗш хут ыйтма пуҫласан, раштавӑн 1, ӑна ют ҫӗршыври ҫынсемпе ҫыхӑннишӗн айӑплама тытӑннӑ. Хӗненӗ хыҫҫӑн вара ӑна явапа йышӑнма алӑ пустарнӑ. Ҫав ҫулах, раштавӑн 5, Таньӑна "япун контрразведки" ҫине ӗҫленӗ тесе айӑпланӑ, 8 ҫул ларма панӑ. Арес вӑхӑтне иртерме ӑна Казахстан ССРти Караганда облаҫӗнчи Долинка салине ӑсатнӑ.
1938 ҫулхи кӑрлачра унӑн хӗрӗ, Изида, Сталина амӑшне ирӗке кӑлармашкӑн ҫыру ҫырнӑ, анчах та хурава кӗтсе илеймен. Лагерьтен Татьяна темиҫе хут та ҫырнӑ унӑн ӗҫне тепӗр хут пӑхса тухма, ӑна йӑнӑшпа хупса лартни пирки, анчах та нимӗн те тӑвайман.
1940 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш АССРӑн НКВД Таньӑн ыйтӑвне пӑхса тухнӑ та ӑна тӗрӗс мар тесе палӑртнӑ, хупса лартнӑ вырӑнтан кӑларнӑ. Анчах та актриса ӗҫне пикенме чарнӑ.
1950 ҫулсенчен пуҫласа литература ӗҫне пикеннӗ. Вырӑс ҫыравҫисен ӗҫӗсене чӑваш чӗлхи ҫине куҫарнӑ.

Ӗҫӗсем

Кӗлеткипе хитре пулнӑран, тата выляма та лайӑх вылянӑ пирки вӑл "Чӑвашкино" студи ӳкернӗ нумайӑш чӑваш фильмӗсенче ӳкерӗннӗ. Пӗрремӗш картини «Волжские бунтари» ятлӑ пулнӑ. Кунта вӑл пӗчӗк роле кана вылянӑ: ҫӗтсе кайнӑ ачана шыракан амӑшне. Ӑна вӑл питӗ лайӑх вылянӑ. Ытти кинолентӑсенче вӑл ытларах енӗпе тӗп рольсене вылянӑ.

Кинори рольсем

Вӑл ӳкерӗннӗ картинӑсенчи рольсем:

  • Амӑшӗ ("Волжские бунтари", 1926)
  • Сарпике ("Сарпиге", 1927)
  • Уркка ("Черный столб", 1928)
  • Марье ("Вихрь на Волге", 1928)
  • Таиса ("Апайка", 1929)
  • Колхоз председателӗ ("Помни!", 1932)

Театрти рольсем

  • Глафира ("Волки и овцы", 1936)
  • Наталья ("Васса Железнова", 1936)
  • Эмилия ("Отелло", 1942)
  • Мирандолина ("Трактирщица" К.Гольдони, 1946)
  • тата ыттисем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Тани Юн юнӗ чӗрӗ


 
Категорисем: Тани Юн
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-02-05 17:19:58 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 17754 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем