Левтина Марье (Нестерова Алевтина Никитична), — чӑваш сӑвӑҫи, драматург, публицист. 1945 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 22 Чӑваш Енӗн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хурапха ялӗнче ҫуралнӑ. 2001 ҫултанпа Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗнче тӑрать.
1988 ҫулта Аслӑ Октябӑре 70 ҫул ҫитнӗ ятне халалланӑ Пӗтӗм союзӑн иккӗмӗш халӑх пултарулӑх фестивалӗн лауриачӗ пулнӑ. 1991 ҫулта Мускавра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш йӑпанупа выляв программисене ертсе пыракансемпе исполнительсен конкурсӗн лауриачӗ пулнӑ.
"Соцсоревнованиӗн ҫӗнтерӳҫи" паллине, хисеп грамотисене тивӗҫлӗ пулнӑ.
Пурнӑҫӗ
Чӑваш Республикин культурӑпа ҫут-ӗҫ училищине вӗренсе пӗтернӗ.
Чӑваш Республикин ача-пӑча театрӗнче, Чӑваш Республикин пукане театрӗнче тата Чӑваш патшалӑх ташӑпа юрӑ ансамблӗнче артистка пулса ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех Томск облаҫӗнчи Парабельский РДКра халӑх театрӗн режиссёрӗ, Чӑваш Республикин Сӗнтӗрвӑрри РДКак ертӳҫи, Шупашкарти 50-мӗш вӑтам шкулӑн тата Ҫӗнӗ Шупашкарти Ача-пӑчасен пултарулӑхӗн центрӗн хушма пӗлӗвӗн вӗрентекенӗ пулнӑ.
Ӗҫӗсем
Хӑйӗн пӗрремӗш "Алина" пьесине 1956 ҫулта, 4 класра, ҫырнӑ. Вӑл вӑхӑтран унӑн сӑввисемпе пьесисем республикӑри хаҫӑтсемпе журналсенче пичӗтленеҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче вӑл сахал мар пьеса ҫырнӑ: «Ик айкки те тӑвайкки», «Тайӑлнӑ кукамай», «Телейпи», «Аслати авӑтсан...» Ҫавӑн пекех нумай сӑвӑ ҫырнӑ. Унӑн сӑввисемпе кӗвӗҫӗсем нумай юрӑ хывнӑ.
Ҫавӑн пекех Левтина Марье сӑввисене вулама пултаратӑр.