Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.0 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Андреев Филипп Андреевич

Андреев Филипп Андреевич — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. 1919 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Етӗрне уесӗнчи (халӗ Красноармейски районӗ) Кӗрекаҫ Упи (халӗ Кӗрекаҫ) ялӗнче ҫуралнӑ.

1994 ҫултанпа Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн Ҫыравҫисен Пӗрлӗхӗсене кӗрет. Япони вӑрҫине хутшӑннӑ.

Пурнӑҫӗ

1939 ҫулта ҫара кайнӑ, яппун милитарисчӗсене хирӗҫ вӑрҫа хутшӑннӑ, тӗрлӗ орденсемпе медальсене тивӗҫнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн аслӑ пӗлӳ илнӗ, нумай ҫул хушши шкулта вӑй хунӑ. Ялта шкулта ӗҫленӗ чухне халӑх юрри-такмакне пухнӑ.

Ӗҫӗсем

Пӗрремӗш калавне 1938 ҫулта «Сунтал» журналта пичетленӗ.

Пичетленнӗ кӗнекисем:

  • «Тухӑҫри тапӑ» (повесть);
  • «Шкул сачӗ» (1963);
  • «Чӗмпӗр ҫути» (1980);
  • «Тухӑҫран хӑпарать шурӑмпуҫ» (1993);
  • тата ыттисем.

Хӑйӗн сӑввисене, поэмисене, калавӗсене тата хайлавӗсене хаҫатсемпе журналсенче тата ҫавӑн пекех сӑвӑ пуххисенче пичетлет. Ҫавӑн пекех вӑл «Атте килӗ», «Тайга кашлать» поэмӑсене ҫырнӑ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-09-01 21:56:45 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3146 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org