Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.0 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Анне Чӗри (Василий Антонов)

Анне чӗри... Мӗнле-ши вӑл? Курасчӗ.
Мӗнпе ӑна пулать танлаштарма?
Пӗрре ҫеҫ алӑпа тытса пӑхасчӗ
Те — вӗренесчӗ юйкӑн юратма.

Анне чӗри... Унтан хӗрӳ вут ҫук-тӑр
Ҫак уйӑхлӑ, хӗвеллӗ тӗнчере.
Кисрентӗр ҫӗр, пӑр ҫаптӑр, ҫумӑр ҫутӑр —
Мӗн сӳниччен вӑл хӗм парать пире.

Анне чӗри... Тӗреклӗ тӳсӗм кирлӗ
Пӗр канӑҫсӑр та вӑрӑм ӗмӗрте
Тӳсмешкӗн, ҫиҫӗм ҫирӳҫи пек, пирӗн
Хуйха, йӑнӑшсене те сехмете.

Анне чӗри... Черчен, аманчӑк, варлӑ,
Ҫын чӑмӑрӗ пек, ылтӑн чӑмакки.
Пурӑнӑҫра пулас ҫук вут-кӑварлӑ
Чӗрешӗн — ик айкки те тӑвайкки.

Ҫавӑн пекех

Василий Антоновӑн ытти сӑввисене вулӑр


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-07-06 23:24:12 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2817 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org