Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Лебедев Валериан Степанович

Лебедев Валериан Степанович — Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗ. 1931 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Салапай ялӗнче ҫуралнӑ. 2011 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗнче вилнӗ.

Пурнӑҫӗ

1953 ҫулта Кейӳ патшалӑх консерваторийӗ ҫумӗнчи музыка училищине пӗтернӗ, унтан пӗлӗвне А.В. Луначарский ячӗллӗ театр ӳнерӗн патшалӑх институтӗнче (ГИТИС) ӳстернӗ. 1948-1949 ҫулсенче Ишлейри культура Ҫуртӗнче инструктор-массовик пулса ӗҫленӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫине 1954 ҫулта тухнӑ. 1969-1974 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх музыка театрӗн (халӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ) директорӗ пулнӑ. 1999 ҫултанпа Чӑваш академи драма театрӗнче музыка пайӗн заведующийӗ, 2003 ҫултанпа концертмейстер пулса ӗҫленӗ.

Республикӑри пултарулӑх ушкӑнӗсене те вӑл самай пулӑшса тӑнӑ. Вӑл тӑрӑшнипех В.И. Чапаев ячӗллӗ савутӑн арҫынсен хорӗ халӑх хорӗн ятне илме пултарнӑ.

Пултарулӑхӗ

Вуламалли


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-02-07 16:54:41 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2873 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем