Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Савап сана сентябрӗн сулхӑн каҫӗ (Волгин В.)

Савап сана, сентябрӗн сулхӑн каҫӗ,
Сан илемне саватӑп чӗререн
Ҫывӑх сӑнсем умма килсе тухаҫҫӗ,
Мӗн иртнине йӑлтах асна илен.

Тавралӑха чаршав пек хупӑрланӑ
Вӗҫӗ-хӗррисӗр тӗксӗм пӗлӗтсем;
Кӗрхи ҫилпе хӗрӳллӗн канашланӑн
Урамсенче кашлаҫҫӗ йӑмрасем.

Кантӑксенчен ҫут пайӑрсем юхаҫҫӗ,
Сирсе ывӑтасла каҫ сӗмлӗхне.
Хуллен, янравлӑн пралуксем юрлаҫҫӗ,
Пуҫларӗ вӗтӗ ҫумӑр пӗрӗхме.

Ӑшӑ пӳртре, ялйышӑм, канлӗ ҫывӑр,
Эп халь пӗччен ҫӳретӗп урамра.
Лере, сӑртра, ман чунӑмшӑн чи ҫывӑх,
Чи савнӑ ҫутӑ ӑшшӑн ялтӑрать.

Ҫав ҫутӑпа каҫ сӗмлӗхне сиретӗн,
Тӑран илемлӗн куҫӑм умӗнче.
Ыйтатӑн: тусӑм, ма пӗччен ҫӳретӗн?
Асаилӳ ҫав... Урӑх—нимӗн те.

Эс аякра кунтан, инҫе-инҫе ҫав,
Халь веренетӗн пысӑк хулара.
Анчах сан куҫусем умрах ҫиҫеҫҫӗ,
Ху та утатӑн пек юнашарах.

Сана нумайӑшӗ савма пултарӗ,
Эс ху та, тен, саван урӑххине.
Ан тив, пит шел пулин те пӗрех мар-и,—
Чунтан савсам эппин эс тепӗрне

1953

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-06 23:54:30 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3449 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем