Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Паллӑ ҫыравҫӑ (Степан Аслан)

Степан Степанович Аслан — паллӑ прозаик, очеркист, кулӑш ӑсти. Ноябрь уйӑхӗн 18-мӗшӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитрӗ.

Чӑваш Республикин патшалӑх кӗнеке палатинче ҫыравҫӑн 19 кӗнеки, 200 ытла калавӗпе очеркӗсем, повеҫӗсемпе романӗсем, статйисем тата ун ҫинчен ҫырнӑ паха материалсем тирпейлӗн упранаҫҫӗ. Мӗнле хакланӑ-ха паллӑ ҫыравҫӑн пултарулӑхне 40–50 ҫул каялла кун ҫути курнӑ пичет докуменчӗсенче?

С.С. Аслан 1917 ҫулта Канаш районӗнчи Тури Сурӑм ялӗнче вӑтам хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Шӑхасанти колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Колхоз почтальонӗ, Канаш районӗнчи «Социализмшӑн» (халӗ «Канаш ен») хаҫат редакцийӗн сотрудникӗ пулнӑ. Ҫав хушӑрах хӑй тӗллӗн нумай вӗреннӗ, республикӑра тухса тӑракан хаҫата тӑтӑшах ҫырса тӑнӑ.

С. Аслан литература ӗҫне сӑвӑсенчен тытӑннӑ. Каярахпа калавсемпе повеҫсем хайлама пуҫланӑ. Унӑн малтанхи калавӗ «Сӑмакка айӑкки» «Сунтал» журналӑн 1937 ҫулхи 8-мӗш номерӗнче пичетленсе тухнӑ. Калав пуҫламӑшӗнче «Ст. Йаратай» тесе алӑ пуснӑ. Унтанпа калав темиҫе хут та тӗрлӗ ҫӗрте пичетленнӗ, ӑна шкул ачисем вӗренекен «Тӑван сӑмах» кӗнекене те кӗртнӗ.

1938-1942 ҫулсенче ҫыравҫӑ Совет Ҫарӗнче пулнӑ. Совет салтакӗсемпе командирӗсен паттӑрлӑхне вӑл «Комков разведчик», «Засадӑра», «Гварди капитанӗ Кириллов» очерксенче ҫырса кӑтартнӑ. Очерксем хыҫҫӑн «Аслати» повеҫӗ кун ҫути курнӑ. Повеҫре автор партизансем паттӑррӑн кӗрешнине, фашистсене хирӗҫ тӗрлӗ халӑх ҫыннисем ҫума-ҫумӑн тӑрса ҫапӑҫнине сӑнланӑ. Халӑх вӑйӗ — аслати, ӑна никам та, нихҫан та ҫӗнтереймӗ — ҫакӑ произведенин тӗп шухӑшӗ пулнӑ. «Мана «Аслати» повесть питех те килӗшнӗччӗ. Вӑт, епле ӳсеҫҫӗ ҫынсем. Эпӗ кун пек произведени хӑҫан ҫырма пултарӑп-ши? — тесе шухӑшларӑм ун чухне», — палӑртнӑ чӑваш ҫыравҫи В. Алентей хӑйӗн «Тӑван ҫӗр сӗткенӗ» статйинче (Тӑван Атӑл. — 1977. — № 11. — С. 76).

Иртнӗ ӗмӗрӗн 50–60-мӗш ҫулӗсенче Аслан пултарулӑхӗ тата та ҫӗкленнӗ. Унӑн умлӑ-хыҫлах «Ахрат», «Алла-аллӑн», «Хӑват», «Сехмет» романӗсем вулакан патне ҫитнӗ. Ку кӗнекесем чӑваш литературинче, уйрӑмах унӑн илемлӗ прозинче, талантлӑ автор хушӑнни ҫинчен ҫирӗплетнӗ. Асӑннӑ романсенче автор чӑваш халӑхӗн ҫур ӗмӗр тӑршшӗнчи кун-ҫулне сӑнласа панӑ. «Ахратпа» «Сехметре» ҫырса кӑтартнӑ ӗҫсем революциччен пулса иртнӗ. «Алла-аллӑн» роман коллективизаци вӑхӑчӗ ҫинчен. «Хӑват» романра вара Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенчи совет ҫыннин паттӑрлӑхне, фронтпа тыл пӗрлӗхне ӗненмелле, витӗмлӗ укерчӗксемпе кӑтартса панӑ. Ахальтен мар чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи В. Бурнаевский романсене ҫапла хак панӑ: «С.Асланӑн романӗсем ҫивӗч сюжетлӑ, ҫивӗч конфликтлӑ. Вӗсенчи пурнӑҫ кӗрешӳре иртет. Унӑн романӗсенчи персонажсен диалогӗсем чӑн чӑвашла, вӑйлӑ, витӗмлӗ. Вӗсенче халӑх философийӗпе колоричӗ яр уҫҫӑн палӑрать» (Коммунизм ялавӗ. — 1987. — 18 чӳк).

С. Аслан творчестви пуян. Унӑн калавӗсемпе повеҫӗсем, очеркӗсемпе фельетонӗсем «Ҫул ҫинчи ҫутӑсем», «Калавсем», «Хам айӑплӑ», «Илемли», «Ял калавӗ» кӗнекесенче пичетленсе тухнӑ. «Пуҫламӑшӗ», «Ҫӗр ҫунать», «Вӑрман кайӑкӗсем» повеҫсем ҫырса кун ҫути кӗртнӗ.

Ҫыравҫӑ ачасене те манса хӑварман. Унӑн «Пулла кайсан», «Павӑл савӑнӑҫӗ», «Маруҫпа Валерик» тата ытти хайлавӗсем ҫамрӑк вулакансен асне вӑраха кӗрсе юлнӑ.

Сӑмах ӑсти кулӑшла калавсем те сахал мар шӑрҫаланӑ. Унӑн «Тӳнтер ҫуха», «Куҫа-куҫӑн» кӗнекисем уйрӑмах паллӑ. «Хӑйне евӗрлӗ илӗртӳ пурччӗ унӑн кулӑшӗсенче. Вӗсен хакӗ паян кун та ҫухалман писателӗн», — ҫапла палӑртнӑ чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи Г. Ефимов «Ялав» журналӑн 1997 ҫулхи 11-мӗш номерӗнче.

С.С. Аслан 1980 ҫулта пиртен уйрӑлса кайнӑ. Апла пулин те чӑваш халӑхӗ унӑн ятне манмасть. Вӑл ҫырса хӑварнӑ произведенисем халӑхӑмӑра халӗ те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалантараҫҫӗ, малашне те хавхалантарӗҫ.

Е. Арланова

ЧР патшалӑх кӗнеке палатин пай пуҫлӑхӗ.

«Урал сасси»


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2014-10-09 22:33:13 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5465 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем