Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сӑпка умӗнче (Волгин В.)

Вырӑсларан Н. Евстафьев куҫарнӑ.>>
Ҫывӑр лӑпкӑн, чӗвӗл-кайӑк,
Пӗчӗкҫӗ пепкем.
Сӑпкуна сиктернӗ май эп
Юрӑ кӗвӗлем.

Уҫӑ, ҫутӑ та пит аслӑ
Умӑнnи ҫулу,
Пултӑрах пӗрмай хаваслӑ
Шӑнкӑрав-куллу.

Вӑй-халне, тарне те халӑх
Хӗрхенмест ӗҫре, —
Пулӗ саншӑн савӑнмалӑх!..
Чунӑх, тӗлӗрех.

Тӑшмансем пуҫласшӑн вӑрҫӑ.
Мирлӗ халӑхсен
Вӑй-хӑвачӗ чӑн та хурҫӑ,
Ҫирӗп вӑл темрен.
Чикӗри хурал та сыхӑ—
Вичкӗн куҫӗсем...
Килтӗр, килтӗр тутлӑ ыйхӑ,
Ҫывӑрах, пепкем.

Кӑшт ӳссен, шкула эс кайӑн.
Уроксем пӗтсен,
Килелле эс чупӑн лайӑх
Паллӑсем илсе.
Мӑюнта хӗм-галстук пулӗ;
Комсомол та шкул
Тупса парӗҫ пурнӑҫ ҫулӗ... —
Ҫывӑр, канлӗ пул.

Аҫу пек ӳссе ҫитсессӗн,
Вӑй кӗрсен хулна,
Инженер, тен, пулӑн эсӗ,
Кайӑн стройкӑна.
Ҫӗршывра таҫта та пур ӗҫ! —
Эс тӑрӑшнисем
Тусусемшӗн ырлӑх кӳрӗҫ...
Чӗппӗм, тӗлӗрсем.

Никама та памӑн эсӗ
Хӑвӑн телейне.
Тӑшмансем вутпа килсессӗн
Хамӑр ҫӗр ҫине,
Пӗр ҫӗкленӗн, пӗр аркатӑн
Ирсӗр йӑх-яха!..
Тӗлӗкре те эс кулатӑн,
Путрӑн ыйӑха.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-06 22:57:48 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4069 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем