Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сурхури сценарийӗ

Кил-ҫурт. Виҫ-тӑватӑ хӗр сӗтел ҫине апат-ҫимӗҫ лартаҫҫӗ.
Аякран хӗрсем юрлани илтӗнет.

Сӑвви халӑхӑн,
кӗввине Ф.П. Павлов йӗркеленӗ.

Пирӗн урам анаталла

Пирӗн урам анаталла
Шуса анать пӗр ҫуна.
Эп урампа иртнӗ чухне
Йӗрсе юлать хӗрача.

Ай,ҫил вӗрет, ҫил вӗрет те
Ҫил ҫӗклентерсе ярать
Чӗрипеле чӑтаймасӑр
Йӗрсе юрласа ярать.

Кӗпер ҫине шыв илет те-
Шур кӗпине кам илет?
Cавни санине илет те
Савманнине кам илет?

Улькка:
Сурхури! Сурхури!
Ҫитрӗ кӗтнӗ сурхури!
Хирӗҫ тухса илтӗр-и?
Хапха уҫса хутӑр-и?
Атьӑр, тухӑр, ачасем,
Урам тӑрӑх кайӑпӑр,
Килӗрен киле ҫӳрӗпӗр,
Салам-хӑмла пухӑпӑр.
Кукӑл-ҫимӗҫ пухӑпӑр,
Сурхури тӑк сурхури,
Чаплӑ пултӑр сурхури,
Кӗркури те Варвари,
Пырассине пытатӑр,
Сурхурине пытратри?
Кӗмӗл-нухрат паратри?

Курса ларакансене кил хуҫи мӑйӑрпа, пӑрҫапа хӑналать, ҫапла калать:

Тӗпӗр вӗҫӗ картара пултӑр!
Виҫӗ тӗслӗ выльӑхӑр-чӗрлӗхӗр
Хутаҫлӑ пӑрҫа пек хунавлӑ пултӑр,
Шӳтернӗ пӑрҫа пек мӑнтӑр пултӑр,
Ӑшаланӑ пӑрҫа пек пиҫӗ пултӑр,
Пӗр вӗҫӗ шыв патӗнче пултӑр.

Пӳрте шакӑртатса каччӑсем килсе кӗреҫҫӗ. Вӗсем палламалла мар тӑхӑннӑ. Ташӑ кӗвви пуҫланать. Каччӑсем хӗрсене ташлаттараҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн каччӑсем тухса каяҫҫӗ.

Марине: Хӗрсем, ҫур ҫӗр ҫитет. Атьӑр сурӑх ури тытма витене!
Хӗрсем тухса каяҫҫӗ. Тӗттӗт ҫӗрте сурӑх урине тытаҫҫӗ. Сурӑхсем макӑрни илтӗнет.
Хӗрсем кӗреҫҫӗ.
Санюк: Мана шурӑ сурӑх ури лекрӗ.
Хӗрсем: А-а-а! Апла пулсан Сантӑрах каятӑн. Сантӑр-сарӑ каччӑ.
Укҫине Мана хури ҫакланчӗ.
Хӗрсем шӳтлесе: Чикана тупса яратӑн ӗнтӗ.
Улька Мана вар ватти ҫакланчӗ.
Хӗрсем: Ватӑ урҫана качча каятӑн пулӗ-ха.
Анук: Хӗрсе, айтӑр автан тытса кӗретпӗр.
Хӗрсем: Атьӗр,атьӗр.
Виҫӗ хӗр автан йӑтса кӗреҫҫӗ. Автана урай варрине лартаҫҫӗ. Унӑн умне шыв, тырӑ, укҫа, кӑмрӑк, ҫӑкӑр хурса параҫҫӗ.
Анук: Автан тус, автан тус, ман савни мӗнле пулассине кӑтартса пар;
Автан хӑй умӗнче шыв ӗҫет.
Хӗрсем: Ай, ай, Анук черккене кӑмӑллаканни пулать сан савни!
Анук: Ҫавӑн пекех-ши вара?
Улька: Халӗ, автан тус, ман савни мӗнле пулассине кӑтартса пар;
Автан тырӑ таккать.
Хӗрсем: Пуян, ҫирӗп хуҫалӑхлӑ савни пулать сан.
Санюк: Автан тус, манне те кӑтартса пар-ха.
Автан кӑмрӑк таккать.
Хӗрсем: Чухӑн пулать сан савни.
Марине: Халӗ, автан, ман савни мӗнле пулассине кӑтартса пар.
Марине: Пӑхӑр-ха, пӑхӑр-ха, укҫа таккать ман автан, укҫа таккать!
Хӗрсем: Чӑнах! Пуян Петӗре качча каятӑн пулӗ-ха?
Натюш: Хӗрсем, ҫур ҫӗр ҫитрӗ. Айтӑр мунчана! Куҫкӗски витӗр пӑхӑпӑр.
Хӗрсем мунчана каяҫҫӗ. Сӗтел ҫинче ҫурта ҫунать. Тӗттӗм. Санюк шӑппӑн ҫивитти витӗнсе сӗтел хушшине ларать. Куҫкӗски ҫине пӑхать. Ҫав вӑхӑтра малтанах сӗтел айне пытанса ларнӑ Палюк вӑрттӑн тухса куҫкӗски ҫине пӑхать, каллех пытанать.
Санюк: Куртӑм, куртӑм!
Хӗрсем: Кама?
Санюк: Палюка, Палюка!

Улька сӗтел хушшинче ҫивиттипе витӗнсе ларать. Калле вӑрттӑн хыҫалтан Ҫерук пӑхать.
Улька: Хӗрсем, хӗрсем, эпӗ те куртӑм, Ҫерука!
Ҫав вӑхӑтра сӗтел силленсе илет. Хӗрсем сӗтел айне пӑхаҫҫӗ.
Пытанса ларнӑ каччӑсене туртса кӑлараҫҫӗ.
Хӗрсем: Акӑ ӑҫта пытанса ларнӑ пирӗн пулас савнисем. (Кулаҫҫӗ, шавлаҫҫӗ).
Пурте пӳрте кӗреҫҫӗ.
Марине: Хӗрсем, тепӗр ҫул та турӑ мӗне пулассине юмӑҫ ярса пӑхар-ха.
Хӗрсем: Пӑхар-ха,пӑхар-ха!
Марине тулли пучах илет те шӗкӗлчеме пуҫлать.
Марине: Кӗлет тулли, михӗ тулли, пачах та пулмасть...
Ҫапла каласа пухача шӗкӗлчесе пӗтерет. Кӗлет тулли тухать.
Анук: Хӗрсем, каччӑсем, кӗлет тулли тырӑ пулать. Савӑнар, ташлар, тулӑх пурнӑҫпа пурӑнар.

Пурте такмаксем каласа ташлаҫҫӗ, савӑнаҫҫӗ.


 
Категорисем: Сценарисем, Сурхури
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-12-19 11:24:32 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6444 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем