Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Питрав

Халӑхра Питрав уявне икӗ енпе ирттереҫҫӗ. Пӗр майлӑ — чиркӳ йӗркипе: чиркӗве ҫӳресе, ҫурта лартса, кӗлӗ туса тасалса, килте апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе ҫисе, хӑналанса.
Тепӗр майлӑ — Питрав умӗнхи каҫра: Питрав кунӗнчи каҫран ҫамрӑксем вӑйӑ лапамне, сӑртне, улӑхне тухса карталанса юрласа шыва йывӑҫ туратне /авал — пӗлтӗрхи йӗрӗх хуллин тураттисене/ пӑрахса ҫурхи вӑхӑтран уйрӑлнине, ҫу вӑхӑтне куҫнине палӑртнӑ.
Хӑш ҫӗрте ҫамрӑксем /хӗрсем/ Питрав кун хӗвел тухичченех ҫаран ҫинче, вӑйӑ вырӑнӗнче юрланӑ, апатланнӑ.
Ҫамрӑксем /каччӑсем/ кӗрешмелле вылянӑ. Ирхине вырӑнти шывра шыва кӗрсе киле таврӑннӑ. Ҫак вӑхӑтра хӗр-упраҫ хӗр аки-сухине ирттерни те паллӑ. Ӑна пӗр майлӑ ҫӗр амалантӑр, тепӗр майпа ял ҫине мур ан ӳктӗр тесе ирттернӗ.
Килте, ҫемьере Питрав умӗнхи каҫра мунча хутса кӗнӗ. Питрав кунӗнче така пуснӑ. /Така пуҫне хӗвел тухӑҫ еннелле тытнӑ. Апатра ӑна кил хуҫине панӑ/. Каҫ еннелле тӑвансем ашшӗ /аслашшӑ-кукашшӗ/ килне пуҫтарӑннӑ, Питрава уявланӑ.
Ӑҫтан тухнӑ-ха Питрав уявӗн ҫак тата ытти йӑлисем?
Христос вӗренекенӗсене Петӗрпе Павӑл ҫветтуй апостолсене Христос тӗнне вӗрентсе сарса тӑнӑшӑн Рим императорӗ хушнипе Римра асаппантарса вӗлернӗ. 1891 ҫулта тухнӑ Библи энциклопедийӗнче ҫакӑ 57-мӗш ҫулта, кивӗ стильпе ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулса иртнӗ тесе ҫырнӑ, 1877 ҫулта тухнӑ тепӗр кӑларӑмра - 67-мӗш ҫулта /кунӗ ҫавах/. Рим Чиркӗвӗн ертӳҫисем II ӗмӗрте /халӗ - Ватикан/ йышӑннӑ тӑрӑх Петӗрпе Павӑла асӑнмалли йӗрке виҫҫӗмӗш ӗмӗрте пурнӑҫа кӗнӗ.
Руҫ патшалӑхӗнче православи тӗнне пин ҫул каярах йышӑннӑ. Унччен вӗсем хӑйсен, славянсен тӗнӗпе пурӑннӑ. Вӗсене _язычниксем_ тенӗ. Ҫакскерсем ҫулталӑкри йӗркесене хӗвел тӑрӑх тытса пынӑ.
Ҫак вӑхӑтра хӗвеле, хӗвел вылянине, ҫӗр ҫинчи ӳсен-тӑран ҫитӗнсе пынине, выльӑх-чӗрлӗх самӑрланса ҫитнине паллӑ тунӑ.
Выльӑх пусса, апатланса тӑванланнӑ уява ирттернӗ.
Пурӑна киле чиркӳ йӗркисене те йышӑннӑ, анчах Питрав вӑхӑтӗнчи типӗрен тухсан выльӑх /така, вӑкӑр/ пусас йӑла пӗтмен.
Чӑвашсем Христос тӗнне йышлӑн XVIII ӗмӗр вӗҫӗнче йышӑннӑ.
XIX ӗмӗрте ҫырнӑ кӗнекесенче - "Чуваши и черемисы Казанской губернии", А.Фукс, 1834 ҫ., "Заметки о чувашах", В.Сбоев, 1841 ҫ., "О религиозных поверьях чуваш", В.П.Вишневский, 1846 ҫ. - ҫак вӑхӑтра чӑвашсем ҫинҫе /синзе/ уявне канлӗх вӑхӑтне палӑртса ирттернӗ тесе асӑннӑ. Вӑхӑчӗ — хӗвел чи ҫӳллӗ тӳпене улӑхса ҫитнӗ /синзе, ҫинче/ кунпа /20.06/ ҫыхӑннӑ.
"Синзе" сӑмаха ҫӗр пӗтӗленсе йывӑрланнӑ, ун ҫине пӗтӗлӗх юлнӑ пулӑмпа, хӗвел тӳпе /синзе/ ҫине улӑхса ларнӑ вӑхӑта ҫыхӑнтарса ӑнлантараҫҫӗ.
Тыр-пула акса пӗтернӗ хыҫҫӑн канлӗ вӑхӑт 2-3 эрне таран тӑсӑлнӑ. Ҫак вӑхӑтра ҫӗре чавма, ҫӗр ӗҫне тума юраман. Хӗрлӗ е чӑпар тумтир тӑхӑнман. Кӑнтӑрла вучах чӗртмен. Ӗҫсенчен — пула тытма, пушӑт касма, вӑрман тума юранӑ. Cинзе кунӗ пур вучаха та сӳнтернӗ. Каҫ еннелле йывӑҫпа йывӑҫа сӑтӑрса ҫӗнӗ вутӑ чӗртнӗ. Ял ҫыннисем ҫӗнӗ вутпа, вӑчам кӑмпи урлӑ, хӑйсен вучахне чӗртнӗ, пӑтӑ, апат пӗҫерсе ваттисене асӑннӑ. Тепр эрнинче чӳк чуклесе ҫурхи вӑхӑта ӑсатнӑ. Ҫамрӑксем вӑйӑ вырӑнне тухнӑ, малтан асӑннӑ йӑласене ирттернӗ. Пурӑна киле чиркӳ йӗрки чӑвашсен пурнӑҫне те кӗнӗ.
Ҫак вӑхӑтра ирттерекен уй чӳкне /учӳк/ пачӑшкӑсем хутшӑнни те паллӑ. Вӗсем акнӑ е ыраш шӑркана ларнӑ анасем тавра халӑхпа турӑшсем ҫӗклесе тухни ҫинчен ҫырса хӑварни пур.
Ҫак статьяна хатӗрленӗ вӑхӑтра Комсомольски районӗнчи Шурут таврашӗнчи ҫынсемпе _ калаҫрӑм. Вӗсем Питрав уявесене 1970 ҫулчченех Марат Шемен катинче, Хӑнтӑрла картунӗ ҫывӑхӗнче ирттернине аса илчӗҫ. Ҫаранти утта ҫулса пуҫтарни ҫинчен те ас тутарчӗҫ. Унта вунӑ ялти темиҫе пин ҫын /12-35 ҫултисем/ пуҫтарӑнни ҫинчен, вӗсем малтан ял-ял картисенче ҫаврӑнса, унтан пӗрлешӳ картишӗсенче /саккӑрла, икӗ, виҫӗ, тӑватӑ хут карталанса/ юрланисене аса илчӗҫ. Ҫамрӑксен кӗрешӗвне, ялти паттӑрсене палӑртрӗҫ. Ҫурхи вӑййа ӑсатнине, салатнине аса илчӗҫ. Юлашки хут вӑййа Питрав кунӗн каҫӗнче ял урамӗнче ирттернӗ иккен. Ун хыҫҫӑн вӑййа тек тухман.
Ҫак вӑхӑтра утӑ ҫулма тухнӑ уяв, утӑ пӑтти, улӑхра ирттернӗ чӳксем ҫинчен ҫырса хӑварнисем те пур.
Пирӗн енче Йӑлӑмри Криуш утравӗ ҫинчи йӗрӗх ҫаранӗсене Питравччен ҫулса пуҫтаратчӗҫ. Утӑ ҫулакансем ҫаран ҫинче 7-8 кун пурӑнатчӗҫ.
Ҫаран ҫине пырсан ӳплесене карталаса ҫыхсан, утӑпа витсе лартсан, вучах туса чӗртсен тата апат пӗҫерсен Ҫаран ыррине, ийине, туррине асӑнатчӗҫ.
Утӑ ҫулса пӗтерсен, капансене пуҫтарса лартсан юлашки кун ӳплесен уттине сутса эрех илетчӗҫ. Така пусса /ялтан кайса илетчӗҫ/ утӑран тухнине асӑнса уявлатчӗҫ.
Хӗрарӑмсем ҫаран ҫинче йӑвалана-йӑвалана ҫаврӑннине, ҫаран ырлӑхӗнчен пурлӑх, сывлӑх, ҫут санталӑкран пӗтӗлӗх ыйтнине ас тӑватӑп. Пурӑна киле кӗнеке тӑрӑх удмурт халӑхӗн йӑлисемпе паллашрӑм. Вӗсем ку уява хуран пӑтти уявӗ теҫҫӗ. Улӑхра 20-30 хуранпа пӑтӑ пӗҫереҫҫӗ. Таврари утӑ ҫулакансене пуҫтараҫҫӗ. Шутлӑр-ха: ку ӗнтӗ чӑнах та халӑхри ырӑлӑх, туслӑхпа кӑмӑллӑх.

Хальхи вӑхӑтра Питрав кунне мӗнле ирттермелле?

Вырӑнти ватӑсем, пуҫлӑхсем /пачӑшкӑсем хутшӑнсан та аван/ пуҫтарӑнса, канашласа вырӑнти йӑласене аса илсе ырӑ уява тавӑрмалла.
Питрав умӗн мунча кӗрсе тасалмалла. Питрав мунчинче ҫичӗ тӗрлӗ курӑк шывӗпе ҫӑвӑнмалла.
Питрав кунӗнче ваттисен, ҫитӗннисен чиркӗве кӗрсе, ҫурта ҫутса ваттисене, Петӗрпе Павӑл апостолсене чиркӳри пупсам вӗрентнӗ пек асӑнмалла.
Килте, ҫемьере, выльӑх /така/ пусса Питрав типпинчен тухмалла.
Ҫамрӑксен каҫ енне уяв лапамне, утӑ ҫулнӑ ҫарана, улаха тухса вырӑнти вӑйӑсене ирттермелле.
Вырӑн-вырӑнта утӑ ҫулса пӗтернине те палӑртмалла.
Кӗтуҫсене, выльӑх пӑхакансене хисеплесе палӑртмалла.
Вырӑнти пуҫлахсен Акатуйӗнчи пек паттӑрсене, ӗҫченсене палӑртса парнесем парса хисеплемелле.
Ял ӗҫченӗ - чысра, ял уявӗ хисепре тӑмалла!

Микихвер мӑчавар,
«Хыпар», 2007, утӑ, 12


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-11-13 23:10:49 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8873 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем