Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Канюкова Александра Семёновна

Канюкова Александра Семёновна — чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1950). 1919 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Элӗк районне кӗрекен Хитекушкӑнь ялӗнче ҫуралнӑ. 2008 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

РСФСР халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ ята тивӗҫнӗ.

Канюков Владимир Яковлевичӑн арӑмӗ, Марков Анатолий Семёновичпа (физик, профессор) Марков Борис Семёновичӑн (чӑваш актёрӗ, режиссёрӗ) аппӑшӗ.

Пурнӑҫӗ

1943 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1967–1977 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ пулса ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем

Канюкова чӑваш чӗлхин историне, диалекчӗсене, лексикине, сасӑ уйрӑмлӑхӗсене тӗпченӗ, диалектологи экспедицийӗсене хутшӑннӑ. Виҫӗ кӑларӑмпа тухнӑ «Чӑвашла тӗрӗс те илемлӗ калаҫар» (Шупашкар, 1959, 1968, 1975) кӗнекинче автор чӑваш орфоэпийӗн тӗп правилисем, синоним, антоним, омоним пулакан сӑмахсем, илемлӗх мелӗсем ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ, вӗсемпе калаҫу чӗлхинче епле усӑ курмаллине палӑртнӑ.

«Чувашская диалектология» кӗнекинче Александра Канюкова чӑваш диалекчӗсемпе калаҫӑвӗсен фонетика, морфологипе синтаксис тата лексика уйрӑмлӑхӗсене тишкернӗ, вӗсене хальхи литература чӗлхипе танлаштарнӑ.

Филолог студентсемпе вӗрентекенсем валли хатӗрленӗ вӗренӳ пособийӗнче автор чӑваш чӗлхин диалекчӗсемпе калаҫӑвӗсен уйрӑмлӑхӗсене кӑтартакан топонимика материалне кӗртнӗ.

Пичетленнӗ кӗнекисем:

  • Чӑваш диалектологийӗн хрестоматийӗ. Ш., 1970;
  • Чӑвашла тӗрёс калаҫар. Вӗренӳ пособийӗ. Ш., 1994.

Вуламалли

  • Александра Семеновна Канюкова / Е.Ф.Васильева, А.А.Сосаева пухса хатӗрленӗ. Ш., 1999.


 
Категорисем: Ӑсчахсем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2016-02-21 03:11:31 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4796 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем