Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пайраш Кузьма Ильич

Пайраш Кузьма Ильич (чӑн хушамачӗ Садиков), — чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ. 1906 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Вускасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1974 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

1938 ҫултанпа СССРти ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗнче тӑрать. 1964 ҫулта Чӑваш АССРӑн тава тивӗҫлӗ тухтӑр ятне панӑ.

Пурнӑҫӗ

Анат Кӗнер шкулӗнче, Шупашкар совпартшкулӗнче, Мускав медицина институтӗнче пӗлӳ пухнӑ. «Канаш» тата «Ҫамрӑк хресчен» хаҫатсен редакцийӗсенче ӗҫленӗ.

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, 1941-1946 ҫулсенче, Иккӗмӗш Инҫет Хӗвелтухӑҫ фрончӗнче хирург пулса хутшӑннӑ.

Тухтӑрта Муркаш районӗнчи Мӗн Сӗнтӗр пульницинче тата Шупашкар поликлиникинче вӑй хунӑ. Ҫав хушӑрах кирек кама хумхантаракан калавсем, пьесӑсем ҫырнӑ.

Ӗҫӗсем

Хӑйӗн пӗрремӗш ӗҫӗсене 1925 ҫулта пичӗтленӗ. Ҫавӑн пекех тӗне хирӗҫле тата тӗлӗксем ҫинчен кӗнекесене, «Телейсӗр кунсем» драмине (1928) тата ытти япаласене ҫырнӑ.

Пурӗ унӑн 10 кӗнеке ытла тухнӑ. «Лайӑх эмел», «Лида йӑнӑшӗ», «Ҫул ҫинче» ятлисем уйрӑмах хумхантаруллӑ.

Кӗнекисем

Ҫак кӗнекесем унӑн тухнӑ:

  • «Кинемей» (1954);
  • «Юрату юрри» (1969);
  • «Лида йӑнӑшӗ» (пьесӑсемпе калавсем, 1976);
  • тата ыттисем.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Пайраш Кузьма Ильич
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-08-30 14:23:24 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 11073 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем