Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Марков Анатолий Семёнович

Марков Анатолий Семёнович — чӑваш физикӗ, вӗренӳ йӗркелевҫи, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1957), профессор (1980). 1930 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Хитекушкӑнь ялӗнче ҫуралнӑ.

Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи Канюкова Александра Семёновна аппӑшӗ пулать, Марков Борис Семёнович актёр тата режиссёр — пиччӗшӗ.

Пурнӑҫӗ

1951 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн физикӑпа математика факультетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1957 ҫулта Ленинградри патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӗвне ӳстернӗ.

1951–1954 ҫулсенче ял ачисене вӗрентнӗ, 1957–1963 ҫулсенче институтра преподаватель пулса вӑй хунӑ. 1963 ҫулта ӑна Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ректорӗн вырӑнне шанса панӑ. Ку тивӗҫе вӑл 1984 ҫулччен пурнӑҫланӑ. 1984 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче институт ректорне Георгий Сидорович Сидорова лартнӑ.

1983–1995, 2012–2014 ҫулсенче институтӑн пӗтӗмӗшле физика кафедрин профессорӗ пулса ӗҫленӗ. 1995 ҫулта ӑна физика тата физикӑна вӗретмелли меслетлӗх кафедрин заведующийӗ вырӑнне лартнӑ. Ку тивӗҫрен ӑна 2008 ҫулта хӑтарнӑ. 2003–2007 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх университечӗн физикӑпа техника факультечӗн деканӗ пулса та вӑй хунӑ. 2009–2012 ҫулсенче университетӑн теориллӗ тата экспериментлӑ физикӑн кафедринче профессор пулса студентсене вӗрентнӗ.

Ӗҫӗсем

Анатолий Семёнович 60 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырса хатӗрленӗ.

Хисепӗсем, чыславсем

1969 ҫулта Чӑваш АССРӗн атва тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ята тивӗҫнӗ. Ӗҫлӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, «Чӑваш Республикин умӗнче тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденӑн медалӗпе чысланӑ.

1977 ҫулта унӑн ятне Чӑваш Республикин Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӗн Хисеп Кӗнекине кӗртнӗ.


 
Категорисем: Ӑсчахсем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2016-02-21 03:37:41 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3759 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем