Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.0 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Виктор Рзай

Рзай Виктор Ефремович — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ. 1906 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Кавалта ҫуралнӑ. 1970 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарта ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1934 ҫултанпа СССР ҪП пайташӗ пулнӑ.

Пурнӑҫӗ

1914-1920 ҫулсенче хӑйсен ялӗнчи икӗ класлӑ шкулта вӗреннӗ. 1927-1929 ҫулсенче «Канаш» хаҫат редакцин литература ӗҫченӗ пулнӑ, «Сунтал», «Капкӑн» журналсемпе «Ҫамрӑк хреҫчен» хаҫат ӗҫне хастар хутшӑннӑ. 1928-1933 ҫулсенче Хусанти педагогика институтӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ, Тутар Республикин Ҫутӗҫ министерствинче тӗрӗслевҫӗ ӗҫне туса пынӑ.
1933 ҫулта Виктор Ефремович Шупашкара куҫса килнӗ, Чӑваш АССР Ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн правленинче ӗҫлеме пуҫланӑ.
1934-1944 ҫулсенче В. Рзай Тутар АССРӗпе Чӗмпӗр облаҫӗсенчи вӑтам шкулсемпе аслӑ шкулсенче вырӑс чӗлхине вӗрентнӗ. 1944-1945 ҫулсенче каллех пичет ӗҫӗнче вӑй хума тивнӗ. 1945-1966 ҫулсенче Канашри медицина училищинче тата вӗрентекенсене хатӗрлекен инститра вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.

Ӗҫӗсем

В. Рзайӑн ҫак кӗнекесем пичетрен тухнӑ:

  • «Ҫамрӑк вӑхӑт» (сӑвӑсем, 1928);
  • «Виҫӗ калав» (1930);
  • «Калавсем» (1934);

Ҫыравҫӑ поэзире 1920-мӗш ҫулсенче вӑй хунӑ.
Виктор Рзай пултарулӑхне тӑлмач пек те кӑтартнӑ — ҫармӑссен литературине никӗслекен М. Шкетанӑн «Энегер» романне чӑвашла куҫарнӑ. Унсӑр пуҫне Ҫемен Элкерӗн «Шурӑмпуҫ килсен» романне вырӑсла куҫарнӑ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Виктор Рзай
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-01-27 19:25:28 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3256 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org