Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.0 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сверчков Никита Кузьмич

Сверчков Никита Кузьмич — живописец, график. 1891 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Тӑвай районӗ) Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ. 1985 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 18 Шупашкарта вилнӗ.

1934 ҫултанпа СССРти ӳнӗрҫисен пӗрлешӗвӗнче тӑнӑ. 1975 ҫулта ӑна Чӑваш АССРӑн халӑх ӳнерҫи ятне, 1981 ҫулта РСФСРӑн тава тивӗҫлӗ исскуство ӗҫченӗ ятне панӑ. Унӑн ятне ҫавӑн пекех Чӑваш АССРӑн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӑн Хисеп Кӗнекине ҫырса хунӑ. Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр тата «Хисеп палли» орденӗсене тивӗҫлӗ пулнӑ.

Пурнӑҫӗ

1912 ҫулта Хусанти ӳнер шкулне, 1917 ҫулта Санкт-Петербургри ӳнер академиӗн аслӑ ӳнер училищине вӗренсе пӗтернӗ. 1931 ҫулта ҫавӑн пекех Омскра вырнаҫнӑ чукун-ҫул транспорчӗн инженерӗсен институтне пӗтернӗ. 1923-1927 ҫулсенче Бийск хулинче «Алтай Ҫӑлтӑрӗ» хаҫатӑн секретарӗ, кайран Омскра вырнаҫнӑ М.А.Врубель ячӗпе хисепленсе тӑракан ӳнерпе промышленность техникумӗнче ректор пулса ӗҫленӗ. АХРРӑн Ҫӗпӗрӗн Хӗвеланӑҫ филиалӗнче вӗрентнӗ (1928-1931). 1923-1941 ҫулсенче «Капкӑн» журналӑх ӳнерҫи пулнӑ. 1940-1951 ҫулсенче Шупашкарти ӳнер училищинче вӗрентнӗ, 1948-1951 ҫулсенче Шупашкарти пӗрремӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗн директорӗ пулнӑ. 1935-1951 ҫулсенче Чӑваш АССРӑн ӳнерҫичен пӗрлешӗвӗнчи правлениӗн членӗ пулнӑ.

Ӗҫӗсем

Тӗп ӗҫӗсем:

  • "Портрет жены" (1918);
  • "Хоровод" (1928);
  • "Объявление Чувашской автономии" (1935);
  • "Первый трактор в чувашской деревне" (1937);
  • "Передача колхозу Государственного акта на вечное бесплатное пользование землей" (1937);
  • "Кража невесты" (1938);
  • "Бронепоезд "Комсомол Чувашии"" (1943);
  • "А.С.Пушкин в чувашской деревне" (1950);
  • "Чувашская свадьба" (1967);
  • "Дубовая роща" (1974).


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-07-16 20:10:39 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6653 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org