Максимов Николай Николаевич — чӑваш ҫыравҫи. 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче ҫуралнӑ.
1982 ҫултанпа СССР ҪП членӗ. 1995 ҫулта Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ.
Мӑкшӑ патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче, Горькийӗнчи аслӑ парти шкулӗнче вӗреннӗ. Йӗпреҫ район хаҫат редакторӗ ҫумӗ, Куславкка район хаҫачӗн редакторӗ, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн культура пайӗн заведующийӗ пулнӑ. «Капкӑн» журналӑн редакторӗ, Чӑваш Ен ҪП правлени председателӗ вырӑнӗсенче ӗҫленӗ. «Советская Чувашия» тата «Столица-Ч» хаҫатсен тӗп редакторӗ вырӑнӗсене йышӑннӑ.
Пичетленсе тухнӑ кӗнекисем:
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |