Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Салампи (Петӗр Хусанкай)

1<<
Пӗчӗкҫеҫҫӗскерӗм!
Ма эс пысӑк мар-ши?
Ҫырӑттӑн чиперрӗн
Кунсерен пӗр аршӑн.

Салтака манмашкӑн
Епле эс пултарӑн?
Вӑл сана ачашшӑн
Асӑнать, мӑнтарӑн.

Ун лутра ҫӗр пӳрчӗ
Санпа ҫеҫ илемлӗ.
Кӳр чуппине, кӳрччӗ!..
Вилӗм тек килеймӗ.
>>2<<
Чӗвӗл-чӗвӗл чӗкеҫсем
Ларчӗҫ бруствер хӗррине.
Алӑ вӗҫҫӗн ҫӗклесе
Чӗкеҫрен чӗлхе илме
Эп сана вӗрентеймерӗм.
Каҫарах, пӗчӗкҫӗскерӗм!

Вӗлле хурчӗ тутанать
Ҫеҫпӗле те ӳхлӗме.
Сим кӳмешкӗн тутуна,
Ҫу пек ҫепӗҫ пуплеме —
Пылпа ҫу эп сӗреймерӗм,
Каҫарах, пӗчӗкҫӗскерӗм!
>>3<<
Кунӗн-ҫӗрӗн ҫумӑр, ҫумӑр,
Тӑхлан ҫумӑр пуҫ ҫинче...
Эс, юрать-ха, ҫумма-ҫуммӑн.
Эс, юрать-ха, пит инҫе.

Хӑш чухне эп, ывӑнсассӑн,
Сан сӑнна пӑхатӑп та —
Ҫӗкленет каллех ман сассӑм,
Ватӑлма каллех тӑхтап.

Хӑш чухне, стройра пырса та,
Юнпа хытнӑ ҫӳссене
Эп куратӑп та - сасартӑк
Тӑп тӑратӑп, ҫӳҫенеп...

Кунӗн-ҫӗрӗн ҫумӑр, ҫумӑр,
Тӑхлан ҫумӑр пуҫ ҫинче...
Эс, юрать-ха, ҫумма-ҫуммӑн.
Эс, юрать-ха, пит инҫе.
>>4<<
Урамра ҫилсем кумаҫҫӗ,
Шӑтӑк-шӑхӑр шӑхӑрать.
Иксӗрех эсир кун-каҫӑн,
Япӑхатӑр, ахӑрах.

Кив тетте те пушӑ аркӑ,
Кам кӳрес-ха ҫӗннине?
«Чӑвашла юрласа пар-ха»
Тетӗн эс асаннӳне.

Асаннӳ юрлать... Пӗлесчӗ:
Мӗн юрлать-ши ватӑскер?
Ман пуласчӗ пӗчӗкҫеҫҫӗ,
Ҫип-ҫинҫе те кӗп-кӗске.

Ман халап-юмах итлесчӗ,
Сывламасӑр, санашкал,
Савӑнса вӗҫне ҫитесчӗ,
Сӗтӗресчӗ ҫунашка.
Халь ак эпӗ, итлесен те,
Манас ҫук салтак хӗҫне.
Вӑрҫӑ юмах мар иккен те, —
Ман пӗлесчӗ ун вӗҫне.

Анчах эп пӗлеп, пӗлетӗп:
Халапла кирек мӗнле,
Эс пур чух вӑрҫӑ вӗҫне те
Чӗррӗнех эп ҫитмелле.
>>5<<
Салампи! Паян кӗрешрӗ
Икӗ кайӑк кӑнтӑрла:
Пӗри хуп-хура хӗреслӗ,
Тепри хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ.

Хӑваларӗҫ, кӗр-кӗрлерӗҫ,
Сӑхрӗҫ хытӑ пӗр-пӗрне;
Чикӗм пуҫлӑ кускаларӗҫ,
Кӗҫ ӳкмерӗҫ ҫӗр ҫине.

Окопран пӑхса выртатпӑр
Хӑш палли ҫӗнтерессе.
Кӑшт тӑрсассӑн хӗрлӗ ҫӑлтӑр
Вут хыптарчӗ хӗресе.

Персе анчӗ леш, хӗресӗ,
Тӗтӗм-ҫулӑм кӑларса.
«Пултаратӑн, ҫӑлтӑр, эсӗ!» —
Терӗҫ пирӗн харӑсах.
>>6<<
Эс ҫуралнӑ хулана
Тӑшман илнӗ ҫавӑрса.
Ҫывӑрсам, ан кулянах:
Парӑнмасть вӑл. Ҫывӑрсам.

Эс алхаснӑ пӳлӗмре
Сивӗ, тӗттӗм, пуш-пушах.
«Ҫывӑр, килӗн ӳлӗмрен»
Тет резин упа, кушак.

Эс ҫӳренӗ пахчана
Халь ӳкеҫҫӗ етресем.
Пӗр турат та тӑшмана
Пуҫне таймӗ. Тӗлӗрсем.
Эс чӳхеннӗ шыв-шура
Пӑтратаҫҫӗ ют ҫынсем.
Вӑл тасалӗ — ан хӑра:
Пулмӗ юшкӑн та вӗсен!

Уйӑх чӑмрӗ Атӑла,
Аякра сӑпку халь сан.
Эп тасатрӑм пӑшала.
Ҫывӑр, ҫывӑр, лӑплансам...
>>7<<
Ах, яту хитре-ҫке санӑн!
Тупса хунӑ-мӗн такам...
Тӳррипе калас пулсассӑн,
Кӗвӗҫеп пӑртак, ачам.

Сан ятна эп асӑнсассӑн,
Тин пусап вун саккӑра.
Халӑх ҫамрӑклӑхӗ манӑн
Куҫ умне тухса тӑрать.

А пӗлетни эс, чиперӗм,
Тутаркас таврашӗнчи
Салампи ятлӑ пӗр хӗрӗн
Кун-ҫулне? Тӑхта-ха, чим...

Юрӑсти пулнӑ аппу ҫав,
Пуҫлӑх пулнӑ уявра.
Ку сахал: вӑл пӑлхав пуҫӗ
Пулнӑ теҫҫӗ каярах.

Те ҫӗр ҫул, те ик ҫӗр ҫул-ха
(Пӗлме ҫук тӗрӗссипе) -
Чӑвашсем пӑлханнӑ шухӑ
Аслӑ Атӑл хӗррипе.

Атӑл урнӑ: «Кам кама-ха!»
Хӳнӗ вӑл шыв хӳмесем.
Ҫӑварлӑхланӑ урхамаххӑн
Шӑлне йӗрнӗ хумӗсем.

Хуҫасен кимми-таврашӗ
Ваннӑ, путнӑ куҫ курах.
Путнӑҫем хуҫи паврашнӑ:
«Тур ҫырлах! Шуҫи хурах!»
Ват юманлӑх кӑмӑлланӑ
Яш ҫилле вӗчӗхтерсе.
Юмансем пуҫне сулланӑ
«Парӑнмастӑпӑр!» тесе.
Эс пӑлетни — ҫуллахи ҫӗр
Чи яштак юман сине,
Чи ҫӳле ҫав Салампи хӗр
Шур пӗркенчӗк карнине?

Халӑха ҫапла пуҫтарнӑ —
Пуртӑпа та сенӗкпа
Улпутсен, мӑрса-турханӑн
Мӑшкӑлне пӗтерес пек.

Анчах ҫичӗ хут капланнӑ
Мӑшкӑл пирӗн мӑй ҫине.
Салампи ӗҫӗ хупланнӑ,
Ҫитеймен вӑл хӑй вӗҫне.

Тӑшман ҫарӗ ухӑланӑ,
Ҫурнӑ шур пӗркенчӗке.
Темӗн чухлӗн тыткӑнланнӑ,
Пӑлхав пуҫӗ те лекет.

Пуҫилле ӑна ӑсатнӑ
Инҫетри сӗм вӑрмана.
Ун ятне манман асаплӑ,
Тертлӗ халӑх, самана.>>1942>>

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Петӗр Хусанкайӑн ытти сӑввисене


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-01-28 22:24:29 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4414 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем