Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Победа

Победа — Тутарстанӑн Теччӗ районне кӗрекен ял (посёлок). Ялтан район центрне 25, Хусана — 155 ҫухрӑм. Пӑвари чукун ҫул станцине ҫитме 8 километр.

Тавралӑх

Улема шыв хӗрринче вырнаҫнӑ.

Ял-йыш

2009 ҫул пуҫламӗшӗ тӗлне поселокра 15 ҫын пурӑннӑ, пурте пенсионерсем. Победӑра 6 кил хуҫалӑхӗ.
Ҫирӗм ҫул каялла 34 кил хуҫалӑхӗнче 172 ҫын ҫын пурӑннӑ.
2005 ҫулччен социаллӑ ӗҫченсем пулнӑ, анчах вӗсене чакарнӑ.

Посёлок кун-ҫулӗ

20 ҫул каялла ялта ферма пулнӑ: 2000 пуҫ сурӑх, 102 пуҫ пушмак пӑру тытнӑ. 1932 ҫулта ҫуралнӑ Федор Яковлевич Кутилов 30 ҫул, пенсие тухиччен, ферма заведующинче тӑрӑшнӑ. Поселокра лавкка та пулнӑ, кӗҫӗн классене вӗрентекен шкулта 25 ача ӑс пухнӑ, клуб ӗҫленӗ, Ф.Командовӑн пӑспа ӗҫлекен арман пулнӑ. Ял пӗр урамран тӑнӑ.

Победа поселок, хӑй ятлӑ колхоз та 1928 ҫулта пуҫланса кайнӑ. Ӑна П.Ф.Подаков, Г.Н.Тимяшев, В.М.Малышкин, И.А.Тимербулатов, С.И.Евдакимов, К.П.Шадрин коммунистсем пуҫарса янӑ. 15 хуҫалӑх Аслӑ Ӑнӑран уйрӑлса тухса ҫак вырӑна куҫса ларнӑ, колхоз йӗркеленӗ.

Пӗлме интереслӗ

Мӗншӗн ял Победа ятлӑ? Колхоз тунӑ чух хресченсемпе кулаксем хушшинче ҫӗр пирки пысӑк тавлашу пынӑ. Кулаксем Кучаси варӗ таврашӗнчи, хӑйсем утар тытакан ҫӗрсене колхоза парасшӑн пулман. Ҫӗр ыйтӑвне татса пама Хусанах ҫитнӗ. Ҫав ҫӗрсене колхоза илме ирӗк панӑ унта, хресченсем ҫӗнтернӗ. Ҫавӑнпа пухура колхоза Победа ят хума йышӑннӑ.

Хуҫалӑх

Яла халь автолавкка та килсе ҫӳремест, почта кашни кунах кӳреҫҫӗ.

Ҫул-йӗр

Аслӑ Ӑнӑран поселока ҫитме асфальт сарман ҫулпа 4 ҫухрӑм утмалла (машинӑпа та ҫитме пулать).

Культура

Победӑн престол праҫникӗ Йерман кунӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех пӗтӗм совет уявӗсене палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Ҫӑварние, Мӑнкуна, Ҫимӗке, Питрава паллӑ тунӑ.
Масар поселокран кӑнтӑралла, 500 метрта вырнаҫнӑ. Пенсионерсене ачисем, мӑнукӗсем пӑхаҫҫӗ.

Ҫыхӑну

Радио та, электричество та Победӑна 1960 ҫулта кӗртнӗ.

Почта адресӗ: 422374, Тутарстан Республики, Теччӗ районӗ, Аслӑ Ӑнӑ ял хутлӑхӗ, Победа поселокӗ.

Хушма каҫӑсем



 
Категорисем: Победа
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-10-14 16:26:33 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3594 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем