Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Резникова Ирина Борисовна

Резникова Ирина Борисовна — Чӑваш Енӗн халӑх артистки, эстрада юрӑҫи. 1948 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗнче Мускавра ҫуралнӑ.

Кун-ҫулӗ

Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче пӗлӳ пухнӑ. 1968 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх филармонийӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ «Ҫеҫпӗл» эстрада ансамблӗн солистки пулнӑ, 1994 ҫултанпа — ансамблӗн ӳнер ертӳҫи.

Ирина Резниковӑн репертуарӗнче вырӑс тата совет композиторӗсен юррисем. Ҫавӑн пекех вӑл чӑваш халӑх юррисене те юрлать. Ф.М. Лукин, Г.С. Лебедев, Т.И. Фандеев, В.А. Ходяшев, А.В. Асламас, А.П. Галкин тата ытти кӗвӗҫӗсен юррисене вӑл шӑрантарнӑ.

Ирина Резникова ансамбльпе пӗрле Польшӑра, Югославинче пулнӑ, ҫавӑн пекех СССР кӗрекен республикӑра йӗркеленӗ концертсене хутшӑннӑ.


 
Категорисем: Юрӑҫсем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-09-22 11:22:05 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2429 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org