Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.0 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Апрель (Волгин В.)

Илтӗм эпӗ чӳреченӗн пӗр хутне,
Уҫса ятӑм таса пӳлӗм кантӑкне.
Урамра ак ырӑ кӑмӑллӑ апрель,
Йӑлтӑр-йӑлтӑр ялкӑшать-ҫке ҫут хӗвел.

Ҫурхи сывлӑш юхса кӗчӗ пӳлӗме,
Чун савни пек ҫупӑрларӗ питӗме.
Ыталарӗ, вӑл хускатрӗ ман ӑша,
Ҫавӑнпа эп кайрӑм тарӑн шухӑша.

Ҫур хӑвачӗ ҫулӑм чӗртрӗ чӗремре,
Куҫ умне килсе тӑратрӗ сар хӗре.
Ун илемлӗ сӑнӗ халӗ ман умра...
Тухас ҫук вӑл нихӑҫан та асӑмран.

Эп васкавлӑн чупса тухрӑм урама.
Тӗл пуласшӑн чунӑм савнӑ тусӑма.
Савни тухнӑ аслӑ Атӑл хӗррине,
Сӑнамашкӑн Атӑл пӑрӗ кайнине.

Савнӑ хӗрӗн хӗвел евӗр куллинче
Куртӑм ӑшӑ апрельти пек ҫут тӗнче.
Вара манӑн пуҫри тунсӑх шухӑшсем
Атӑл пӑрӗ пекех кайрӗҫ сирӗлсе.

Ак утатпӑр алла-аллӑн унпала,
Чи телейлӗн ҫунат хушнӑ чунпала.
Тус-тӑванлӑн саламлать пире апрель,
Телей суннӑн ялкӑшать ҫурхи хӗвел.

1954

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-06 23:57:31 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2609 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org