Станьял Виталий Петрович (чӑн хушамачӗ Никитин) — чӑваш сӑвӑҫи, публицисчӗ, литература тӗпчевҫи, академик. 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Сӗнтӗр ялӗнче ҫуралнӑ.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен (1962), И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалах университечӗн аспиратуринчен (1972) вӗренсе тухнӑ.
Чылай вӑхӑт «Коммунизм Ялавӗ» (Хыпар), «Ҫамрӑк коммунист», «Советская Чувашия» хаҫатсенче ӗҫленӗ. Каҫал, Шӑмӑршӑ, Шупашкар районӗсенчи вӑтам шкулсенче вӗрентнӗ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ университетра чӑваш литературипе фольклор кафедрин ертӳҫинче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пай пуҫлӑхӗнче ӗҫлет.
Чӑваш литературипе тата культурипе 5-10 классем валли вӗренӳ кӗнекисем кӑларнӑ.
1991 ҫултанпа Чӑваш тавра пӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн ертӳҫи, 1992 ҫултанпа Чӑваш халӑх академийӗн вице-президенчӗ.