Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӑсӑк технологи сӑмахӗсем

Кунта эсир кӑсӑк технологиллӗ сӑмахсене чӑвашла мӗнле куҫармалли пӗлме пултаратӑр.

Пӗтӗмӗшле

Доступ — (?) Ҫитме майли, кӗме пултарасси. Я получил доступ к компьютеру (здесь в смысле "взломал") — Эпӗ компьютер ӑшне кӗме пултартӑм (Эпӗ компьютер ӑшне ҫитме май тупрӑм).
Настройка — Ӗнерлени, Ӗнерлев
Операция — Операци.
Оболочка — Витӗм /Программная оболочка — программа витӗмӗ/
Оболочка (тепӗр варианчӗ) - сыру /обволакивающая оболочка - сыру/
/Обволакивающие средства - сырулӑ япаласем/
Поиск — шырав.
Результат — пӗтмӗш.
Свойство — Уйрӑмлӑх. Свойства — уйрӑмлӑхсем.
Образ — сӑнар, сӑнлӑх, сӗрелте (внешний вид, подобие)

Программӑлани

Значение — Пӗлтерӗш
Инициализатор — Пуҫаруҫӑ
Исходный код — Пуҫламӑш код
Код — Код
Модуль — Модуль
Объект — Ӗскер
Программирование — Программӑлани, Программа ҫырасси
Разработать — Шутласа кӑлар
Тело функции — Функци кӗлетки
Указатель — Кӑтартмӑш
Обектно-ориентированное программирование — объексем майлӑ программӑлани
Язык программирования — Программӑламалли чӗлхе

Компьютер

Аутентификация — Аутентификаци (см. Доступ)
Всплывающие окна — Сиксе тухакан чӳречесем
Каталог — Каталог
Компьютер — Компьютер
Память — Асӑм (Компьютерная память — Компьютер асӑмӗ)
Окно — Чӳрече
Установить — Ларт
Установить программу — программӑна ларт.
Windows — Windows

Интерфейс

Вид — Курӑм
Вставить — Кӗртсе ларт
Выделить — Палӑрт
Выделить все — Пӗтӗмпех палӑрт
Вырезать — Касса кӑлар
Инструменты — Хатӗрсем
Копировать — копиле
Отменить — Пӑрахӑҫла
Ошибка — Йӑнӑш
Панель — Хӑма (Панель инструментов — Хатӗрсен хӑми)
Плагин — Плагин
Скин — кӗпе, тир /Скин WinAmp"a — WinAmp кӗпи, WinAmp тирӗ/
Скрыть — Пытар
Сохранить — Сыхласа хӑвар
Стереть — Хурат, тасат
Удалить — Кӑларса пӑрах

Интернет

Входящее соединение — Кӗрекен ҫыхӑну
Исходящее соединение — Тухакан ҫыхӑну
Домашняя страница — Пуҫламӑш страница, Тӑван страница
Домен — Домен
Домен верхнего уровня — Ҫӳллӗ шайри домен
Дополнения — Хушӑмсем
Закачать — кӗрт. (Закачать файл — Файла кӗрт)
Протокол — протокол
Сетевой протокол — тетел протоколӗ
Скачать — уҫласа ил.
Соединение — ҫыхӑну.
Ссылка — ссылка, каҫӑ, каҫма.

Ыттисем


 
Категорисем: Чӑваш чӗлхи
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-04-18 13:03:43 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 9174 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org