Вирьял Юрий Петрович (чӑн хушамачӗ Петров) — чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ. 1936 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Красноармейски районне кӗрекен Еншик Чуллӑра ҫуралнӑ. 1993 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.
1967 ҫултанпа СССР ҪП членӗ шутланать. 1993 ҫулта Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне панӑ.
1961 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институтне, 1968 ҫулта А. М. Горький ячӗллӗ литиратура институтне пӗтернӗ. «Пионер сасси» хаҫатпа «Тӑван Атӑл» журнал редакциӗсенче, чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ.
Юрий Вирьялӑн сӑвӑ пуххи нумай пичӗтленсе тухнӑ. Вӑл ача-пӑча валли сӑвӑсем ҫырнӑ, ун сӑввисемпе юрӑ та нумай кӗвӗленӗ. Чылай чӗлхерен чӑвашла сӑвӑсем куҫарнӑ.
Пичӗтленсе тухнӑ кӗнекисем: