Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ефимов Никита Ефимович

Ефимов Никита Ефимович — чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, чӑвашран тухнӑ пӗрремӗш чӗлхеҫӗ, «Материалы к изучению чувашского языка» алҫырӑвӗн авторӗ. 1858 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мешӗнче Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Патӑрьел ялӗнче ҫуралнӑ. 1918 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Елчӗк ялӗнче вилнӗ.

Кун-ҫулӗ

1865–1866 ҫулсенче Патшалӑх харпӑрлӑх министерствин училищинче вӗреннӗ. 1879–1889 ҫулсенче Хусанти миссионерсен приютӗнче пурӑннӑ, ҫав вӑхӑтра чӑваш чӗлхипе этнографийӗн ыйтӑвӗсемпе интересленнӗ.

1889 ҫулта Сӗве хулинчи икӗ класлӑ училищӗрен, 1894 ҫулта миссионерсен курсӗнчен вӗренсе тухнӑ та 11 ҫул хушши пупра ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем

Никита Ефимовӑн «Материалы по грамматике чувашского языка» тата «Чувашские песни с переводом их на русский язык» тӗпчев ӗҫӗсем алҫырӑвӗ хальлӗн сыхланса юлнӑ.

Никита Ефимович тунӑ пӗтӗмлетӗвӗсемпе Николай Иванович Ашмарин та хӑйӗн «Материалы для исследования чувашского языка» (1898) ӗҫӗнче усӑ курнӑ.

Каҫӑсем

Вуламалли


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-10-24 08:40:47 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4923 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем