Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.0 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Валинке

ВалинкеЭлӗкри культурӑпа кану центрӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ пултарулӑх ушкӑнӗ.

Ушкӑн хӑйӗн пултарулӑхӗпе Чӑваш Ен тулашӗнчи чылай ҫӗре ҫитнӗ — Тутарстан, Пушкӑртстан, Пенза облаҫӗ. Чулхула, Сарӑту, Суздаль, Мускав, Питӗр, Богородск тата ытти Раҫҫей хулисем вӗсем юррисемпе, ташшисемпе паллашнӑ.
«Валинке» чылай фестиваль хӑни — «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем», «Сӑрпа Ҫавал ҫаврисем», «Эмӗрсен эрешӗсем». Ытти тӑрӑхри фестивальсене те хутшӑнаҫҫӗ — 1995 ҫулта Волгоград хулинче иртнӗ «От Волги до Дона» (Атӑлпа Тан хушшинче) фестивальте, 2010 ҫулта «Окно в небо» (Тӳпе чӳречи) фестивальте пулнӑ.

Ушкӑн тытӑмӗ

Ушкӑн виҫӗ пайран тӑрать: аслисен, вӑтаммисен, тата ача-пӑча ушкӑнӗ. Пурӗ «Валинкере» 60 яхӑн ҫын — вӗрентекенсем, ӗҫ ҫыннисем, шкул ачисем, тухтӑрсем, пенсионерсем, культура ӗҫченӗсем.

Кун-ҫулӗ

Ушкӑн 1970 ҫултах йӗркеленнӗ. Ушкӑна пуҫтараканӗ Константинова Любовь Михайловна пулнӑ. 1995-2001 ҫулсенче пултарулӑх ушкӑнне Шупашкар музыка училищин фольклор уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ Алина Афанасьева ертсе пынӑ. 2001 ҫултан вара ушкӑна Инна Витальевна Афанасьева ертсе пырать — вӑл Хусанти культура патшалӑх институчӗн хор дирижированийӗн уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ.

Чыславсем

Ача-пӑча ушкӑнӗ «Черчен чечексем» тата «Пӗчӗк ҫеҫ путене» фестивальсен лауриачӗ.

Каҫӑсем

Культура провайдерӗнчи страница


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-07-02 08:46:21 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2478 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org