Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Савкка

Савкка (выр. Савка) — Чӑваш Республикинчи Йӗпреҫ районӗнчи ял. Пучинке ял тӑрӑхӗн шутне кӗрет.

Географийӗ

Ял Шупашкартан — 100–101 км яхӑн, район центрӗнчен, Йӗпреҫ почелокӗнчен, — 22 км, чи ҫывӑх чукун ҫул станцийӗнчен 22 км аякра вырнаҫнӑ.

Историйӗ

Яла 1922 ҫулта Пучинке ялӗнчен уйрӑлса никӗсленӗ. Малтанхи ячӗ — Савкино (1925). Ваттисен асаилӗвӗпе, пӗрремӗш куҫса килнӗ ҫын Вӑрӑм юханшывӗн пуҫламӑшӗнчи пулӑхлӑ ҫӗрсем ҫинче 1921 ҫулта вырнаҫнӑ, тепӗр ҫулне ялта пӗтӗм урам йӗркеленнӗ.

Коллективизаци тапхӑрӗнче «Красная Нива» колхоз ӗҫленӗ, 2010 ҫулта «Красный партизан» колхоз пулнӑ.

Администраци енӗпе ял Патӑрьел уесӗн Хурамал вулӑсӗнче (1923–1927), Йӗпреҫ районӗнче (1927–1962, 1965 ҫултанпа), Канаш районӗнче (1962–1965) шутланнӑ.

Халӑх йышӗ

2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗн даннӑйӗпе ялта 47 ҫын пурӑннӑ. 2015 ҫулхи даннӑйпе — 41 ҫын. Ытларахӑшӗ — чӑвашсем (2002 ҫулхи халӑх ҫыравӗпе 100%).

Халӑх йышӗ ҫулсем тӑрӑх ҫапла улшӑннӑ:

  • 1926 — 48 кил, 226 ҫын;
  • 1939 — 270 ҫын;
  • 1979 — 131 ҫын;
  • 2002 — 37 кил, 38 ҫын;
  • 2010 — 21 хуҫалӑх, 47 ҫын;
  • 2015 — 41 ҫын.

Паллӑ ҫынсем

  • Николай Теветкел (1937–2026) — чӑваш поэчӗ, прозаик, драматург, куҫаруҫӑ. Чӑваш халӑх поэчӗ (2023), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1997).
  • Руссанов Николай Васильевич (1924–2006) — вӗрентекен, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗ. Районти пӗрремӗш музейе йӗркелекенӗ, республикӑри пӗрремӗш шкул вӑрманлӑхне йӗркелекенӗ. Йӗпреҫ паҫулкин хисеплӗ гражданинӗ. Савкка ялӗнче ҫуралнӑ.

Экономика

Экономикӑн никӗсӗ — ял хуҫалӑх производстви. 2010 ҫул тӗлне «Красный партизан» колхоз ӗҫленӗ.


 
Категорисем: Савкка
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-11-02 23:14:35 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 22 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем