Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.0 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Корчакова Светлана Васильевна

Корчакова Светлана Васильевна — чӑваш актриси. 1948 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Кӳлпуҫре ҫуралнӑ.

Светлана Васильевна Чӑваш АССРӗн театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1975). 1991 ҫултанпа Чӑваш ССРӗн тава тивӗҫлӗ актриси.

Машӑрӗ ЧР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, режиссерӗ Корчаков Н.В. Ҫемьере икӗ ача.

Пурнӑҫӗ

Ялти пуҫламӑш тата Хӑвӑлҫырмари сакӑр ҫул вӗренмелли шкулсенче ӑс пухнӑ. Канашри педагогика училищине вӗренсе пӗтернӗ. Шупашкарта воспитательте ҫур ҫул ӗҫленӗ. 1968–1972 ҫулсенче Ленинградри патшалӑхӑн театр, музыка тата кинематографи институтӗнче вӗреннӗ. Вӗренсе пӗтерсен Чӑваш ене таврӑннӑ, 1977 ҫулччен Ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫленӗ. Каярахпа Чӑваш патшалӑх академии драма театрӗнче 2006 ҫулччен вӑй хунӑ.

Халӗ тивӗҫлӗ канура.

Пултарулӑхӗ

Светлана Васильевӑн уйрӑмах ватӑ ҫынсен сӑнарӗ лайӑх калӑпланнӑ.

Паллӑ сӑнарӗсем:

  • Фрау Марта («Икс» операци, С.Димин);
  • Наҫтаҫ («Кай, кай Ивана», Н.Айзман);
  • Татьяна («Хурлӑхлӑ чан сасси», Н.Сидоров);
  • Устинья Наумовна («Хамӑ ҫынсем – йӳнеҫтеретпӗр», А.Островский);
  • Надя («Кӑвакарчӑнӑм эс манӑн», В.Гуркин);
  • Людмила Яковлевна Баскакова («Амантнӑ чун», В.Розов);
  • Галька («Чуна кивҫен илеймӗн», В.Распутин);
  • Манюк («Суйлакана — Суйпике», Н.Сидоров);
  • Анфис аппа («Пурҫӑн кӳлӗ вӑрттӑнлӑхӗ», М.Левтина);
  • Пинерпи амӑшӗ («Айтар», П. Осипов);
  • Спиридовна («Хӑв пурӑнас килнӗ пек ан пурӑн», А. Островский);
  • Катерина («Пӗрне пӗри юратсан», А. Ларев);
  • Валентина Фёдоровна («Праски кинеми мӑнукне авлантарать», А. Чебанов);
  • т. ыт. те.

Каҫӑсем



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-08-20 13:25:30 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2810 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org