Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӑшнаруй

КӑшнаруйКанаш районӗнчи ял, Кӑшнаруй ял тӑрӑхӗн тӗпӗ. Шупашкартан 56 ҫухрӑмра, Канашран 21 ҫухрӑмра ларать.

Тавралӑх

Ҫывӑх ялсем

Ял кун-ҫулӗ

Яла никеслекенсем XVIII ӗмӗрте Шӑхалтен куҫса килнӗ.

XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче ялта лаша арманӗ ӗҫленӗ.

1927 ҫулччен ял Ҫӗрпӳ уесӗн Энтрияль вулӑсне кӗнӗ.

1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен Канаш районне, 1935 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Шӑхасан районне, 1944 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен Чурачӑк районне кӗнӗ. 1959 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ хыҫҫӑн хальхи вӑхӑтчен Канаш районне кӗрет.

Халӑх йышӗ

  • 1795: 25 кил;
  • 1897: 186 арҫын, 197 хӗрарӑм;
  • 1926: 82 кил, 167 арҫын, 218 хӗрарӑм;
  • 1939: 219 арҫын, 259 хӗрарӑм;
  • 1979: 169 арҫын, 201 хӗрарӑм;
  • 2002: 116 кил, 160 арҫын, 167 хӗрарӑм.

Паллӑ ҫыннисем

Культура

Ялти шкул 1919 ҫулта уҫӑлнӑ.

Хальхи вӑхӑтра ялта шкул, фельдшер пункчӗ, клуб, вулавӑш пур.

Хуҫалӑх

Кӑшнаруйра лавкка, ҫыхӑну уйрӑмӗ тата перекет банкӗн уйрӑмӗ пур.

Ҫул-йӗр

Ял А-151 ҫул хӗрринче ларать.

Каҫӑсем



 
Категорисем: Кӑшнаруй
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-06-08 21:58:22 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8358 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем