Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Мӑн Шемертен ял тӑрӑхӗ

Мӑн Шемертен ял тӑрӑхӗЕтӗрне районӗнчи ял тӑрӑхӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ — Егорова Альбина Ивановна

Пуҫлӑхсем

Тавралӑх

Ялсем

Халӑх йышӗ

2006 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне ял тӑрӑхӗнче пурӗ 703 кил шутланнӑ. Вӑл вӑхӑтра пурӗ 1947 ҫын пурӑннӑ, вӗсенчен ӗҫлеме пултараканнисем — 986, 18 ҫула ҫитменнисем — 431, пенсине тухнисем — 530.

Паллӑ ҫыннисем

  • Айдак А.П. РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.
  • Владимирова Е.Л — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.
  • Андреева З.И. — халӑха ҫутта кӑларас ӗҫӗн отличникӗ.
  • Захарова Л.С. — халӑха ҫутта кӑларас ӗҫӗн отличникӗ.
  • Грибов А.М. — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ.

Хуҫӑлӑх

Ял тӑрӑхӗнче 10 лавкка пур: Етӗрнен РПО-н пурӗ 8, Шупашкарти спирсавучӗн апат-ҫимӗҫ лавкки, канцеляри таварӗсен лавкки.

Культура

Ял тӑрӑхӗнче пурӗ 2 шкул пур: Тури Ачакри пӗтӗмешле вӑтам пӗлӳ паракан шкул, Автарҫырминчи пӗтӗмӗшле тӗп пӗлӳ паракан шкул.
Тури Ачакра Етӗрнери ӳнер шкулӗн уйрӑмӗ, художество шкулӗ ӗҫлет.
Ял тӑрӑхӗнче 2 музей пур. Пӗри Тури Ачакра вырнаҫнӑ, Хресченӗн килне сӑнласа паракан музей. Тепри Автанҫырминче вырнаҫнӑ, вӑл «Ленин хӗлхемӗ» (Ленинская искра) колхоз кун-ҫулӗпе, ялӑн ӗҫри тата вӑрҫӑри паттӑрлӑхпа паллаштарать.
Мӑн Шемертенре Таса Тройца чиркӗвӗ пур.

Сывлӑх

Ял тӑрӑхӗнче пурӗ 3 фельдшер пункчӗ пур.

Каҫӑсем



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-11-29 10:25:08 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3312 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем