Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.7 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Ачасен юратнӑ ҫыравҫи

Марфа Дмитриевна Трубина (Трубина Мархви) — чӑваш ача-пӑча литературине пуҫарса яраканӗсенчен пӗри. Кӑҫал вӑл ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитрӗ.

Кӗнеке палатинче Трубина Мархвин 28 кӗнеки, пултарулӑх хӗлхемӗпе шӑранса тухнӑ сӑвви-юмахӗ, калавӗ-повеҫӗ упранаҫҫӗ, паян та ҫамрӑксене ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ, ӑслӑ, хӑюллӑ пулма вӗрентеҫҫӗ, вулакансен чӗринче ырӑ туйӑм ҫуратаҫҫӗ. Хӗрарӑм-ҫыравҫӑ ҫинчен ҫырнӑ паха материал та сахал мар кунта.

М.Трубина 1888 ҫулта Куславкка районӗнчи Аслӑ Куснар ялӗнче чухӑн хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Ялти шкултан вӗренсе тухсан Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ. Ҫавӑн чухне вӑл этемӗн пурнӑҫ тӗллевӗсем пирки шухӑшлама пуҫланӑ. К.Иванов, Н.Шупуҫҫынни сӑвӑҫсемпе, Ф.Павлов, С.Максимов композиторсемпе ҫыхӑну тытнӑ. И.Тургенев, Л.Толстой, А.Пушкин, Н.Гоголь произведенийӗсемпе паллашнӑ. А.Кольцов поэзийӗпе ҫунатланса хӑй те сӑвӑ ҫырма пуҫланӑ. М.Трубинан пӗрремӗш сӑввисем — «Елик» (1906), «Вилӗм», «Чухӑн ҫын» (1908) ҫав вӑхӑтри хура халӑхӑн тертлӗ пурнӑҫне сӑнланӑ.

Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ҫамрӑк вӗрентекен Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫӗнчи земство шкулӗнче, кайран тӑван ялӗнчи пӗлӳ ҫуртӗнче ӗҫленӗ. Вӗренекенсемпе алӑпа ҫырса «Шкул кунӗсем» журнал кӑларнӑ. Унта шкул пурнӑҫне ҫутатнӑ, сӑвӑ-юрӑ пичетленӗ.

1919 ҫулта Хусанта ҫамрӑк ҫыравҫӑн «Чӑваш юмахӗсем» пӗрремӗш кӗнеки пичетленнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн «Шурӑмпуҫ», «Сунтал», «Канаш», «Ҫамрӑк хресчен», «Ӗҫ хӗрарӑмӗ», «Трактор» хаҫат-журналта сӑвви-калавӗ тӑтӑшах кун ҫути курнӑ. «Энтӳҫпе Маруҫ», «Ҫуркунне», «Утӑ вӑхӑтӗнче», «Кӗркунне», «Хӗр хуйхи» сӑввисенче автор чӑваш ҫамрӑкӗсен телейсӗр шӑпи ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ.

Трубина Мархвин пултарулӑхӗ прозӑра вӑйлӑрах палӑрать. Кунта калас тенине уҫӑмлӑраххӑн, ҫивӗчреххӗн, анлӑраххӑн ҫавӑрса илсе, сӑнарсене витӗмлӗрех кӑтартса пама майсем ытларах. «Эрех ҫулӗ», «Пасар кунӗ» калавсенче ҫыравҫӑ кивӗ йала-йӗркене питленӗ, ӗҫке ерни ҫынна чӗрӗллех вилӗм шӑтӑкне туртнине сӑнласа кӑтартнӑ. «Хӑнаран», «Вупӑр», «Микул турра хӗнени» калавӗсем унӑн пултарулӑхӗнче уйрӑмах пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Вӗсенче автор кивӗ йӑлапа кӗрешме чӗннӗ, ҫӗнӗ самана паллисене сӑнланӑ.

Ача-пӑча литературин никӗсне хывас тата ӑна аталантарас тӗлӗшпе М.Трубина нумай вӑй хунӑ. «Пукане», «Автан авӑтать», «Куян юрри», «Марук чӑххи», «Кӑсӑя» сӑввисем ачасене туслӑ пулма, ӗҫе юратма вӗрентнӗ. «Хӗрлӗ галстук», «Ача-пӑча сӑввисем», «Марине», «Пӗчӗк бригадирсем», «Асӑнмалӑх, савӑнмалӑх» кӗнекисенче те тӗп сӑнарсем — ачасем. М.Трубина ҫур ӗмӗре яхӑн шкулта ӗҫлесе вӗсен пурнӑҫне, шухӑш-кӑмӑлне, ӗмӗчӗсене, туртӑмӗсене лайӑх пӗлсе ҫитнӗ. Хайлавӗсенче автор ачасене Тӑван ҫӗр-шыва юратма, халӑхшӑн тӑрӑшма, ӗҫчен те ырӑ кӑмӑллӑ, ҫулӑмлӑ патриотсем пулма вӗрентнӗ. Унӑн хайлавӗсен ҫамрӑк ӑрӑва пӗлӳ парас ӗҫри пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ чылайӑшне шкул хрестоматийӗсене кӗртнӗ.

М.Трубинан пултарулӑхӗнчи пысӑк тепӗр тема — хӗрарӑм кун-ҫулӗ. Асаплӑ та хӗн-хурлӑ пулнӑ унӑн пурнӑҫӗ. Самана пусмӑрне те, ҫемьери тан марлӑха та тӳссе ирттерме тивнӗ. «Малалла» повеҫри Наҫтук, «Ӗҫ тухмарӗ» калаври Мариҫ, «Мучар» повеҫри Аннушки, «Хӳтӗ вырӑнта» повеҫри Санюк тата ытти сӑнар ҫакна аван кӑтартса парать.

Педагог-ҫыравҫӑн драма произведени те сахал мар. «Ҫӗр чӗлхи», «Килет», «Телейсӗр хӗр» пьесӑсенче вӑл 1917 ҫул хыҫҫӑнхи чӑваш ялӗнчи класс кӗрешӗвне сӑнланӑ. «Ҫӗнтерчӗ» пьеса 1927 ҫулта уйрӑм кӗнекен тухнӑ, «Канаш» союзӑн илемлӗ литература ӑмӑртӑвӗнче пиллӗкмӗш преми илнӗ.

М.Трубина пултарулӑхӗнчи чи паллӑ произведени — «Ача чухнехи» повесть. Ӑна вӑл пурнӑҫӗн юлашки ҫулӗсенче, сывлӑхӗ хавшаса пынӑ вӑхӑтра хӑйӗн пурнӑҫӗнчи пулӑмсене тӗпе хурса ҫырнӑ. Повеҫре XIX ӗмӗр вӗҫӗнчи чӑваш ялӗн сӑн-сӑпачӗ анлӑн сӑнланнӑ.

Халӑха вӗрентес ӗҫре нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа вӑй хунӑшӑн Трубина Мархвине Ленин орденӗпе, «Ӗҫре палӑрнӑшӑн», «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медальсемпе, Хисеп хучӗсемпе чысланӑ, РСФСР тава тивӗҫлӗ учителӗ ят панӑ.

Марфа Дмитриевна Трубина сӑмах ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑранпа 57 ҫул иртрӗ. Апла пулин те унӑн хайлавӗсем халӗ те пурӑнаҫҫӗ, вулакансен ҫӗнӗ ӑрӑвӗсене савӑнтараҫҫӗ, ӑс-хакӑлне пуянлатаҫҫӗ. Унӑн ҫутӑ сӑнарӗ чӑваш халӑх асӗнче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнасса шанса тӑратпӑр.

Елена Арланова,
ЧР Кӗнеке палатин тӗп библиографӗ
«Хыпар», 2013, авӑн, 7


 
Категорисем: Трубина Мархви
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-09-09 16:09:04 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5777 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем