Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Нурӑс

Нурӑс (выр. Калинино) — Чӑваш Республикинчи Вӑрнар округӗнчи ял. Нурӑс ял тӑрӑхӗн административлӑ тӗпӗ.

Географийӗ

Ял Вӑрнар округӗн варринче, Шупашкар хулинчен 70 километрта, район тӗпӗнчен 17 километрта вырнаҫнӑ. Ял лаптӑкӗ — 5 тӑваткал километр.

Историйӗ

Яла 1524 ҫулта Норусово ятпа асӑннӑ. 1514–1522 ҫулсенчи карттӑ ҫинче те Норусово ятне тупма пулать. Ял ячӗ Норус (Нурӑс) текен ҫӗр хуҫин ячӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл «камӑн ӗни курӑнать, ҫав вырӑн унӑн ҫӗрӗ» тенӗ. Ҫавӑнпа унӑн пысӑк лаптӑк ҫӗр пулнӑ. Кайран Норусовсем ҫак ҫӗр ҫинче ултӑ выҫӑлккӑ никӗсленӗ: Мачамӑш, Кивьял, Услапа, Хӑмӑш, Кӑмпал, Ҫӗньял.

XVIII ӗмӗрти архив докуменчӗсенче яла «Покровское, Норусово тож» тесе асӑннӑ. 1748 ҫулта унта Покров Турӑ Амӑшӗн ячӗпе йывӑҫ чиркӳ пулнӑ.

1939 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗнче яла М. И. Калинин СССР патшалӑх ӗҫченӗн ячӗпе Калинино тесе улӑштарнӑ. 1939–1956 ҫулсенче Калинино Калинин районӗн тӗпӗ пулнӑ.

Халӑхӗ

2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗ тӑрӑх, ялта 1343 ҫын пурӑннӑ. 2012 ҫул тӗлне халӑх йышӗ 1548 ҫынна ҫитнӗ. Тӗп наци — чӑвашсем.

Паллӑ ҫыннисем

Инфраструктури

Ялта ҫак объектсем ӗҫлеҫҫӗ:

  • Нурӑс вӑтам шкулӗ;
  • «Светлячок» ача сачӗ;
  • Покров Турӑ Амӑшӗн чиркӗвӗ;
  • Нурӑсри интернат-шкул;
  • Нурӑсри психоневрологи интерначӗ;
  • ял тӑрӑхӗн администрацийӗ;
  • культура ҫурчӗ, вулавӑш, фельдшер-акушер пункчӗ.

Экономики

Ял ҫыннисем ял хуҫалӑхӗпе промышленность пӗрлешӗвӗнче ӗҫлеҫҫӗ.


 
Категорисем: Нурӑс
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

irinuk87 тӳрлетнӗ, информацие 2026-10-23 18:45:20 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 20 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем