Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Мӗн тери этем! Мӗн тери поэт!

1987 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗ. Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине савӑнӑҫлӑн уявлама эпир Мускаври литераторсен ҫуртне пухӑнтӑмӑр. Пирӗн йыхравпа унта тӗнчери тата Совет Союзӗнчи нумай-нумай паллӑ ҫыравҫӑ пуҫтарӑннӑччӗ - Пӑлхартан, Венгрирен, Украинӑран, Белоруссирен, Раҫҫейри автономиллӗ республикӑсенчен. Мускаври паллӑ поэтсемпе куҫаруҫӑсем йышлӑччӗ. Ҫав каҫра Калмӑк халӑх поэчӗ, Социализмлӑ ӗҫ Геройӗ, Патшалӑх премийӗсен лауреачӗ Давид Кугультдинов калани уйрӑмах асра юлчӗ.
— Эрне каярах, — терӗ вӑл, — ман патӑма Шупашкартан Мускавра Хусанкай каҫӗ пуласси ҫинчен пӗлтерчӗҫ те мана ҫав уява хутшӑнма чӗнчӗҫ. Пыратӑп, епле пырас мар-ха, — терӗм эпӗ. — Элистапа Мускав хушшинче сывлӑш ҫулӗ е чукун ҫул пулман пулсан та эпӗ Петӗрӗн ҫавнашкал чаплӑ кӗрекине ҫуран утса та пулин пур пӗрех ҫитеттӗмччӗ. Мӗн тери этем! Мӗн тери поэт!
Каярах эпӗ Петӗр Хусанкай пирки ҫавӑн пек ӑшӑ та ырӑ сӑмахсем каланине Сергей Михалковпа Егор Исаевран, Расул Гамзатовпа Юсуп Хапалаевран, Мустай Каримпа Хасан Туфанран, Миклай Казаковпа Борислав Степанюкран тата ятлӑ-сумлӑ ытти нумай-нумай ҫынран илтрӗм.
Эй, аслӑран та аслӑ, пултаруллӑ та ӗҫчен, хӑвӑн сӑнна, хӑвӑн ху евӗрлӗхне, хӑвӑн сассуна, тӗррӳне сыхласа хӑварнӑ халӑхӑм! Эй, ҫӗр чӑмӑрӗн ҫыннисене малалла аталантарма пулӑшнӑ Никита Бичурин пек, Иван Яковлев пек, Константин Ивановпа Ҫеҫпӗл Мишши пек, Александр Изотовпа Петр Дементьев пек, Андриян Николаев пек, Петӗр Хусанкайпа Ухсай Яккӑвӗ пек ҫынсене ҫуратса ӳстернӗ аслӑ халӑхӑм! Тавта пуҫ сана. Эс пуррипе тӗнче илемлӗрех, ӑслӑрах, ҫутӑрах, ӑшӑрах.
Петӗр Хусанкай тесен вара... Пӗлместӗп, пулӗ-ши, пулмӗ-ши малашне пирӗн ҫакнашкал Улӑп? Пулӗ-ши, пулмӗ-ши пирӗн ҫакнашкал пур енӗпе те аталаннӑ, пур енӗпе те ӑста, пур енӗпе те тӗлӗнтерӳҫӗ, пур енӗпе те поэт-асамҫӑ? Ҫак сӑмахсене мухтав юрри юрлас тесе мар, вӑл тунӑ ӗҫсен, вӑл тӑван халӑх валли хӑварнӑ пуянлӑхӑн тӗшшине чунӑмпа туйса тӑнӑран калатӑп.
Тӳррипе, чӑваш литературинче вӑл Константин Ивановпа Ҫеҫпӗл Мишши хыҫҫӑн килнӗ виҫҫӗмӗш поэт. Хӑшӗ вӑйлӑрах пулнине палӑртасси — пархатарсӑр япала.
Ҫавна каламалла: виҫҫӗшӗ те — ҫул уҫакансем. "Нарспи" пек поэма пулаймӗ, "Хурҫӑ сас" пек сӑвӑсем шӑранаймӗҫ, "Тилли юррисемпе" "Хушка хумсем" пек ӗнчӗ пӗрчисем тек пулаймӗҫ. Ҫавна ҫуратма ҫӳлти Турӑ пӑшӑлтатса тӑни кирлӗ. Турри вара чуна вырнаҫакан сӑмахсене кашни ҫыннах пӗлтерсе тӑрасшӑн мар.
Эй, аслӑ та мухтавлӑ Петӗр пиччем! Сан хӑватна эпӗ чи малтанах сан пултарулӑхунта чӑваш чӗлхи, чӑваш сӑмахӗ, халӑхӑмӑрӑн ӑслӑ та сӑпайлӑ, таса та тирпейлӗ, уҫӑ та янравлӑ, сиплӗ ҫӑл шывӗ пек тӑрӑ та тарӑн ӑс-пуҫӗ хӑватлӑ вулкан пек тапса тӑни тӑрӑх хаклатӑп. Эсӗ пирӗн чӑваш чӗлхи Гомерпа Петрарка, Шекспирпа Гете, Пушкинпа Есенин, Тукайпа Джалиль, Кудашпа Карим чӗлхисенчен пӗртте кая мар, тен, хӑш-пӗр ҫӗрте вӑйлӑрах та пулнине ӗнентерӳллӗн кӑтартса патӑн. Эсӗ пирӗн чӑваш литературине тӗнче шайне кӑлартӑн. Эсӗ Ҫеҫпӗл Мишши сӑввисене аллӑ халӑх чӗлхине куҫарма пулӑшса калама ҫук пысӑк ӗҫ турӑн. Эсӗ Шекспирӑн вилӗмсӗр "Ромеопа Джульеттине", Пушкинӑн "Евгений Онегинпа" "Полтава" поэмисене, Грибоедовӑн "Ӑса пула инкек", Лермонтов, Шевченко, Чехов, Вазов, Райнис, Маяковский, Тычина, Рыльский тата ытти паллӑ ҫыравҫӑн хайлавӗсене чӑвашла куҫарса наци культурин пӳлмине калама ҫук пуянлатрӑн.
Санӑн аслӑ ӗҫӳ, санӑн наци пуласлӑхӗшӗн Тӑван ҫӗршыва парӑннӑ чӑн-чӑн ывӑл пек хыпса ҫунни чӑваш ҫыннисене, пултарулӑх ӗҫченӗсене шутсӑр пысӑк вӑй-хӑват пачӗҫ. Ҫамрӑксемшӗн эсӗ чӑн-чӑн атте пек пултӑн, шуррине шурӑ, хурине хура тесе пӗр пытармасӑр каларӑн, ят илнӗ ҫыравҫӑсене те, тин ҫырма пуҫланисене те тивӗҫлипе хакларӑн. Шел, паян эпир литература критики тивӗҫлӗ шайра тесе мухтанма пултараймастпӑр.
Чӑваш тӗнчиччӗ Хусанкай тӗнчи: Сӑпайлӑх та ӗҫченлӗх, тараватлӑх. Таҫта ҫитсессӗн те — чӑваш элчи, Таҫта пулсассӑн та - виҫеллӗ, ятлӑ..., - тесе ҫырнӑччӗ эпӗ пӗр сӑввӑмра. Петр Петрович чӑвашпа тӗнче литературисен туслӑхне аталантарас тӗлӗшпе чӑннипех те паттӑр ӗҫ турӗ. Уйрӑмах вӑл тӑвӑнла пӑлхар литературине Чӑвашра, чӑваш литературине Пӑлхарта лайӑх пӗлсе тӑччӑр тесе ырми-канми ӗҫлерӗ. Халӑх поэчӗ ҫавӑн пекех Украина, Белорусси, Кавказ, Балтика, Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи туслӑ халӑхсен литературисен хушшинчи асамат кӗперне хыврӗ, ҫав ҫыхӑнусем паян кун та аталансах пыраҫҫӗ.
Анлӑ тавра курӑмлӑ сӑвӑҫ хӑйне халӑх ӗҫӗнче те тивӗҫлипе кӑтартса пачӗ. Пӗр хушӑ вӑл Раҫҫей Федерацийӗн Аслӑ Канашӗн тата Чӑваш Республикин Аслӑ Канашӗн депутачӗ пулчӗ, республикӑри Писательсен союзӗн правленине ертсе пычӗ, СССР тата РСФСР Писательсен союзӗсен правлени членне суйланчӗ. Литература тата общество ӗҫӗсенче хастар пулнӑшӑн 1950 ҫулта Петӗр Хусанкая Чӑваш халӑх поэчӗ, 1967 ҫулта Чӑваш Республикин К.Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн, 1969 ҫулта Чӑваш комсомолӗн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премийӗн лауреачӗн ятне панӑ. Ӑна ҫавӑн пекех Чӑваш АССР Ӗҫ мухтавӗпе паттӑрлӑхӗн Хусеп кӗнекине кӗртнӗ.
Нумаях пулмасть поэт ҫырнисен пуххи ултӑ томпа пичетленсе тухнине, Шупашкарта поэт ячӗпе Культура керменӗ пуррине, Тутарстани Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялне Хусанкай ятне панине, пӗлтӗр ҫулла тӗп хуламӑрта поэт палӑкне уҫнине шута илсен — эпир халӑхӑн аслӑ ывӑлне манса каймастпӑр теме пултарӑпӑр. Ҫапах та пирӗн тивӗҫ — тивӗҫлисене тивӗҫлипе хисеплесси. Аслӑ поэтӑмӑрӑн хайлавӗсем тахҫанах ӗнтӗ Мускаври тата тӗнчери издательствӑсенче кун ҫути кураймарӗҫ. Тӗнче шайӗнчи классика, тӗнче шайӗнчи кӑла-рӑмсем кирлех. Ку вӑл тӑван халӑхӑн ялтраса тӑракан пуянлӑхӗ ҫинчен тӗнчене куллен пӗлтерсе тӑракан палӑрӑм пулӗччӗ.
Савӑнӑр, чӑвашсем, пирӗн халӑх шутсӑр пуян пулнишӗн. Ҫак халӑх ҫӗр ҫул каялла Петӗр Хусанкая ҫуратнӑ!

Порфирий АФАНАСЬЕВ,
Чӑваш халӑх поэчӗ.
«Хыпар» кӗнекинчен (1 /59/, 2007, кӑрлач, 23) илнӗ


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-02-08 10:21:42 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6803 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем